Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тыл ӗҫченне Пелагея Солдаткинӑна ҫар оркестрӗ чӳрече умӗнче Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламланӑ. Ватӑ хӗрарӑм вӗсене балконран пӑхса тӑнӑ.
Урамри концерта ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем те чӳречесенчен сӑнанӑ. Ертӳҫӗ те пулнӑ. Вӑл юлашкинчен сӑмах каланӑ, пире тӑнӑҫ пурнӑҫ парнелекенсен умӗнчи эпир ӗмӗр парӑмра пулнине палӑртнӑ.
Пелагея Солдатова кӳршӗ республикӑра – Тутарстанра – ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл 13-ре кӑна пулнӑ. Ҫапах ача тесе тӑман – колхоза ӗҫлеме ҫӳренӗ, трактор бригадинче тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара вӑл 1971 ҫулта куҫса килнӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ҫӗнӗ арт-объектсем вырнаҫтарнӑ.
Г. Ильенко урамӗнчи 7/5 ҫурт тӗлӗнче «АН-2» самолет евӗр постамент вырнаҫтарнӑ. Халӑхра вӑл самолета «кукурузник» е «Аннушка» теҫҫӗ. Арт-объекта Георгий лентипе капӑрлатнӑ. «Волжский-3» управляющи компанин ертӳҫи Никита Спирин каланӑ тӑрӑх, хулара пурӑнакансем черетлӗ шухӑша ырласа йышӑннӑ. П. Ермолаев урамӗнче «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» вырнаҫтарнӑ.
Коллектив микрорайона вӗҫӗмех хитрелетме тӑрӑшать. Хальхи арт-объектсене ал айӗнчи япаласенчен ӑсталанӑ. Конструкцие пӗрисем шухӑшласа кӑларнӑ, теприсем — ӑна епле хатӗрлессине.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи шкулта календарьти кунсене сӑнасах тӑраҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе литература эрнине, сӑмахран, кӑшӑлвируса пула ачасем килте ларнине пӑхмасӑрах анлӑн ирттерме май пултарнӑ вӗсем. Унта кашни класс хӑйӗн ӑсталӑхне май килнӗ таран туллин те тӗрлӗ енлӗн кӑтартнӑ.
Чӑваш Республикин элемесӗн кунӗ пирки те манман. «Пирӗн герб, ялав, гимн— халӑх мӑнаҫлӑхӗ», — теҫҫӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче. Ҫавна май викторина ирттернӗ. Ытти тӗрлӗ акцие, конкурса, ӑмӑртӑва, курава та ачасем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Маттурсене тата вӗсене пулӑшса пыракан ашшӗ-амӑшне Хисеп хучӗсемпе Тав хучӗсемпе хавхалантарма палӑртнӑ. Мероприятисене ирттерме шкулти хастар вӗрентекенсем пысӑк тӳпе хывни каламасӑрах паллӑ.
Паян Чӑваш Республикин ялавне Шотландие ӑсатнӑ. Кун пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ялав ыйтса Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен тата Шотландирен ҫырусем килнӗ. Элтепер Шотландири Николас Холл ятлӑ студентпа паян скайппа ҫыхӑннӑ. Ӑна вӑл чӑваш элемӗсем пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Паянах ялав аякри ҫӗршыва ӑсатнӑ. Шортланди студенчӗ тӗрлӗ ҫӗршыв ялавӗсене пухать иккен.
Ялава ют ҫӗршыва паян ӑсатни ытахальтен мар.
Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗ — пирӗн республикӑн Патшалӑх гербне, ялавне тата гимнне йышӑннӑ кун. Олег Николаев ентешсене Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗпе те саламланӑ. «Вӗсем пӗлтерӗшлӗ пӗтӗм пулӑмпа уявсенче пирӗнпе юнашар, пире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантараҫҫӗ тата пӗрлештереҫҫӗ», — тенӗ вӑл.
Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар (Николай) Плотников пысӑк чыса тивӗҫнӗ. Ӑна республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне хатӗрленӗ медальпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Олег Алексеевич паян алӑ пуснӑ.
Тӑван чӗлхен пуянлӑхне тӗнчене кӑларас, ӑна ҫитес ӑру валли упраса хӑварас тӗллевпе Аҫтахар Плотников пурнӑҫлакан капашсӑр калӑпӑшлӑ ӗҫе тӳре-шара ҫакӑн пек сума суни халиччен пулманччӗ-ха. Маттур чӑваш арне чыслани чӑвашлӑхшӑн таса чунпа хыпса ҫунакансене тата тӑван чӗлхемӗре хисеп туниех. Чӑваш тӗнчин хастарӗсемшӗн кӑҫалхи Чӑваш чӗлхи кунӗ чылайлӑха асра юлӗ.
Николай Плотникова паян Шупашкарта иртнӗ «Тӑван чӗлхе наци культурине упраса хӑвармалли хатӗр шутланать» ҫавра сӗтеле те йыхравланӑ. Вӑл унта «Яндекс.Куҫаруҫӑн» ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Тӑлмача Аҫтахар Плотников ертсе пыракан маттурсем ҫине тӑнипе кӑҫал ӗҫлеттерсе яма май килнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Видеоконференци ҫыхӑнӑвӗн мелӗпе йӗркеленӗ ҫавра сӗтеле республика ертӳҫи Олег Николаев, культура министрӗ Роза Лизакова хутшӑнчӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Николай Бударин космонавта професси уявӗпе саламланӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмра пӗлтернӗ.
«Космонавтика кунӗпе, туссем! Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ – наци мӑнаҫлӑхӗн, профессионализм ҫитӗнӗвӗн тата мӗнпур ҫӗршывӑн талпӑнӑвӗн кунӗ. Космос отраслӗн аталанӑвӗн ҫитӗнӗвӗпе эпир кунсерен усӑ куратпӑр. Пуласлӑх технологийӗсем пирӗншӗн тахҫанах кулленхи куна ҫаврӑнчӗҫ. Ҫав технологисем пулӑшнипе хамӑрӑн ентешӗмӗре Николай Михайлович Бударин космонавта уяв ячӗпе саламлама пултартӑм», – тесе ҫырнӑ Олег Николаев.
Чӑваш Ен тӗнчене харӑсах виҫӗ космонавта парнеленине палӑртнӑ вӑл. Андриян Николаев, Муса Манаров тата Николай Бударин ячӗсем Чӑваш Ен историйӗнче ӗмӗрлӗхе ҫырӑннине асӑннӑ. «Эпӗ вӗсен паттӑрлӑхӗпе хавхаланатӑп. Тӳпе пирки ӗмӗтленсе вӗсен мӗн тӳсме тивнине ачасене каласа кӑтартатӑп», – ҫырнӑ Олег Николаев Инстаграмра.
Паян геологсем хӑйсен професси уявне уявлаҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗн Фейсбукри страницинче тӑван халӑхӑмӑрӑн пӗрремӗш геологӗпе Иосиф Илларионовпа паллаштарнӑ.
Иосиф Илларионов — геологипе минералоги ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1942), доцент (1949). Вӑл 1898 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Ҫырмапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Чӑваш наци музейӗ Иосифа Илларионовпа 1974 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ҫыхӑну йӗркеленӗ. Музейри экскурсие пырсан геолог ҫутҫанталӑк пайӗн пуҫлӑхӗпе В.П. Евдокимовӑпа паллашнӑ. Музей ӗҫченӗ «Геологи» ярӑма ҫӗнетес кӑмӑллине пӗлтерсен И.К. Илларионов хӑйӗн проектне сӗннӗ. Халӗ музейра геологӑн документлӑ пуян фончӗ шанчӑклӑ упранать.
«Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе – 100 ҫул» асӑнмалӑх медале чи малтан виҫӗ ҫын тивӗҫнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев ку медальпе СССР Халӑх артисткине Вера Кузьминана, Варнава митрополита тата «Промтрактор» АУО ветеранне Иван Долгушина чысланӑ.
Олег Алексеевич медальпе камсене чысласси пирки Хушу алӑ пуснӑ. Списокра – 52 ҫын. Вӗсен йышӗнче – тӳре-шара, спортсменсем, политиксем, тухтӑрсем, пысӑк предприяти ертӳҫисем, пултарулӑхра палӑрнӑ ҫынсем… Ҫак йышра Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров та пур.
Ҫавӑн пекех, Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, ку медале 1994 ҫултанпа Министрсен Кабинечӗн председателӗ пулнӑ ҫынсене парӗҫ. ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев ку списокра ҫук.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта анлӑ мероприяти иртрӗ. Юбилее халалланӑ мероприятисен марафонне районсемпе хуласен парачӗпе, артистсене йышлӑн пухса уҫрӗҫ. Ҫав саманта Чӑваш Ен Наци телекуравӗ «тӳрӗ эфирта» кӑтартрӗ.
Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ мероприятисен марафооне пӑхнисенчен пӗри, Мария Готлиб, Чӑваш патшалӑх художество музейӗнчи ӳнерҫӗ, кӑлтӑксем те асӑрханӑ. Вӑл Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, юрӑҫсем фонограммӑпа юрланӑ. Ертӳҫӗсем «Марфа ТрУбина», «Ленинская искрА», «МОрис Яклашкин» тесе каланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ударенисене тӗрӗс мар лартнӑ. Ку хыпара вуланисем тӗлӗннине пытарайман. Вӗсенчен хӑшӗсем: «Трубинана та пӗлмеҫҫӗ-шим?» — тесе аптӑранӑ.
Чӑваш Енри виҫӗ ҫынна астӑвӑм медалӗпе чысласси ҫинчен калакан йышӑнӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: пӗрремӗш йышӑнура Вера Кузьмина, Иван Долгушин, Варнава митрополит пурччӗ. Паян вӗсене Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ Шупашкарти мероприятире чысланӑ.
Варнава митрополит Рязань облаҫӗнче 1931 ҫулта ҫуралнӑ, 1976 ҫултанпа Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ. Вера Кузьмина 1923 ҫулта Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче кун ҫути курнӑ, 1947 ҫултанпа К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче ӗҫлет. Иван Долгушин «Промтрактор» предприятин ветеранӗ, 1938 ҫулта Ӗренпур облаҫӗнче ҫуралнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |