Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ уява Мускавра та палӑртӗҫ. Ҫак тата ытти ыйтӑва паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ уява хатӗрленсе ирттермелли ӗҫлӗ ушкӑн тата йӗркелӳ комитечӗн пайташӗсем пухӑннӑ. Пӗрлехи ларӑва Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ.
Республикӑмӑрӑн 100 ҫулхине хамӑр тӑрӑхра уявланипе ҫеҫ ҫырлахмассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Мускавра, Питӗрте, Тутарстанра, Чӗмпӗр облаҫӗнче Чӑваш культурин кунӗсем иртмелле. Удмурт тата Мӑкшӑ республикинсенче уявласси пирки те шухӑшлаҫҫӗ иккен — халӗ калаҫусем пыраҫҫӗ. Ҫапла пӗлтернӗ республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев.
««Ч» саспаллие халалланӑ Чӑваш пичет кунӗнче йӗркелӳҫӗсем сценари ҫырнӑ чух «ч» саспаллирен пуҫланакан сӑмахсен йышне «Чебурашка», «чебуреки», А.Московскин «Чу-ча-чи» таранах кӗртнӗ, «чӑваш» сӑмаха вара темшӗн маннӑ, те ӑнсӑртран, те юри», — тесе ҫырнӑ Тутарстанри «Сувар» чӑваш хаҫатӗнче. Унта сӑмах кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Шупашкарта Пичет кунне уявлани пирки пырать.
Уява хутшӑннӑ Ирина Кузьмина палӑртнӑ тӑрӑх, «Чӑваш Еншӗн чӑвашсем, ҫаплах чӑваш журналистики те, ытти регионсенче ҫуккине тахҫанах хӑнӑхнӑ-ха эпир, ҫавӑнпа республика тулашӗнчи чӑваш кӑларӑмӗсем ҫинчен сӑмахпа аса илессе» вӗсем кӗтмен те.
Чӑвашла калаҫманни пирки те ҫырнӑ «Сувар». Уявра, чӑн та, Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн председателӗ Валерий Комиссаровсӑр пуҫне пӗр ҫын та сцена ҫинче чӑвашла сӑмах каламарӗ. Тутарстанран килнӗ йӑхташӑмӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «калӑн, чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи те мар кунта».
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева партирен кӑларма пултараҫҫӗ.
Элтепершӗн ҫулталӑк питех лайӑх пуҫланнӑ теме ҫук. Пичет кунӗнче вӑл питех хитре мар каласа хунӑ, кайран, паллах, журналистсен умӗнче каҫару ыйтнӑ. Анчах уявра вӑл каланӑ сӑмаха ОБСЕ, Репортеры без границ» организаци, ҫын прависене хӳтӗленекен ООН управленийӗ те ырламан, хӑшӗ-пӗри Элтепере отставкӑна яма ыйтнӑ.
Нумаях пулмасть тепӗр япала та пулса иртнӗ – Элтепер МЧС офицерӗ тӗлӗшпе шӳтленӗ. Ҫӗнӗ машин уҫҫишӗн сикме сӗннӗ шӳте Генсовет секретарӗ Андрей Турчак ырламан, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Михаил Васильевича партирен кӑларас ыйтӑва тӑратни пирки пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва, тен, татса панӑ та: Элтепере партирен кӑлараҫҫӗ кӑна мар, должноҫран та кӑларас хӑрушлӑх пысӑк.
Партирен кӑларас ыйтӑва кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ. Тепӗр кун, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, Элтепер Патшалӑх Канашӗ патне Ҫырупа тухӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май Раҫҫей чукунҫулӗ акци пуҫарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫулталӑк вӗҫлениччен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑссемпе тӳлевсӗрех ҫӳреме пултарӗҫ.
Ветерансен купере те, «люксра» та вырнаҫма май пур. Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен хӑть те миҫе хутчен ҫула тӳлевсӗрех тухма юрать. Ку кӑна мар, ватӑскерсене илсе ҫӳрекен пӗр ҫын билетшӑн укҫа тӳлемӗ.
Сӑмах май, хулаҫум пуйӑсӗсенче те ку акципе усӑ курма пулать.
Нумаях пулмасть, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, РФ президенчӗ Владимир Путин Питӗрте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тата патриотлӑх пӗрлешӗвӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Владимир Владимирович унта Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май ветерансене 75 пин тенкӗ парассине пӗлтернӗ.
Сӑмах май, ытти ҫул уяв умӗн ветерансене 10 пин тенкӗ панӑ, тыл ӗҫченӗсене – 5 пин тенкӗ.
«Пӗлетӗр-и: паян кунта килнӗ чухне кун пирки шутларӑм, пуҫа ансат шухӑш килчӗ. Мӗн пирки вӑл? Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитет, ҫавӑнпа эпир ку хисеппе ҫыхӑннӑ пулӑшу парӑпӑр: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тата ҫак категорипе танлаштарнисене 75-шер пин тенкӗ парӑпӑр, тыл ӗҫченӗсене – 50 пин тенкӗ», - тенӗ Владимир Путин.
Чиркӳ палӑртакан пысӑк уявсем ҫитсен ытти чухне Турӑ саккунӗпе пурӑннипе пурӑнманнисем те чиркӗве талпӑнаҫҫӗ. Кӑшарнинче те ҫавах. Ҫулталӑкӗпе пухӑннӑ ҫылӑха пӗрре шыва чӑмса тухса тасатма пулать теҫҫӗ пулинех: ватти-вӗтти вакка чӑмса тухма талпӑнать. 21-мӗш ӗмӗрте тата ҫав саманта сӑн ӳкерсе илсе тӗнче тетелне вырнаҫтарма май килни те паха пулӗ хӑшӗсемшӗн.
Ҫав вӑхӑтрах специалистсем: тухтӑрсем те, Чӑваш Енӗн Граждан оборони тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен министерстви те — ҫынсене асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калать. Шыва кӗрес тесен вак ятарлӑ каснӑ вырӑнсене (пирӗн патра ун пеккисене 100-е яхӑн хатӗрлӗҫ) ҫеҫ кайма сӗнет. Унта йӗрке хуралҫисем, ҫӑлавҫӑсемпе тухтӑрсем пулӗҫ. Салтӑнса тӑхӑнмалли тата ӑшӑнса илмелли вырӑнсем те пулӗҫ.
Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, вырсарникун, Мускавра чӑвашсен Сурхурийӗ иртӗ. Ӑна Раҫҫейӗн патшалӑх ача-пӑча вулавӑшӗ РФ Президенчӗ ҫумӗнчи чӑвашсен полпредствипе пӗрле ирттерӗ. Ку мероприяти «Здравствуй, сосед!» (чӑв. Сывӑ-и, кӳршӗ) проектпа килӗшӳллӗн пулӗ. Ӑна вулавӑш ҫӗршыври халӑхсен культурипе паллаштарас тӗллевпе йӗркелет.
Вулавӑшра «Загадочный праздник волжских болгар-чувашей Сурхури» (чӑв. Атӑлҫи пӑлхар-чӑвашсен асамлӑ Сурхури уявӗ) лекци тата ӑсталӑх сехечӗ иртӗ. Ӑсталӑх сехетӗнче этника стилӗпе декоративлӑ панно тума вӗрентӗҫ.
Уяв 14 сехетре виҫҫӗмӗш хутри трансформер-залта пуҫланӗ. Чӑвашсен Сурхурийӗ кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ, кӑмӑл пуррисене пурне те йыхравланине пӗлтереҫҫӗ.
Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене шӑматкун, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, професси уявне пухӗҫ. Вӑл 11 сехетре К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пуҫланӗ.
Уява журналистсем, полиграфистсем, хаҫат-журнала валеҫекенсем, ҫак отрасльпе ҫыхӑннӑ ытти ҫын, ветерансем пуҫтарӑнӗҫ. Меропряитие тӗрлӗ тӳре-шара хутшӑнӗ. Сумлӑ тесе шухӑшлакансене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотипе хавхалантарӗҫ.
Чӑваш пичечӗн кунне 2000 ҫултанпа кӑрлач уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ. Ку кун «Хыпар» хаҫат тухма пуҫланипе ҫыхӑннӑ. Ӑна 1906 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче пуҫласа кун ҫути кӑтартнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 89 МИХа шута илнӗ. Роскомнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ тӗлне 73 пичет кӑларӑмӗ (61 хаҫат, 11 журнал, 1 сборник), электронлисем 16 кӑларӑм (1 радиопрограмма, 7 телеканал, 8 радиоканал) шутланаҫҫӗ.
Чӑваш хастарӗсем Шупашкарта Сурхури уявне пуҫтарӑннӑ. Ӑна яланхиллех ирттерекенӗ — чӑваш культурине аталантарма пулӑшса пыракан «Сувар» фонд (ертӳҫи — Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин усламҫӑ).
Чӑваш интеллигенцийӗн пайташӗсем тата паллӑ хастарӗсем ЧНК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» чӑваш наци кухнин кафине пухӑннӑ.
Уяв ака-сухаҫӑсен «Алран кайми аки-сухи» гимнӗпе пуҫланнӑ. Пухӑннисене Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Праски Витти саламланӑ.
Чӑвашсен шурсухалӗсем Евгений Райков вакката Чӑваш Енӗн экс-полпредне Леонид Волкова судра тухӑҫлӑ та ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗшӗн тав тунӑ. Райкова «Чуваши: этническая история и традиционная культура» кӗнеке парнелесе хавхалантарнӑ.
Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ тата Чӑваш офицерӗсен юлташлӑхӗ Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторне Николай Плотникова ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн медаль парса чыс тунӑ.
Чӑваш халӑх инструменчӗсен паллӑ ӑсти тата мусӑкҫи Николай Фомиряков халӑх кӗввисене янӑратнӑ. Вера Орлова ӗҫ ветеранӗ халӑх юррисене шӑрантарнӑ.
Уява Шупашкар тата Муркаш районӗсенчен килнӗ хастарсем те хутшӑннӑ.
Чӑвашлӑхшӑн чун-чӗрепе ҫунакансем Сурхурине кӑҫал та паллӑ тӑвӗҫ. Яланхи пекех вӑл, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, «Ҫӑлкуҫ» кафере иртӗ. 12 сехетелле пухӑнма йыхравлаҫҫӗ. Аса илтерер, «Ҫӑлкуҫ» кафе Чӑваш наци конгресӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ.
Ҫитрӗ, ҫитрӗ сурхури!
Сурхури, сурхури терӗмӗр,
Сурхури ҫитрӗ курӑнать.
Атьӑр тухӑр, ачасем,
Урам тӑрӑх кайӑпӑр,
Килӗрен киле ҫӳрӗпӗр,
Килӗрен кукӑль чӳклӗпӗр.
Чӑваш халӑх сайчӗ те, Сурхурие йӗркелекенсем те сире пурте ҫитсе пыракан Сурхури уявӗ ячӗпе саламлаҫҫӗ!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |