Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енпе тата Наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗпе паллашма Турци Республикинчен журналистсем килсе ҫитнӗ. Йышри виҫӗ ҫынтан пӗри Турцири журналистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Yilmaz Karaca тата Ibrahim Erdogan (Anadolu spor gazetecileri derneği ертӳҫи), Lütfü Karakas (Edirne Büro Şefi ертӳҫи).
Турци журналисчӗсем ҫу уйӑхӗн 26–28-мӗшӗсенче Хусанта иртнӗ иртнӗ турккӑ тӗнчин журналисчӗсен иккӗмӗш сьездне хутшӑннӑ май Чӑваш Енре пулма кӑмӑл тунӑ.
«Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн хастарӗсем хӑнасене Шупашкар хулине кӑтартнӑ. Чӑваш халӑхӗн апат-ҫимӗҫне те астивтернӗ. Ҫавӑншӑн инҫет ҫӗр хӑнисене «Ехрем хуҫа» ресторана илсе кайнӑ.
Хӑнасене илсе килнишӗн, турккӑлларан чӑвашла, чӑвашларан турккӑлла куҫаруҫӑ пулса пулӑшнӑшӑн «Ирӗклӗх» Илле Иванова тав тунине пӗлтерет.
Паян Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, скрипка ӑсти тата педагог Захар Шапиро 75 ҫул тултарнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн оркестрӗн концертмейстерӗн аллинче скрипка асамлӑ инструмента ҫаврӑнать.
Захар Шапиро Хусанта ҫуралнӑ. Амӑшӗ фортепианӑпа каланӑ тата хитре юрланӑ. Улӑт ҫула ҫитсен ӑна ашшӗ-амӑшӗ Хусанти оперӑпа балет театрне спектакльсене илсе ҫӳреме тытӑннӑ. Саккӑрта ӑна музыка шкулне яраҫҫӗ. Унта скрипкӑпа калама вӗренет те вӑл. Кайран, ӳссен, Хусанти музыка училищинче ӑсталӑха туптать. Училищӗре вӗреннипех ҫырлахмасть, 1963–1967-мӗш ҫулсенче Сартури консерваторинче пӗлӳ илет. Консерваторие пӗтернӗ ҫул Шупашкара килет, кунти музыка театрӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Унтанпа вӑл кунта тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшать, пур ҫӗрте те — чунне парса. 1996 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче искусство факультетӗнче вӗрентет. Шупашкарти музыка училищинчи скрипкӑпа калкансен ансамбльне те вӑлах йӗркеленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 18–23-мӗшӗсенче Чӑваш Республикинче Н.В.Овчинников ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри I плэнер иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ хуларан ӳнерҫӗсем ҫитнӗ: Ӗренпуртан, Волгоградран, Тольяттирен, Орскран, Питӗртен, Хусантан, Шупашкартан.
Ӳнерҫӗсем Н.В.Овчинников профессорӑн, РСФСР халӑх ӳнерҫин тӑван тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, виҫӗ кун ӗҫленӗ. Ҫак тапхӑртан хӑнасем ҫамрӑк ӳнерҫӗсемпе ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, канашсем панӑ, опытсемпе тата вӑрттӑнлӑхсемпе пайланнӑ.
Ҫавӑн пекех хӑнансем РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, ЧР халӑх ӳнерҫи А.П.Рыбкин доцент патӗнче, Ваҫликасси ялӗнче, пулнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи паллӑ вырӑнсенче пулса курнӑ. Ҫапла вӗсем ҫак тӑрӑх илемне хут ҫине куҫарнӑ. Хӑшӗ-пӗр картина Сӗнтӗрвӑрринчех юлӗ.
Сӑнсем (9)
Сергей Лукьянов Питӗртен Шупашкара ҫитнӗ. Вӑл хӑвӑрт утса 1400 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Сергей Лукьянов ҫапла тӗнче икӗ ҫул курса ҫӳресшӗн. Ҫула вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ. Шупашкара 28 кун килнӗ.
Сергей Лукьянов Шупашкара ҫитсен «Про Город» хаҫат корреспондентне интервью панӑ. Арҫын икӗ ҫулта 32 пин ҫухрӑм утасшӑн. Кунне вӑл вӑтамран 50–60 ҫухрӑм утать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн ҫулӗ Китай, Вьетнам, Сингапур, Австрали витӗр выртӗ, унтан Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Америкӑна, Африкӑна, Европӑна ҫитӗ.
58 ҫултискер хӑйӗнпе пӗрле япаласене сумкӑна кӗнӗ чухлӗ ҫеҫ илнӗ. Вӑл хӑвӑрт утассипе тахҫанах кӑсӑкланать-мӗн. Ҫак ҫулҫӳревре вӑл 1 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Хӑйӗн ҫулҫӳревне вӑл Аслӑ Ҫентерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Пӗкӗлмере пулма палӑртнӑ. Халӗ вӑл Хусана ҫул тытнӑ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑвашсем Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тунӑ. Ҫав кун чӑваш букварьне хатӗрленӗ Иван Яковлевӑн тӑван тӑрӑхӗнче Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче ял уявӗ иртнӗ. Хусанти Туслӑх ҫуртӗнче вара ун чухне чӑваш рекручӗн юррин «Никрут юрри» республика конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Ӑна Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Мероприятие Хусанти чӑваш наци культурин центрӗ, Хусанти чӑвашсен ентешлӗхӗ, «Сувар» чӑваш хаҫачӗ йӗркеленӗ. Суйлав турӗсем Пӑва, Ҫӗпрел районӗ|Ҫӗпрел, Аксу районӗ|Аксу, Ҫарӑмсан районӗ|Ҫарӑмсан__ районӗсенче иртнӗ. Унта пӗтӗмпе 300 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче фольклор ушкӑнӗсем те, вокал ушкӑнӗсем те, уйрӑм юрӑҫӑсем те пулнӑ.
Чылай ялта ҫара ӑсатнӑ чухне салтак юррине халӗ те юрланине палӑртма кӑмӑллӑ. Конкурсра финала 14 вокал ушкӑнӗ тухнӑ. Вӗсем пурте Хусанта иртнӗ гала-концерта хутшӑннӑ. Конкурс гран-прине Черемшан районӗнчи Аккиреево ялӗнчи «Хавас» фольклор ушкӑнӗ тивӗҫнӗ.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» акционерсен уҫӑ обществи Китайпа пӗрлехи предприяти туса хума пултарать. Ку ыйтва енсем асӑннӑ ҫӗрщыв ертӳҫи Си Цзиньпин ертсе пыракан ушкӑнпа ҫитес уйӑхра тӗлпулсан калаҫса татӑлмалла. Унта енсем пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен «Мускав-Хусан» чукун ҫул магистральне тӑвас ыйтӑва пӑхса хӑвармалла.
Проекта пурнӑҫа кӗртме енсем пӗр тан парваллӑ SPV-компани тӑвас шухӑшлӑ иккен. Вӑл вара конкурс урлӑ подряд организацийӗсене строительство валли ышраса тупӗ. Кун пирки «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви хыпарланӑ.
«Мускав–Хусан» ҫула тума Китай 300 миллиард тенкӗ хывма хирӗҫ мар-мӗн. Ку укҫаран 50 миллиардне компанин устав капиталне ямалла. 250 миллиардне хӑйсен банкӗсенчен кредит илмелле иккен.
«Мускав–Хусан» чукун ҫула тусан 770 километрлӑ ҫула хальхи пек 11 сехет те 30 минут кайма тивмӗ, 3 сехет те 30 минутра ҫитме май килӗ. Чарӑнусенчен пӗрне Шупашкар ҫывӑхӗнче палӑртнӑ. Ҫула тума пӗтӗмӗшле 1,068 триллион тенке лармалла.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Мускава икӗ хутлӑ пуйӑспа ҫӳреме тытӑнӗҫ. Билетсене халех туянма пулать — паянтан сутма тытӑннӑ ӗнтӗ.
«Мускав–Хусан» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑс ҫӗршывӑн тӗп хулинчен ҫӗртмен 1-мӗшӗнче тухӗ, Хусантан Мускава — ҫӗртмен 2-мӗшӗнче.
Икӗ хутлӑ пуйӑс Мускавран 23 сехет те 10 минутра хускалать, Хусана тепӗр кунне 10 сехет те 45 минутра ҫитет. Хусантан вӑл 17 сехет те 10 минутра тухса тӗп хулара тепӗр кун ирхи 5 сехет те 38 минутра пулӗ.
Икӗ хутлӑ пуйӑс Муром, Навашино, Сергач, Канаш, Вӑрмар, Ешӗлвар станцисенче чарӑнӗ. Апла пулсан Чӑваш Енри ҫынсен те икӗ хутлӑ пуйӑспа ҫӳреме май килӗ.
Билет хакне малтанласа плацкарт вакунти евӗрех — 1550 тенкӗ — шантараҫҫӗ. Каярах ҫын епле ҫӳрени тӑрӑх ылмашма пултарать.
Чӑваш Енре Николай Дедушкин критик, литературовед ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.
Николай Дедушкин 1915 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче Тутарстанра хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1933 ҫулта вӑл Хусанти педагогика техникумне пӗтернӗ, Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче ачасене чӑваш чӗлхине тата литературине вӗрентме пуҫланӑ. 1936–1940 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Диплом илнӗ хыҫҫӑн ӑна вӗрентекенре тата кӗнеке редакторӗнче ӗҫлеме хӑварнӑ.
1940 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Дедушкина Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ. Вал взвод командирӗ, аслӑ инструктор пулнӑ. 1945 ҫулта яппунсемпе ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен те вӑл киле таврӑнман, ҫарта 1961 ҫулччен пулнӑ, рядовойӗнчен полковник таран ҫитнӗ.
Дедушкин литература критикӗ пек студент вӑхӑтӗнчех пичетленме тытӑннӑ. 1967-1978 ҫулсенче вӑл Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен пӗрлӗхне ертсе пынӑ. 23 ҫул ытла И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра доцентра ӗҫленӗ. Вӑл — филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, 7 монографи авторӗ, кртика статйисен авторӗ.
Ҫавна май ЧПУра «Пӑшалпа та, калемпа та!» сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ.
Пушӑн 26-мӗшӗнче Чӗмпӗрти квалификацие ӳстермелли институтра Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Ҫентерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ вӗренӳ проекчӗсен инноваци куравӗн ярмӑркки иртнӗ. Унта Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн ҫумӗ Наталья Яхатина палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен делегацийӗ чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсемпе иртнӗ ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ, институт ректорӗсемпе тӗл пулнӑ.
Чӑвашла тата вырӑсла кӗнекесен экспозицийӗ чылайӑшне илӗртнӗ. Вӗрентекенсем Чӑваш кӗнеке издательствин ҫӗнӗ продукцийӗпе хаваспах паллашнӑ. Уйрӑмах К.Ивановӑн «Нарспи» кӗнекине килӗштернӗ.
Кун пек ярмӑрккӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта Хусанти, Чуллӑ ҫырти, Теччӗри вӗренӳ организацийӗсен элчисем те хутшӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе Буинскри патшалӑх драма театрӗ вун-вун ҫул туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа Ҫамрӑксен театрӗ «Театрлӑ Буинск — 2015» фестивале хутшӑнма хаваспах килӗшнӗ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Хусанти Г.Камал ячӗллӗ театр, К.Тиньчурин ячӗллӗ наци театрӗ, Мӑкшӑри наци драма театрӗ, Дмитровградри А.Островский ячӗллӗ драма театрӗ хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Чуллӑ Ҫырти, Анат Камӑри, Атнинскри, Мензелинскри, Элметри театр ушкӑнӗсем ҫитнӗ. Спектакльсене чӑвашла, тутарла тата вырӑсла лартнӑ.
Театр хӑнасене хӑнасене парнесем, чечексем, наци тумне тӑхӑннӑ пуканесем парнеленӗ. Шупашкар артисчӗсем «Ылтӑн кӗрӳ» спектакль кӑтартнӑ. Икӗ ҫамрӑк юратӑвӗ пирки кӑтартнӑ постановка ыттисене те килӗшнӗ.
Буинскри тата ял тӑрӑхӗсенчи ҫамрӑк куракансене «Кот в сапогах» юмахпа паллашарнӑ. Мюзикла Егор Шашин композитор, Евгений Муравьев, Иосиф Дмитриев режиссер, Ольга Ежова, Алина Михайлова сцена ҫине кӑларнӑ. Сергей Никитин, Ольга Мацуцына, Полина Чамжаева, Владимир Григорьев, Дмитрий Петров артистсем сӑнарсене уҫса пани ачасене ҫав тери килӗшнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |