Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Персона
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарти 76 ҫулти хӗрарӑм чутах ултавҫӑсене 2 пин доллар куҫарса паман. Юрать, ырӑ ҫын тӗлне лекнӗ вӑл.

Хӗрарӑмпа хӑйӗнпе Тӗп банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын калаҫнӑ. Хайхискер ӗненмелле пултӑр тесе удостоверенине те ӳкерсе ярса панӑ.

Хӗрарӑма 2 пин доллар куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ун валли илсе ҫитерекен служба ӗҫченне те чӗнсе панӑ, «банк ӗҫченӗ» ӑна кинемее укҫа куҫарса памашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Олег Михайлов хӗрарамӑн аллинчи укҫа пачкисене, хут ҫине ҫырнӑ счет номерне курсан тӳрех ӑнланнӑ: кинемее такамсем улталасшӑн. Вӑл полици чӗннӗ.

ЧР шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков Олег Михайлова кинемее утавҫӑсенчен хӑтарнӑшӑн тав тунӑ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкар хӗрарӑмӗ Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округне тӑванӗсем патне хӑнана кайнӑ та каҫхине уҫӑлма тухма шутланӑ. Анчах хайхискер ҫырмара ӳксе урине вӑйлах амантнӑ, утайми пулса ларнӑ.

Вӑл хӑйех васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ, анчах ӑҫта пулнине татӑклӑн калайман. Тухтӑрсем ӑна тупайман, полицирен пулӑшу ыйтма тивнӑ. Хӗрарӑмӑн телефонӗ лайӑх тытман, зарядки те пӗтсе ҫитнӗ. Ӑна 2 сехет ҫурӑ шырасан тин тупнӑ. Вӑл урине хуҫнӑ иккен. Лариса Кузьминапа Николай Яковлев фельдшерсем ыратнине ирттерекен укол тусан ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_83520
 

Статистика
artembolnica2.ru сайтри сӑн
artembolnica2.ru сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре коклюш чирӗ сарӑлма пуҫланӑ. Роспотребнадзор кунашкал чире Чӗлепи тата Томск облаҫӗсенче, Питӗрте тата Тутарстанра тупса палӑртнине ҫирӗплетет. Чӑваш Енре те тӗслӗхсем пур. Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Ку ытти ҫулти вӑтам кӑтартуран 3 хут пысӑкрах.

Комсомольски, Шупашкар, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче пӗрер тӗслӗхе ҫирӗплетнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 10, Шупашкарта 27 тӗслӗхе. Улатӑрта тата Канашра икӗ ҫын чирленӗ.

 

Статистика
artembolnica2.ru сайтри сӑн
artembolnica2.ru сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре коклюш чирӗ сарӑлма пуҫланӑ. Роспотребнадзор кунашкал чире Чӗлепи тата Томск облаҫӗсенче, Питӗрте тата Тутарстанра тупса палӑртнине ҫирӗплетет. Чӑваш Енре те тӗслӗхсем пур. Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Ку ытти ҫулти вӑтам кӑтартуран 3 хут пысӑкрах.

Комсомольски, Шупашкар, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче пӗрер тӗслӗхе ҫирӗплетнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 10, Шупашкарта 27 тӗслӗхе. Улатӑрта тата Канашра икӗ ҫын чирленӗ.

 

Хулара
"Чеб.ру" сайтри сӑн
"Чеб.ру" сайтри сӑн

Уголовлӑ шырав оперуполномоченнӑйӗ Сергей Ермаков Шупашкарти Болгарстрой урамӗнчи пӗр ҫурта ӗҫпе килнӗ. Вӑл лифтра макӑракан хӗрпе пӗрле хӑпарнӑ. Хӗр юлашки хута кайма пуҫтарӑннӑ. Пакунли унпа темӗн пулнӑ тесе шутланӑ та хӑйӗн ӗҫне пӑрахса хӗр хыҫҫӑн 16-мӗш хута хӑпарнӑ.

Чӑнах та, пике унта балкон перилисем ҫинче тӑнӑ. Сергей Ермаков ӑна унтан анма ӳкӗте кӗртнӗ. Хӗр лӑплансан мӗн пулнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл савнийӗпе пӗр ҫул ҫӳренӗ хыҫҫӑн уйрӑлнӑ-мӗн. Хӗр хӑйне ҫӑлнӑшӑн полицейские тав тунӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Канмалли кунсенче прогноз улшӑннӑ. Ҫӗпӗрте антициклон ҫил-тӑвӑл пулса лӑпланнӑ. Пирӗн пата килмелли циклон Урала кайӗ. Ҫапах пирӗн патра та юр ҫӑвать, анчах синоптиксем унччен каланӑ пек питех вӑйлӑ мар.

Республикӑн кӑнтӑр районӗсене халӗ циклон ҫывхарать ӗнтӗ. Шупашкара вӑл каҫхине ҫитӗ те ҫӗрӗпех ҫӑвӗ. Ыран ир валли хулара 8 см хулӑнӑш юр ҫуса лартӗ.

Ыран циклон Свердловск облаҫне кайӗ. Пирӗн патра тӗтре карса илӗ, кӑштах ӑшӑтӗ.

Юнкун ытларах республикӑн хӗвеланӑҫ районӗсенче юр ҫӑвӗ. Сивӗтме тытӑнӗ, ҫил вӑйланӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле 14 градус таран сивӗтӗ. Эрнекун кӑнтӑрла иртсен юр ҫума пуҫлӗ, шӑматкун та ҫӑвӗ.

Эрне веҫне Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 20 см таран ҫитме пултарать. Канмалли кунсенче термометр 0 градус кӑтартӗ.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Ярославль тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр хӗре пирӗн пата килсе курма сертификат парнеленӗ.

«Мне бы в Чебы» икӗ кунлӑх ҫулсӳреве асӑннӑ тӑрӑхри хӗр ВДНХри куравра тивӗҫнӗ. Ирина Пиленкова пирӗн тӑрӑхӑмӑрӑн куравӗпе паллашма пынӑ 10 пинмӗш ҫын пулнӑ.

Турпутевкӑсене ҫавӑн пекех «Книга моих путешествий» (чӑв. Манӑн ҫулҫӳревӗмсен кӗнеки) викторинӑна, «Открой бизнес в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре бизнес уҫ) вӑййа хутшӑнакансем хушшинче те выляттарӗҫ.

 

Персона
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

СССР халӑх артистки, ӗмӗрне Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫинче ирттернӗ Вера Кузьмина пурӑннӑ Шупашкар хулинчи Джержинский урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ ҫуртра артистка ывӑлӗпе Атнер Хусанкайпа тата кинӗпе Гажидмапа 22 ҫул пурӑннӑ.

Аса илтерер: Вера Кузьмина – пирӗн республикӑри паллӑран та паллӑ артистка. Чӑваш драма театрӗнче вӑл 74 ҫул ӗҫленӗ, ҫав ҫулсенче 150 ытла сӑнара калӑпланӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер ирхине Улатӑрти пульницӑна васкавлӑ медпулӑшупа 65 ҫулти арҫынна илсе ҫитернӗ. Унӑн каллех инфаркт пулнине палӑртнӑ.

Тухтӑрсем Шупашкарти специалистсемпе канашланӑ хыҫҫӑн пациента Республикӑри кардиологи диспансерне илсе кайма калаҫса татӑлнӑ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн арҫынна санавиаци вертолечӗпе Шупашкара ӑсатнӑ.

Палӑртмалла: кӑҫал санавиаци вертолечӗпе ытларах чӗре чирӗпе аптӑранӑ пациентсене илсе ҫӳренӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ
ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пӗр арҫын барта наркотик хутаҫҫине стойка ҫине кӑларса хунӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ.

Росгвардин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Эгер бульварӗнчи спорт-барсенчен пӗринче пӑтӑрмах пирки асӑрхаттаракан кнопка ӗҫлесе кайнӑ. Вырӑнта йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, пӗр арҫын бар стойки ҫине хӑйӗн япалисене кӑларса хунӑ, ҫав шутра шурӑ порошоклӑ пӗчӗк хутаҫ пулнӑ.

45-ри арҫынна полицине лартса кайнӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, хутаҫра наркотик пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 140, 141, 142, 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, [150], 151, 152, 153, 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, ... 1078
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 15

1905
120
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть