Ҫапла, Сурхури тӗлӗнчех курнӑҫнӑ-ха, анчах хыпарне халӗ кӑна пӗлтӗмӗр те. Айхи тусӗсем тӗлпулни пирки республикӑн Культура министерстви паян пӗлтерчӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗн тусӗсем, тӑванӗсем тата ҫывӑх ҫыннисем республикӑн наци вулавӑшне пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ хуларан (Мускавран, Питӗртен, Хусантан) ҫитнисем кӑна мар, Швецири хӑнасем те пулнӑ.
Пуҫтарӑннисем Г. Айхин, Б. Пастернакӑн, В. Хлебниковӑн, А. Крученыхӑн, А. Мирзаевӑн, Д. Воробьевӑн сӑввисене каланӑ май гитарӑпа каланине итленӗ, Айхин ҫырса илнӗ сассипе киленнӗ.
Вулавӑшра Айхин икӗ кӗнекин хӑтлавне те йӗркеленӗ. Пӗри — пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Айхи кунне ирттернӗ май кун ҫути кӑтартнӑ «Семь стихотворений» ятли, тепри — «Книга горизонта». Юлашкинчен асӑннине купӑс евӗр кӑларнӑ.
Чӑваш Енри КВНщиксем Сочие пӗтӗм тӗнчери «КиВиН — 2015» фестивале тухса кайнӑ.
Шупашкарти виҫӗ команда КВН командисен фестивальне хутшӑнӗҫ. Вӗсем — Шупашкарти коопераци институчӗн ҫамрӑкӗсен пӗрлештернӗ команди, ЧПУ команди, «Чӑваш Ен» Шупашкарти пӗрлештернӗ команда.
Фестиваль кӑрлачӑн 12–24-мӗшӗсенче «Хула Тӑвайкки» йӗлтӗр курортӗнче иртӗ.
Чӑвашра Павел Валиуллина, Лев Сердцева, Родион Мизюка чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ. Ҫамрӑксем Сочие «Тӗп хула» регион лигин директорӗпе Михаил Елисеевпа пӗрле кайнӑ. Вӗсемпе пӗрлех Хусанти команда тухса кайнӑ.
«Чӑваш Ен» Шупашкарти пӗрлештернӗ команда Раҫҫейри, ют ҫӗршыври ытти командӑпа пӗрле Александр Масляков умне тухӗҫ.
Шупашкарта КВН вӑййи вара нарӑс уйӑхӗнче иртӗ.
Хусанта вырнаҫнӑ «Сувар» хаҫата нумай пулмасть тутар мультипликаторӗсем пулӑшу ыйтма килнӗ-мӗн — вӗсем чӑвашла мультфильм кӑларма тӗв тунӑ. Сценарине те ҫырнӑ — хаҫат редакцийенчен ӑна чӑвашла куҫарса пама ыйтнӑ.
Хӑйсен ӗҫӗ валли «Татармультфильм» студи «Как крестьянский сын за Солнце работал» (чӑвашла оригиналӗн ятне тупайманни пирки вырӑслине илсе кӑтартатпӑр) чӑваш халӑх юмахне суйласа илнӗ. Вӑл 6 сериллӗ пулмалла, ячӗ — «Иван паттӑр». Мультфильма «Атӑл тӑрӑхӗнчи Улӑпсем» ярӑмра кӑлармалла. Вӑл чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла пулӗ.
«Сувар» хаҫат редакторӗ Константин Малышев каласа панӑ тӑрӑх чӑвашсем тутарсенчен вӗсен мультфильмӗсене чӑвашла куҫарма ирӗк илнӗ иккен. Леш хайхи чӑвашла мультфильм хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн.
Сӑмах май, «Татармультфильм» студийӗн ӗҫӗсемпе вӗсен сайтӗнче тӳллевсӗрех паллашма пулать.
Сценари страницисем (пайӗ кӑна!)
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче «Хӗрлӗ хапха» академи проекчӗн эстафетине Шупашкар йышӑннӑ. Чӑвашсем те Раҫҫей ӳнер академийӗ ирттернӗ пулӑма курса юлнӑ.
Проектпа килӗшӳллӗн регионсем хушшинче «Юхӑма хирӗҫ» академи конкурсӗ иртнӗ. Суйлав комиссине 500 ытла ӳнерҫӗн 6000 ытла ӗҫӗ килнӗ. Вӗсене ӳнерӗн тӗрлӗ тӗсӗпе хатӗрленӗ.
Эксперт канашӗ тата жюри 27 финалиста палӑртнӑ. Вӗсем пурте диплома, премие тивӗҫӗҫ. Жюри пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫей ӳнер академийӗн живописҫи, графикӗ, ЧР халӑх ӳнерҫи, ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, К.Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Н.П.Карачарсков И.Е.Репин академи премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
2014 ҫулта академи проектне Атӑлҫи федерацийӗнчи 12 регионти ӳнерҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн экспозицийӗнче 100 яхӑн ӳнерҫӗн ӗҫӗсем пулӗҫ. Вӗсем — Хусантан, Сарӑтуран, Саранскран, Самартан, Тольяттирен, Ижевскран, Кировран, Пермьрен, Пензӑран, Шупашкартан, Чӗмпӗртен, Ӗпхӳрен, Чулхуларан, Мускавран, Питӗртен. «Юхӑма хирӗҫ» конкурса Чӑваш Енри 28 ӳнерҫӗ хутшӑннӑ, вӗсенчен 14-шӗ конкурс витӗр тухнӑ. Вӗсен ӗҫӗсене Ӳнер музейӗнче кӑтартӗҫ.
Хусанта паян Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗсен чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗ тата ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Тутарстанӑн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи, Тутарстанри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ. Унта чӑваш ачисем те хутшӑнчӗҫ. Унта ҫичӗ чӗлхепе докладсем турӗҫ.
Чӑвашла пайра Тутарстанри чӑвашсемсӗр пуҫне Чӑваш Енрисем те килнӗ - Шупашкартан, Йӗпреҫ тата Патӑрьел районӗсенчен. Темӑсенче чӑваш чӗлхи пуласлӑхӗ, К. Ивановӑн пултарулӑхӗ тата ытти пулчӗ.
Мероприяти хӑнасене Хусан тӑрӑр экскурси ирттерсе паллаштарнӑ.
Ҫак кунсенче Хусанти «Татнефть-Арена» сцени ҫинче «Тӗрӗккурав–2014» юрӑҫсен конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Унта вунпиллӗкӗн хутшӑннӑ — Казахстанран, Тутарстанран, Турцирен, Пушкӑртран, Мускавран, Узбекистанран, Кӑркӑстанран, Македонирен, Иранран, Крымран, Боснирен, Болгарирен, Якутирен, Азербайджанран тата Туркменистанран. 300 миллион ҫын курнӑ теҫҫӗ ҫак конкурса. Пирӗн Чӑваш Енрен вара кӑҫал та иртнинче те хутшӑнас темен — ахӑртнех, тӳре-шара пирӗн чӗлхен тымарне тӗрӗк чӗлхинчен кӑкласа вырӑс чӗлхине кайса лартасшӑн.
Конкурсра казах хӗрӗ Жанар Дугалова ҫӗнтернӗ. Вӑл пурӗ 225 балл пухнӑ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх ҫӗнтерессе вӑл шанман та иккен. Ку юрра икӗ кунта ҫырнӑ тет. Иккӗмӗш вырӑна вара Хусанти Айдар Сулейман юрӑҫ йышӑннӑ. Вӑл 201 балл пухнӑ.
Тӗрӗккуравӗнче ҫӗнтерсе Жанар 20 пин доллар илӗ тата унӑн юррине ҫулталӑк хушшинче Турцири телекуравсенче кӑтартӗҫ.
Конкурса йӗркелекенсем Хусанти финал йӗркеллӗ иртни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑна Еврокуравпа танлаштарнӑ май унӑн шайне ҫитес тесе кӑҫал вӑл пӗр утӑм мала тунӑ теҫҫӗ.
ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин Хусанта Турци Республикин генеральнӑй консульствин вице-консулӗпе Осман Гектюркпа тата Зекерия Бекташпа тӗл пулнӑ, Чӑваш Енпе Турци килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Турци элчисем Чӑваш Енри усламҫӑсене хӑйсем мӗн тума пултарнине кӑтартма хатӗр. Вӗсем Турци усламҫисене, строительствӑпа, сывлӑх сыхлавӗпе, ял хуҫалӑхӗпе тата ытти тытӑмпа кӑсӑкланаканскерсене, Чӑваш Ене килсе кӑтартма та тӗллевленнӗ.
Владимир Аврелькин Турципе килӗштерсе ӗҫлеме хатӗррине пӗлтернӗ. Уйрӑмах — ял хуҫалӑхӗнче.
Сӑмах май, пӗлтӗр Турципе Чӑваш Енӗн тулашри суту-илӗвӗ 3180,5 долларпа танлашнӑ. Кӑҫалхи 9 уйӑхра, Чӑваш таможнин посчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑтарту 4 154 пин долларпа танлашнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 1,8 хут нумайрах.
Раҫҫей Федерацийӗнчи кӑк халӑхсен ассоциацийӗ ӗнер, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, тӗрлӗ хуласенче пӗчченле пикетсем ирттернӗ. Шупашкарта, Хусанта, Чуллӑ Ҫырта тата Ӗпхӳре хастарсем республикӑсенче чӗлхесен пӗртанлӑхне тытса пыма; кӑк халӑхсене шкул умӗнхи, пуҫламӑш, вӑтам тата аслӑ пӗлӗве хӑйсен чӗлхипе вӗренме майсем туса пама; ППЭ экзаменӗсене тӑван чӗлхепе тытма ирӗк пама; патшалӑх хут ӗҫӗсене вырӑс чӗлхипе танах тӑван чӗлхепе те тума; наци республикисенче РФ Патшалӑх Думинче пӑхса тухакан кӑк халӑхсен чӗлхисене вӗрентме пӑрахма пултаракан саккуна пӑрахӑҫлама ыйтнӑ.
Чӑваш Енрен резолюцине «Ирӗклӗх» наципе культура аталанӑвӗн пӗрлӗхӗн председателӗ Дмитрий Степанов алӑ пуснӑ. Ҫавӑн пекех тутарсен «Ылтӑн Урта» юхӑмӗн ертӳҫи Данис Сафаргали, Тутар халӑх центрӗн Чуллӑ Ҫырти уйрӑмӗн пайташӗ Булат Гатин, пушкӑртсен «Күк бүре» (чӑв. Кӑвак кашкӑр) юхӑмӗш ертӳҫи Азат Сальманов тата Пушкӑрт шурсухалӗсен (аксакалӗсен) канашӗн секретарӗ Рамиль Саитов алӑ пуснӑ. Резолюцине Владимир Путина, Михаил Игнатьева, Рустэм Хамитова, Рустам Минниханова ярса панӑ.
Раҫҫей Федерацийӗнчи кӑк халӑхсен ассоциацийӗ ҫавӑн пекех тепӗр сӗнӳ хучӗ те янӑ — республикӑсенче «Вырӑс маршӗсене» ирттерме чарасси пирки.
Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ултӑ хӗлӗхлӗ гитарӑпа калакансен фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Оксана Павлова гитаристкна тата педагога асӑнса тата вӑл ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.
Оксана Павлована музыкантсен темиҫе ӑрӑвне вӗрентсе кӑларнӑ тесе ырлать республикӑн Культура министерстви. Унӑн вӗренекенӗсем паян Шупашкарти музыка училищинче, Шупашкарти культурӑпа ӳнер институтӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлеҫҫӗ иккен.
Фестиваль темиҫе мероприятирен тӑнӑ. Пӗрремӗш пайӗнче Шупашкарти вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансемпе унта ӗҫлекенсем концерт лартнӑ. Фестиваль ячӗпе йӗркеленӗскере юпан 15-мӗшӗнчех кӑтартнӑ-ха. Кайран, юпан 29-мӗшӗнче Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗн ҫамрӑк преподавателӗ, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Михаил Нагорнов мастер-класс ирттернӗ. Унта музыка шкулӗсенче вӗренекенсем тата музыка училищин 2-мӗш курс студентки Марина Галимова хутшӑннӑ.
Каҫхине Хусан ӑсти пӗчченех концерт кӑтартнӑ. Вӑл гитара музыкин тӗрлӗ тапхӑрти ҫеммине шӑрантарнӑ.
«Хусан чӑвашӗсем» Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленеҫҫӗ. 1941–1945 ҫулсенче вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ аслашшӗ-кукашшӗсене халалласа, П.Хусанкай ҫырнӑ сӑвӑ тӑрӑх юрӑ хайласа, вӗсем курма юрӑ (видеоклип) ӳкернӗ.
Рок-ушкӑнӑн лидерӗ Алексей Наумов пӗлтернӗ тӑрӑх, съемкӑна Элкел районӗнчи Сиктӗрме тата Хӑрата ялӗсенчен 22 ҫын хутшӑннӑ. «Клипа ятарласа Петӗр Хусанкайӑн тӑван ҫӗршывӗнче ӳкерес терӗмӗр. Унти лару-тӑру, поэт утнӑ вӑрман сукмакӗсем пире калама ҫук хавхалантарчӗҫ, — тет композитор. — Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи салтак тумӗсене тӑхӑнсан хамӑра 70 ҫул ӗлӗкрехри вӑхӑтра туйрӑмӑр. Ҫак самантчен пиртен никам та историлле клипсенче ӳкерӗнсе курман, ҫавӑнпа та нумай хатӗрленме, съемка вӑхӑтӗнче хумханма тиврӗ. Ҫапах та чӑваш арҫыннисен кӑмӑлне каякан курма юрӑ ӳкертӗмӗр пек туйӑнать, мӗншӗн тесен унта сӑмах пурте юратакан мунча ҫинчен пырать».
Клипа чӳк уйӑхӗнчи Чӑваш Республикинчи гастрольсем хыҫҫӑн хӑтлама палӑртнӑ.
Сӑнсем (5)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |