Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Мӗн юлать-ши тата эпӗр кайсан?»: паян — Тӑван чӗлхесен кунӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.02.2022 18:32 | 1604 хут пӑхнӑ
Культура
 shigsosh-batyr.edu21.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
shigsosh-batyr.edu21.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, — Тӑван чӗлхесен кунӗ. Ҫавна май Фейсбукра Леонид Пэленич хӑйӗн шухӑшне ҫыпрса пӗлтернӗ. Тӗрӗсрех палӑртсан, чун ыратӑвне темелле-тӗр.

«Паян пур чӑвашӑн кӑмӑла ҫӗклемелли кун. Пурте тенӗ пекех пӗлетпӗр ӗнтӗ, паян пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхесен кунӗ. Ҫав хушӑрах ҫак йӑпануллӑ самантра темле савӑк туйӑмсем пур пулин те, те тӗнчери лару-тӑрӑва пула, те «мӗн юлать-ши тата эпӗр кайсан?», — шухӑша пула темле салхулӑх чӗпӗтет чуна... «Каласан — ҫынна йывӑр, каламасан — хуна йывӑр». Эпир мар, тӑван халӑх каланӑ! Тӗнчене чӗлхе тытса тӑрать тетпӗр пулсан, кӑштах малалла ҫырма та тивет пулӗ.

Юрӗ. Маларах каланӑ шӑпаллӑ шухӑш ҫаврӑнӑлӑхне илес пулсассӑн, чи малтан ҫапах та пирӗншӗн те ку уяв лайӑх самант пулнине палӑртмаллах. Эпир те хамӑр тӑван чӗлхепе калаҫнине, пурӑннине, юрласа-ташласа савӑннине тепӗр хут ҫак ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи тӗнчене чӑннипех (курмӑш-илтмӗш пуррисем те ҫук мар пулӗ!) пӗлтерме пултаратпӑр. Ӑнланатпӑр-ха, ӑна юратни кӑна ҫителӗксӗр, ҫине тӑрсах сыхласа хӑварма, аталантарма тӑрӑшмалла. Пӗтӗмпех хамӑртан килет. Ҫак шухӑш кашни чӑвашӑн юнри-чунри-чӗрери малашнехи талпӑнӑвӗ пулмаллах тесе калассӑм килет!!! Эппин, чӗрери ку хӗлӗхсем нихҫан та ан иксӗлччӗр!!!~~», — йӗркесем пур эпир маларах асӑннӑ ӑсчахӑн чун ыратӑвӗнче.

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #чӑвашсем, #уявсем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем