
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Ташӑ эрешӗсем» хореографи пултарулӑхӗн регионсем хушшинчи IV фествиаль-конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Вӑл Чӑваш Енри паллӑ балетмейстерсен Людмила Нянина тата Владимир Милютин ячӗпе хисепленсе тӑрать.
Конкурса ҫулсерен Чӑваш Енӗн Культура тата ӳнер институчӗ тата Куславкка ентешлӗхӗ йӗркелесе ирттерет. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчи коллективсем хутшӑннӑ, ҫав шутра Тутарстанри, Мари Элти тата Чулхула облаҫӗнчи.

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗн педагогӗ Расима Гайнутдинова Ҫамрӑсен пӗтӗм тӗнчери фестивальне хутшӑнать.
Мероприяти Чулхулара иртет. Унта тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчи яш-кӗрӗмпе хӗрупраҫ пуҫтарӑннӑ. Ҫавӑнта Чӑваш Ен делегацийӗ хутшӑнать, ҫав шутра маларах эпир асӑнса хӑварнӑ Раисма та. Вӑл «Креативные индустрии и творчество» (чӑв. Креативлӑ индустрипе пултарулӑх) трека хутшӑнать. Ун вӑхӑтӗнче ӳнер ӗҫченӗсемпе тӗл пулусем иртеҫҫӗ.

Чӑваш Енри Екатерина Петрова «Лучший по профессии» (чӑв. Профессире чи лайӑххи) ҫӗршыв шайӗнчи конкурсра «Ҫӗвӗҫ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Конкурсра 130 ҫын хутшӑнса финала 19 ҫын тухнӑ. Чӑваш Ен хӗрарӑмӗ виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Пӗрремӗш вырӑна тухнӑ ҫын 1 миллион тенке тивӗҫнӗ, иккӗмӗш вырӑна тухни — 500 пин тенке, Екатерина — 300 пин тенке.

Чӑваш эстрада юрӑҫи Егор Матвеевский «Музыка Гордых» наци конкурсӗн финалне тухнӑ. Вӑл унта хутшӑнасси пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Егор «Моя деревня» юрӑпа иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Конкурсра пӗтӗмпе 1 пин ытла ҫын тупӑшнӑ. Пирӗн ентешӗн юрри вара жюри пайташӗсен кӑмӑлне кайнӑ.
Ҫапла Егор Матвеевский Чулхулара иртекен фестивальте паллӑ юрӑҫсемпе пӗр сцена ҫинче юрлӗ. Мероприяти ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулӗ.

Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Вортынец районӗнче Чӑваш Ен Енри тӳре-шара ҫул ҫинчи инкеке лекни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Шупашкар округӗн администрацийӗн машини, А173АА номерлӗ Geely Atlas Pro, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса Audi Q3 машинӑпа ҫапӑннӑччӗ. Аварире водитель тата Шупашкар округӗн администрацийӗн юрисчӗ вырӑнтах вилнӗ. «Аудин» 31-ри водительне, унӑн 7-ри ывӑлне тата 55-ри хӗрарӑм-пассажира больницӑна илсе кайнӑ.
нкек хыҫҫӑн пульницӑна лекнӗ Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — йӗркелӳпе тӗрӗслев, право тата кадр пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Николаева паян куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Ҫапла вара ҫул синчи инкеке пула администрацире ӗҫленӗ виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Маларах юридици пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Денисова тата Алексей Артемьев водитель вилнӗ.

Иртнӗ эрнере Чулхулари «Водолет» компани «Метеор-120Р» караппа Волгоградран Чулухлана килсе пӑхнӑ. Ҫула май вӑл Сартура, Самарта, Тольяттинче, Чӗмпӗрте, Хусанта, Сӗнтӗрвӑрринче, Шупашкарта, Чикмере тата Васильсурскра чарӑннӑ.
«Водолет» хальлӗхе ун пек маршрута уҫасшӑн мар, анчах Чулхуларан Шупашкарта, Хусанта, Чӗмпӗрте тата Тольяттинче чарӑнакан икӗ кунлӑх рейс уҫма палӑртать.

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Шупашкарта Акатуй иртессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл Хӗрлӗ лапамра 15 сехетре пуҫланӗ. Уява ака-суха ӗҫӗ вӗҫленнине тата Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Унта Чӑваш Енри чи пултаруллӑ коллективсем ҫеҫ мар, Самар, Ӗренпур, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Санкт-Петербургри, Чулухлари, Пушкӑртстанри, Мари Элти тата Тутарстанри коллективсем килсе ҫитӗҫ.
Чӑваш академи драма тата Ҫамрӑксен театрӗсен коллективӗсем те унта хутшӑнӗҫ.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӗлӗнмелле ӑста, художник, Валентина Никитина ӗҫлет. Хӑй вӑл Чулхула облаҫӗнче ҫуралнӑ. Унти Павлово хулинчи ӳнер училищинче тимӗре илемлетме вӗреннӗ, ӳнер енӗпе пӗлӗвне каярах Шупашкарти педагогика институтӗнче анлӑлатнӑ.
Валентина Нииктина социаллӑ сферӑра виҫӗ теҫетке ҫул ӗҫлет. Вал чӑваш пуканисем ӑсталать. Унсар пуҫне вал турилккесене чӑвашла эрешпе те капарлатать.

Шупашкартан Чулхулана кайма тухнӑ автобус паян инкеке лекнӗ. Транспортра экскурсие кайма тухнӑ шкул ачисем ларса пынӑ. Автобус Чулхулана ҫитеспе умри ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ.
Ачасене вӑхӑтлӑха ҫывӑхри шкула вырнаҫтарнӑ. Унтан вӗсене Шупашкара илсе килнӗ. Ачасем шар курман.
Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, машинӑсем те ытлашши шар курман.

Чӑваш Ене Театр теплохочӗ килӗ. Вӑл пирӗн патӑмӑрта ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулӗ.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пилӗк хулара «ГИТИСFEST. Театральное Приволжье 2025» фестиваль-лаборатори ӗҫлӗ.
«А.С. Попов» теплоходпа ГИТИС педагогӗсемпе режиссёрӗсем килӗҫ, вӗсем ҫамрӑк актерсене ӑсталӑха тарӑнлатма тата анлӑлатма вӗрентӗҫ. Лабораторие Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 14 регионти театр учрежденийӗсенче ӑс пухакан ҫамрӑксем хутшӑнӗҫ.
Фестиваль-лаборатори Чулхулара, Шупашкарта, Хусанта, Самарӑра тата Сартура иртӗ. Пирӗн патра вӑл Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлӗ.
