Паян Хусанти аэропортра ҫӗр ҫине Boeing 737 ӑнӑҫлӑ ларайман, унти пур ҫын та вилнӗ. Вӗсен хушшинче Тутарстан Президенчӗн ывӑлӗ Ирек Минниханов та пулнӑ.
«Татарстан» авиакомпанин самолёчӗ иккӗмӗш ҫаврӑм тунӑ хыҫҫӑн ларма тытӑнсан арканса кайнӑ. Пурӗ 46 пассажир тата 6 самолёт ӗҫченӗ вилнӗ.
Ҫавӑн пекех самолёт арканӑвӗнче Тутарстан тӑрӑхӗнчи ФСБ тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Александр Антонов, спорт комментаторӗн Роман Скворцовӑн арӑмӗ Эллина вилни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Пӑтӑрмах тӑрӑх пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха официаллӑ мар калаҫусенче палӑртнӑ тӑрӑх инкек пилотсен йӑнӑшне пула сиксе тухма пултарнӑ.
Эрнекун, чӳкӗн 1-мӗшӗнче, Хусанта Тутарстан чӑвашӗсен отчётпа суйлав пухӑвӗ иртрӗ — икӗ ҫул хушшинчи ӗҫе тишкерсе пӗтӗмлетрӗҫ. Депутатсен йышӗнче районсенчи тата хуласенчи наци автономийӗн уйрӑмӗсенчен суйланӑ ҫынсем пулчӗҫ. Пухӑва Тутарстанӑн тӳри-шарисем те хутшӑннӑ, сӑмахран, ТР Патшалӑх Канашӗн Председатель ҫумӗ Римма Ратникова. Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче суйланнӑ ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов та хутшӑннӑччӗ.
Хусанти пухура иртнӗ ӗҫсене сӳтсе яврӗҫ, малалла тумалли плансене палӑртрӗҫ. Тутарстанра наци политикин концепцине йышӑнни республикӑри халахсен культурине те чӗлхисене те упраса аталантарма пулӑшни пирки сӑмах каларӗҫ. Константин Яковлев хӑйӗн сӑмахӗнче 2014 ҫулта республикӑри тӗрлӗ кӗтесӗнчи чӑваш ачисем валли сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑх (лагерь) йӗркелеме планлани пирки каларӗ. Вӗренӳри улшӑнусене сӳтсе явма Анат Камӑри гимназире кашни ҫул вӗрентекенсен пухӑвне йӗркелеме те сӗнчӗҫ.
Суйлавра, виҫӗ кандидатурӑна пӑхса тухрӗҫ — хальхи вӑхӑтра ертсе пыракан Константин Яковлева, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторне Константин Малышева тата Хусанти чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫине Александр Саиткина.
Иртнӗ шӑматкун Хусанта иртнӗ 1552 ҫулта хулана хӳтӗлекенсене аса илнӗ кун Чӑвашран та унта хутшӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хайхи ку хыпар «Про город» хаҫата та ҫитнӗ курӑнать, вӗсем ку тӗлӗшпе мӗн шутлани пирки ЧНК ҫыннинчен ыйтса пӗлнӗ иккен.
Кам хуравлани паллӑ мар, анчах Хусанти пухӑва «самозванецсем» пулни пирки пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗ ятӗнчен: «Эп сире ӗнентеретӗп, ку митингра наци конгресӗн ялавӗпе самозванецсем пулнӑ. Пухура эпир унта хутшӑнма йышӑну туман», — тенӗ вӑл ҫын. Те чӑвашӗсене самозванец теесшӗн пулнӑ, те ЧНК ялавӗпе тухнисене. Чӑннипе вара ЧНК ялавӗ унта пулман та. Кунашкал хуравсене вуланӑ май Чӑваш наци конгресӗ тӑван халӑхӑмӑра хӳтӗлес вырӑнне тӳре-шарана тӗксе илессинчен сыхланине чӑн та ӗненетӗн.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ Михаил Васняцкий вара Чӑваш Ен ялавӗпе Хусанта ҫав митингра пулни патшалӑх символӗсене чыссӑрлатнипе танлаштарнӑ. Пӗлес килет — патшалӑх ялавӗсем халӑхӑн е влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсен ҫеҫ-и? Уйрӑм ҫынсем нивушлӗ Чӑваш ҫӗрне мухтаса чӑваш ялавӗпе усӑ курма тивӗҫ мар (Чӑваш Ен ялавне йӑтса утакана Республика кунӗнче тытса чарни те пулкалать пирӗн тӗп хуламӑрта)?
Ӗнер Хусанта 1552 ҫулхине хулана хӳтӗленӗ ҫынсене астӑвассин кунӗ иртнӗ. Яланхи пекех унта кӳршӗллӗ халӑхсем те пухӑннӑччӗ, вӗсем шутӗнче — чӑвашсем те.
Тимӗр Акташ журналҫӑ каласа панӑ тӑрӑх халӑх пухӑвне пурӗ 400–500 (теприсем 300–400 пирки пӗлтереҫҫӗ) ҫын пуҫтарӑннӑччӗ. Ытти ҫулсенче ытларах та пулнӑ пулӗ, анчах кӑҫал ҫумӑр та ҫурӗ, ҫанталӑкӗ те ӑшах пулмарӗ.
Пухӑва Тутарстанран «Азатлык» (чӑв. Уҫӑмлӑх, Ирӗклӗх) ТҪП, «Алтын Урда» (чӑв. Ылтӑн Урта) тутарсен патриотла фрончӗ, «Правые татары» ушкӑн килнӗччӗ. Мари Элтен «Марий ушем» (чӑв. Ҫармӑссен пӗрлешӗвӗ) ушкӑн элчисем пулнӑччӗ.
Чӑвашран ку пухӑва Тимофеев Владимир, Эдуард Мочалов, Илья Алексеев тата ыттисем ҫитнӗччӗ. Пухура чӑвашсем те тухса сӑмах каларӗҫ — Эдуард Мочалов пухӑннисене нумай пулмасть вӗҫленнӗ Илле Иванов тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ ӗҫ пирки каласа пачӗ, чӑваш чӗлхине хӳтӗленишӗн айӑплани пирки пӗлтерчӗ.
Сӑнсем: Тимӗр Акташ сӑнӗсем (10), «Правые татары» ушкӑнӗнчи (29).
Чӑваш пукане театрӗ Мускав ҫывӑхӗнчи Мытищи хулинче иртекен Пӗтӗм тӗнчери пукане театрӗсен «Чаепитие в Мытищах» (чӑв. Мытищинче чей ӗҫни) фестивальне тухса кайнӑ.
Кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртекен мероприятие хамӑр ҫӗршыври пултарулӑх коллективӗсем кӑна мар, чикӗ леш енчи — Белоруссинчи, Болгаринчи, Германири, Корейӑри, Литвари, Молдавинчи, Украинӑри тата Францинчи артистсем килсе ҫитнӗ. Пирӗн «пуканесем» В. Соллогуб пьесипе лартнӑ «Беда от нежного сердца» спектакле паян кӑтартнӑ.
Асӑннӑ фестивале унччен коллектив 2006 тата 2008-мӗш ҫулсенче кайнӑ, малтанхинче — хӑна евӗр, тепрехинче — «Сыграем в Красную Шапочку» спектакльпе. Пӗлтӗрхи раштавра пуҫласа лартнӑ спектакле илсе пыма фестиваль йӗркелӳҫисем хӑйсем ыйтнӑ-мӗн. Артистсем фестиваль вӗҫленичченех пулмӗҫ — ҫак уйӑхӑн 23-28-мӗшӗсенче Хусанта иртекен «Шомбай-fest» фестивале тухса кайма вырсарникун таврӑнӗҫ.
Авӑнӑн 12–14-мӗшсенче Тутарстанра тутар фольклорӗн Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ иртӗ. Тутар Республикин тӗп хулинче — Хусанта — хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма Раҫҫей Федерацийӗн чи лайӑх фольклор ушкӑнӗсене чӗннӗ. Вӗсем шутне Комсомольски районӗнчи Урмайри информаципе культура центрӗн «Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ансамблӗ те кӗме тивӗҫлӗ пулнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен фольклор ушкӑнӗсем хушшинче фестиваль ирттерни тутар халӑхӑн йӑла культурине сыхласа хӑварма пулӑшӗ.
Асӑннӑ фестивале «Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ансамблӗн 20 хутшӑнаканӗ кайӗ, вӗсем шутне Комсомольскинчи ачасен ӳнер шкулӗнчи тутар фольклорӗн, вокал, театр уйрӑмӗнче вӗренекенсем те кӗнӗ.
«Мишар» халӑх юррисене шӑрантарӗ тата тутар-мишар ташшисене ҫаптарӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем Чӑваш Республикӑри тутарсем пурӑнакан вырӑнсенчи чӑн этнос материалӗн программипе паллаштарӗҫ.
«Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ушкӑнне ӑнӑҫу сунатпӑр.
Нумаях пулмасть чӑваш наци юхӑмне хутшӑнакан Дмитрий Степанов Тутарстан республикине пуҫарса янӑ ятпа Хусан хулинче йӗркеленӗ акцине хутшӑннӑ. Кун ҫинчен вӑл «Ирӗклӗ Сӑмах» корреспондентне пӗлтернӗ.
Тутар обеществӑллӑ центр тата «Азатлык» тутар ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ пикет ҫурлан 30-мӗшӗнче Шаляпин палӑкӗ умӗнче иртнӗ. Акцийе хутшӑнакансем Тутарстанпа Чӑваш Ен ялавӗсемпе тата Тутарстан суверенитет доклачӗпе пынӑ. ТОЦ элчисем «Тутарстан патшалӑх пулнӑ, патшалӑх пулать те» ҫырнӑ плакатсене алла тытнӑ.
Пикет йӗркине вара ШӖМ тата ХФС ӗҫченӗсем тытса пынӑ. Мероприяти иртекен вырӑна чӑваш ялавӗпе ӳкерӗнме темиҫе хутченех хусан чӑвашӗсем пырса тӑнӑ.
Чӑваш тата тутар хастарӗсем пӗрремӗш хутчен мар пӗрлешӳлле акцийӗ хутшӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче чӑваш делегацийӗ Хусан хӳтелевҫисен асӑну маршне хутшӑннӑ.
Кӑҫал ҫурлан 1-мӗшӗнче «Ана» чӑваш журналӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Чӑваш хресченӗсем валли ӑна 1918 ҫулта кӑларма пуҫланӑ. Журнал нацисен ӗҫӗ-хӗлӗн пайӗпе ӗҫлекен Халӑх Комиссариатӗнчи чӑваш уйрӑмӗнче тухса тӑнӑ.
Журналта ҫак ыйтусене ҫутатнӑ: ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх ерчетни, пахчана тытса тӑни, вӗлле хурчӗ ерчетни. Унсӑр пуҫне кӑларӑмра правительствӑри ҫӗр политики ҫинчен, выльӑх ерчетес ӗҫре тата уй-хире мӗнлерех тытса пымалли ӗҫре ӑслӑхӑх ҫитенӗвӗсем ҫинчен, тӑр-пул таврашӗнче тухнӑ ҫӗнӗ сорт ҫинчен тата ытти пулӑмсем ҫинчен ҫырса тӑнӑ. Килти хуҫалӑха тӗрес тытса пама канашсем те панӑ. Журналта ытларах ялти ҫынсене кӑсӑклантаракан ыйтусене ҫутатса панӑ пулин те ҫапах унӑн страницисенче ҫӗршывӑн обществӑлла-политика пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырса кӑтартни та тӗл пулнӑ.
Ытларах вулакансен кӑмӑлне «Почта пайӗ» рубрика ҫӗкленӗ. Унта ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Сӑмахран, мӗнле улма йывӑҫҫи лартмалла, ҫӗре мӗнле майпа кӑпкалатмалла. Рубрикӑра ҫӗкленнӗ ыйтусем паянхи кун та кӑсӑклӑ.
Шел пулин те 1920 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗ хыҫҫӑн «Ана» журнала кӑларма пӑрахнӑ.
Хусанти ҫуллахи Универсиадӑра Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнӗнче пирӗн 8 ентеш та Раҫҫей чысне хӳтӗлеме старта тухнӑ. Тӑхӑр кун хушши вӗсем ӑмӑртӑва тухса пӗрре мар ҫӗнтерӳ картлашки ҫине хӑпарнӑ. Физкультура, спорт тата туризм министерствӑн вӗренӳ-спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Букина палӑртнӑ тӑрӑх Ҫуллахи Универсиадӑн пӗтӗмӗшле историре ку хутӗнче чӑваш спортсменӗсем чи лайӑх кӑтартусем тунӑ.
Чӑваш Енӗн министӑрсен кабинет йышӑнӑвӗпе Универсиадӑра республика чысне тивӗҫлӗ хӳтӗленнишӗн ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫӗсене ятарлӑ укҫа-тенкӗ сертификачӗпе тивӗҫтертерме палӑртнӑ. Асӑннӑ сертификата Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев иртнӗ кунсенче Универсиада ҫӗнтерӳҫисене алла панӑ. Кун ҫинчен эпир хыпарланӑччӗ. Анчах миҫе тенкӗпе тивӗҫтересси ҫинчен ун чухне палӑртманччӗ.
Министрсен кабинечӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх 1-мӗш вырӑна тухакансене — 75 000 тенкӗ, 2-мӗш — 60 000 тенкӗ, 3-мӗш вырӑна тухакансене вара — 50 000 тенкӗлле сертификатпа чыслама ҫирӗплетнӗ.
Аса илтеретпӗр, Хусанти Ҫуллахи Универсиадӑра пирӗн ентешсем ҫапларах кӑтартусем тунӑ:
1 вырӑн — Дмитрий Тарабин (сӑнӑ ывӑтас ӑмӑртура); Ирина Юманова тата Вера Соколова (20 ҫухрӑм дистанцире хӑвӑрт утассипе — ушкӑнӑн пӗтӗмӗшле кӑтартӑвӗ тӑрӑх);
2 вырӑн — Ирина Юманова (20 ҫухрӑм дистанцире хӑварт утассипе — харпӑр кӑтартура; Алина Прокопьева — (10 000 метр дистанциллӗ чупу), 2 вырӑн — (ҫурма марофонта харпӑр кӑтартура) тата 2 вырӑн (ҫурма марофон ӑмӑртупа ушкӑнӑн пӗтӗмӗшлӗ кӑтартӑвӗ тӑрӑх);
3 вырӑн — Антонина Савельева (сӗтел теннисӗ ӑмӑртура хӗрсем хушшинче ушкӑн турнире тата 3 вырӑн сӗтел теннисӗ, микс);
5 вырӑн — Наталья Пучкова (10 000 метр дистанциллӗ чупу), Кристина Савицкая (ҫичӗ енлӗ тупӑшу).
Кӗрлесе иртсе кайрӗ ӗнтӗ Хусанти ҫуллахи Универсиада. Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ ушкӑнне кӗнӗ пирӗн ентешсемпе эпир тивӗҫлипех мухтанма пултартпӑр. Вӗсем ҫӗнсе илнӗ 9 медаль республика чысӑшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Универсиадӑра вара пирӗн спортсменкӑсем кӑна мар хастаррӑн вӑй хунӑ, республикӑран Хусана ҫул тытнӑ 193 волонтер та хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипех пурнӑҫланӑ теме май пур.
Паян, утӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствин ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗ умӗнчи тӳремре волонтерсен делегийӗпе тӗлпулк иртнӗ. 193 ҫамрӑк виҫӗ эрне хушши спорт объекчӗсенче тӑрмашнӑ.
Волонтерсене Чӑваш Енӗн вӗренӳ пайӗ тата ҫамрӑксен политикин министр ҫумӗ Сергей Кудряшов тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн проректорӗ Олег Викторов салам сӑмахӗсемпе кӗтсе илнӗ. «Чӑваш Енӗн команди 2013» волонтерсен центрӑн регионаллӑ координаторӗ Софья Белова вара Сергей Владимировича Универсиада дирекцийӗ чысланӑ тав хутне алла тытарнӑ.
Савӑнӑҫлӑ тӗлпулӑва волонтерсем хӑйне евӗр ташӑ флэшмобӗпе вӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |