Шупашарти 40-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Александр Марсович Степанов ҫӗнӗ сарӑм шутласа кӑларнӑ. Вӑл пулӑшнипе чӑваш чӗлхине вӗренме пулать. Ку сарӑм - пуҫламӑш классем валли. Александр Марсович ӑна вӗренӳ ӗҫӗнче хута ярасшӑн.
Ку проектпа вӑл «Сквозные Образовательные Траектории» (СОТ) грантсен конкурсне хутшӑнать. Унӑн ӗҫӗ пӗрремӗш турта ҫӗнтернӗ, конкурса малалла хутшӑнать. Иккӗмӗш тура тухнӑ ӗҫсене общество сӳтсе явать. Александр Степановӑн проектне СОТ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ, уншӑн сасӑлама пулать.
Ку вырсарникун Шупашкарти тӑватӑ вырӑнта «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ уҫӑлӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен кашни канмалли кун ӗҫлӗ. Унта ҫынсем пахча ҫимӗҫе, ытти продукцие йӳнӗпе туянма пултараҫҫӗ.
Суту-илӳ точкисем «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ умӗнче, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, Эльгер тата Франко урамӗсенчи суту-илӳ речӗсенче ӗҫлӗҫ.
Ярмӑрккӑ уҫӑлнӑ кун халӑха Эльгер урамӗнче тата Трактор тӑвакансен проспектӗнче концертпа савӑнтарӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канурисене ҫимӗҫсене киле ҫити леҫсе парӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ «Наци кросӗ» иртӗ.
Шӑматкун спорта юратакансем старта тухӗҫ. Вӗсем 1-12 ҫухрӑм чупӗҫ. Спортсменсене Шупашкарта Мускав ҫыранӗ хӗрринче кӗтеҫҫӗ.
«Наци кросне» хутшӑнас тесен А.Игнатьев ячӗллӗ Спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн электронлӑ почтине заявка ямалла: csp101@mail.ru.Е авӑн уйӑхӗн 11-16-мӗшӗсенче Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче заявка хӑвармалла. Кун пек мелпе унччен заявка йышӑнман, ку - ҫӗнӗлӗх.
Шупашкарта 44 ҫулти хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл Ольга Валерьевна Варсонофьева.
Ҫӳллех мар хыткан кӗлеткеллӗ хӗрарӑм ҫав кун ҫутӑ симӗс куртка, шурӑ-кӑвак футболка, тӗттӗм кӑвак джинс, хура кроссовка тӑхӑннӑ. Пӗрле сумка пулнӑ.
Ольга Варсонофьевӑна курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лизы Алерт» инфоргӗ: Наталия (Симба), 89196666680.
Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти арҫынна нацизма реаблитациленӗшӗн суд тунӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, вӑл колони-поселенире 8 уйӑх ирттернӗ. Унсӑр пуҫне сайт администрацийӗпе ҫыхӑннӑ сайсемпе 3 ҫул ӗҫлеймӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнче вӑл видеохостинг страницинче видео вырнаҫтарнӑ. Унта «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑнакансене хурланӑ, вӗсене хисеплеменнине палӑртнӑ. Видеора ҫак арҫын Ҫӗнтерӳ кунне хисеплеменни те палӑрнӑ. Куншӑн унӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Питтукассинче чикансен хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Йӑлари ыйтупа ҫыхӑннӑ тавлашу «ытлашши сурансемсӗр вӗҫленнӗ». Кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ.
Пӗр-пӗринпе ҫапӑҫма тытӑнса кайнисене йӗрке хуралҫисем илсе кайнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн Алькеша (унта чикансем йышлӑ пурӑнаҫҫӗ) полицин тата Росгварлин патрулӗсем пырса ҫитнӗ. Унта Росгвардин хӗҫ-пӑшаллӑ «Тигр» автомобилӗ те пулнӑ.
Шупашкарти хӑш-пӗр шкула КПП витӗр кӗме тивӗ. Вырӑсларан ҫав аббревиатурӑна чӑвашла куҫарсан тӗрӗслевпе пропуск пункчӗ тенине пӗлтерет.
КППсене, сӑмахран, хулари 43-мӗш, 46-мӗш тата 53-мӗш шкулсен умӗнче лартса тухнӑ иккен.
Сheb.ru порталта Алексей Радченко пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ виҫӗ шкулта та территори хӑтсӑр. Вӗсенче футброл уйӗсене СССР самани хыҫҫӑн ҫӗнетмен. «Картишсемпе КППсем — шкулсене уҫнӑ хыҫҫӑн туса лартнӑ чи пӗлтерӗшӗ те хаклӑ объектсем-тӗр», — йӗплесе илнӗ статья авторӗ.
«Карта тытни шкул ачисемшӗн пысӑк чӑрмав мар. Усал шухӑшлисем вара ун урлӑ ним мар сиксе каҫайӗҫ», — пӗтӗмлетнӗ Алексей Радченко.
Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын ачана ашшӗ-амӑшӗ яппун ятне панӑ. Ӑна Ленин районӗнче регистрациленӗ.
Арҫын ачана Акира ят хунӑ. Ку ят яппунсен тымарӗнчен килнӗ. Вырӑсла куҫарсан вӑл «кӗркунне ҫути», «кӗркунне йӑлтӑртатӑвӗ», «хӗвел тата уйӑх ҫути» тенине пӗлтерет. Урӑх вариантсем те пур.
Аса илтерер: Шупашкарта Космос ятлӑ арҫын ача та пур.
2017 ҫултанпа Шупашкарти Мускав ҫыран хӗррине илемлетме, хӑтлӑлатма тытӑннӑ. Кӑҫал вара ӗҫсене вӗҫленӗ. Ҫак илемлӗ вырӑна Пӗрремӗш каналпа пыракан «Ырӑ ир!» кӑларӑмра кӑтартнӑ.
Мускав ҫыран хӗррине хӑтлӑлатнӑ кӑна мар, вӑл халӗ пӗчӗк тата вӑтам усламсене илӗртекен вырӑн та пулса тӑнӑ. Унта уҫӑлса ҫӳреме, велосипедпа тата самокатпа ярӑнма, шашлӑк ӑшалама, кафере ларма та пулать. Пӗтӗмпе 6 ҫухрӑм тӑршшӗ территорие хӑтлӑх кӗртнӗ.
Паян Шупашкарта ваттисен ҫуртӗнче (халӗ апла каламаҫҫӗ-ха. Стационар уйрӑмӗ теҫҫӗ) пурӑнакан икӗ ватӑ ҫемье ҫавӑрнӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи стационар уйрӑмӗнче пурӑнакан ҫулланнӑ икӗ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ.
Галина Александровна тата Сергей Степанович Мильковсене унта ӗҫлекенсем ӑшшӑн саламланӑ. 70 урлӑ каҫнӑ кинемейпе мучи пӗрле телевизор пӑхаҫҫӗ, хаҫат-журнал вулаҫҫӗ, уҫӑлма та пӗрле тухса кӗреҫҫӗ, учрежденире иртекен мероприятисене те пӗрле хутшӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |