Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ийе тата йети

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.01.2022 14:39 | 3717 хут пӑхнӑ
Кӑсӑклӑ Чӑвашлӑх

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Мӗн-ха вӑл ийе?..

Ийе чӑмланӑ, тени пур. Ачана пӗччен хӑварсан ийе вӑрлама пултарать, тенӗ тата ӗлӗк. Ийе тенине кашни чӑвашах илтнӗ-ха ӗнтӗ. Акӑ, Н. И. Ашмарин словарӗнче те Ийе пирки виҫӗ страница ҫырнӑ. «Ийе мунчара пурӑнать... Ийе чӑмлать... Ийе тытсан, выльӑх-чӗрлӗх хутланса ӳкет, ӑҫта выльӑх-чӗрлӗхӗн пуҫне те ҫавӑрса лартать...»

Ийе шывра пурӑннине калани те пур. Хӑшпӗр чухне ӑна шыврипе те, вутӑшпа та пӑтраштаратпӑр, хӗрт-сурт пек те куратпӑр. Пӗр ҫӗрте вӑл арҫын, ытларах вара хӗрарӑм пек курӑнать.

«Ийе шывран тухрӗ те ылтӑн турапа ҫӳҫне турама тытӑнчӗ. Кайран каллех шыва чӑмрӗ. Тепре тухсан вара «ман тура ӑҫта?» тесе кӑшкӑрашма тытӑнчӗ», — каласа кӑтартатчӗ ман асанне Ӑста-Наҫтук. Вӑлах тата темле Хветут ийе турине килне илсе таврӑннине, ийе вара ҫӗрле ун ҫурчӗ тавра йӗре-йӗре ҫӳренине, «турана пар!» тесе чӳречерен шакканине калатчӗ.

Эппин, ийе кам пулнине тӗллӗнрех ӑнлантарма тӑрӑшар-ха. Вӑл вутӑш мар. Вутӑш (вырӑсла — русалка), сарӑмсӑр шыва путса вилнӗ хӗртен пулать. Шыври — шыв турри, шыв, ҫырма-ҫатра, кӳлӗ хуҫи. Хӗрт-сурт — ҫурт хӗрӗ, ҫурта пӑхса тӑракан пике-турӑ. Ийе вара шыв хӗрринче, юхӑнса кайнӑ кивӗ хуралтра, вӑрманта пурӑнакан чӗрӗ чун. Этем пекех вӑл. Ийе арҫын та, хӗрарӑм та пулма пултарать. Ҫынран пысӑк вӑл, кӑкӑрӗ те сарлака, ҫӳҫӗ те вӑрӑм, ӳт-тирӗнче те вӑрӑм ҫӑм...

Юлашки вӑхӑтра пирӗн хаҫат-журналсем «снежный человек» текен тӗлӗнтермӗш пирки питӗ нумай ҫырма тытӑнчӗҫ. Мӗн-ха вӑл? Тусем хушшинче пурӑнать, вӑрӑм ҫӑмлӑ, ури йӗррисем ҫынсеннинчен пысӑк. Тибетсем ӑна «йети» теҫҫӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, вулакансем: «ийе» те «йети» — пӗр пекех илтӗнет, сӑмахсен тымарӗ пӗрех «йе» е «ийе». Чӑвашсем ийе пирки каланине, тибетсем йети пирки мӗскер хыпарланине танлаштарса пӑхсан, чӑваш ийи те, тибетсен йетийӗ те пӗр пек чӗрӗ чунсем иккенне курса шалт тӗлӗнетӗп.

Пирӗн кӳршӗ карчӑкки, ачасем ытла иртӗхсен, пӳрнипе юна-юна ҫапла калатчӗ: «Йети сана! Йети илсе каять!» «Ийе» мар, «йети» тетчӗ. Мӗне пӗлтерет-ши ҫак сӑмах? Ҫавна ыйтман вара. Тен, ийе сӑмахӑн тулли хурми пулман-ши вӑл? Эппин, пирӗн чӗлхере «ийе» те, «йети» те пулнӑ мар-ши?

Ҫак ийе тата йети сӑмахсем чӗлхере пурри те чӑвашсем тӗнчери чи авалхи халӑх иккенне пӗлтерекен паллӑсем мар-ши?

 

Хушса калани. Ку статьяра хушмалли-тӗрӗслемелли сахалтарах ӗнтӗ. Йети пирки те тахҫантанпах калаҫмаҫҫӗ. Юр ҫыннин сӑнарне пирӗн патшалӑхра иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче нумай асӑнатчӗҫ. Вӑхӑчӗ ҫаплаччӗ. СССР арканнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ йывӑрланса ҫитнӗччӗ те халӑх вара тӗрлӗ тӗшмӗш енне туртӑна пуҫланӑччӗ — телекурав урлӑ сипленме май пуррине ӗненетчӗ, НЛО-семпе йетисем пирки нумай калаҫатчӗҫ. «Ылттӑн ҫӳпҫе» 1993 ҫулта тухнӑ, ҫавна май ун чухне Юхма Мишши йетипе пирӗн ийе хушшинче мӗнле те пулин пӗрпеклӗх шырани тӗлӗнтермелле мар.

Паянхи пурнӑҫа илес пулсан пире ытларах ҫак ыйту пӑшӑрхантармалла: хальхи ачасемпе ҫамрӑксем ийесене пач та пӗлмеҫҫӗ, граффити хатӗрленӗ чухне вӗсен алли Гарри Поттерти дементорсене ӳкерет. Паянхи ачасен пуҫӗсенче ытларах ытти халӑхсем шутласа кӑларнӑ тӗлӗнтермӗшсем. Калӑпӑр, ав, Шупашкар ҫыннисенех илес — вӗсем вӗт каҫса кайсах чебурашкӑн чапне ӳстерес тесе ӗҫлеҫҫӗ. Эдуард Успенский шутласа кӑларнӑ хупах хӑлхаллӑ персонажа ҫав тери «Чебоксары» ятпа ҫыхӑнтарасшӑн… Ҫавна май ман шутпа чӑваш тӗррине ҫеҫ мар, чӑвашӑн асамлӑ тӗнчинчи персонажсене те халӑх хушшинче сарма тӑрӑшмалла. «Вӗсем пурте усал-ҫке», — тесе ҫырлахмалла мар, усал пулса та «хамӑр» усалсем. Тепӗр тесен, ытти культурӑсенче те ҫав тӗлӗнтермӗшсем ытларах енӗпе усал. Ма тесен вӗсен «ӗҫӗ» ҫавнашкал — хӑратасси. Хӗрле ача ҫуратасран, усал ӗҫ тӑвасран. Ачана тем тесен те патакпа кӑна мар хӑратмалла…

Ийе пеккисене популяризацилеме, калӑпӑр, пӗр-пӗр паркра тума пулать. Амазони паркне хатӗрлеме шухӑш тупайнӑ пулсан, ҫавӑнтах, калӑпӑр, чӑваш мифологийӗн персонажӗсене вырнаҫтарма пулатех ӗнтӗ. Пӗр енче усал сывлӑшсен сӑнарӗсене тӑратса тухма пулать (вӗре ҫӗлен, вупӑр, арҫури, …), тепӗр енче вара — ыррисене. Тӗнчере мифологи паркӗ пӗрре кӑна пур пулас — Польшӑри Заторлэнд. Шупашкарти иккӗмӗш пулсан та ҫакӑ питӗ аван пулӗччӗ.

Василий Егоров хӑйӗн этимологи словарӗнче «Ие» ят ытти халӑхсемпе мӗнле ҫыхӑннине анлӑн кӑтартса панӑ. Ҫак усал сывлӑшӑн ячӗ азербайджансен те, узбексен те, уйгурсен те, туркменсен те, якутсен те тӗл пулать. Ытларах енӗпе вӗсен вӑл «хуҫа» пӗлтерӗшпе. Ҫавӑн пекех шыв туррин, вут туррин пӗлтерӗшӗпе ҫӳренисене те асӑннӑ. Йетипе ҫыхӑнтарма йывӑртарах-ха ӗнтӗ, анчах та сӑмахӗ питӗ авалхи пулнине шута илсе (анлӑ сарӑлнине кура) тибетсем те унпа усӑ курма пултарнине хирӗҫлеме май ҫук.

Йети пирки калас пулсан ӑна ытларах енӗпе гималай упипе ҫыхӑнтараҫҫӗ, ҫавна май чӑвашсен ийӗпе вӑл пӗр килмест. Ийе усал сывлӑш пек сӑнланать пулсан, йети вара — капмар та пысӑк ураллӑ тискер ҫынна. Сӑмах май, юр ҫыннин ытти ятсем те пур: метох кангми, йерен (йӗрӗх-пе ҫывӑх илтӗнет; «тискер, тӗттӗм китай ҫынни» тенине пӗлтерет), сасквоч, бигфут (чӑвашла «пысӑк ура» пулать), сисимит, энжей, авдошка, каптар, аламас, тата ытти те.

Вӗҫӗнчен хушса калани: ийе пирки, паллах, тӗрӗс те туллин мифологине тӗпчекен ҫын каласа пама пултарать. Хама чӑваш мифологине тарӑннӑн пӗлекен ҫын тесе шутламастӑп, ҫавна май ман сӑмаха чи тӗрӗсси тесе ан йышӑнӑр.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#халӑх пултарулӑхӗ, #чӑвашсем, #Тибет, #чӑваш чӗлхи, #культура, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем