Республика Элтеперӗн администрацийӗ сувенир сехетсем туянасшӑн. Ҫавна май регионти закупкӑсен центрӗ аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Элтепер администрацийӗ 110 арҫынсен, 75 хӗрарӑмсен сехетне туянасшӑн. Кун валли 997 пин те 770 тенкӗ уйӑрма хатӗр. Пӗр сехет 3923 тенке кайса ларӗ. Арҫынсен 15 сехетне вара 12647 тенкӗпе туянасшӑн, хӗрарӑмсен 10 сехетне - 8231 тенкӗпе.
Паллах аукционра хак чакма пултарать. Ҫӗнтерӳҫӗн килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 15 кунран сехетсемпе тивӗҫтермелле.
Чӑваш Енре усӑллӑ хурт-кӑпшанкӑ ӗрчетекен биоцентр хута ярасшӑн. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.
Унччен кунашкал хурт-кӑпшанка Мексикӑран, Голландирен илсе килнӗ. Халӗ вара хамӑр патрах тума шухӑшланӑ. Ӑна «Олтикасси» агрофирма ҫумӗнче икӗ ҫул хушшинче хута ямалла. Проекта пурнӑҫлама Пӗтӗм Раҫҫейри фитопатологи ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ пулӑшӗ. Республика агрофирмӑна тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарӗ.
Биоцентр 10 тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑ ӗрчетӗ. Хальлӗхе вара пилӗк тӗсӗпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ.
Халӗ канма кайсан тӑкакланнӑ укҫан пӗр пайне каялла кэшбекпа тавӑрма пулать. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кэшбек программин черетлӗ тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Унта 13 отель, хӑна ҫурчӗ тата санатори хутшӑнаҫҫӗ.
Канма кайсан пурӑннӑшӑн, турпутевкӑшӑн укҫан пӗр пайне кэшбекпа тавӑрма пулать.
Сӑмах май, кэшбек программинче пур регион та хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн, ҫулҫӳревре икӗ каҫран сахалрах пулмалла мар, путевкӑшӑн Мир карттӑпа тӳлемелле. 5 кунра карточка ҫине турпутевкӑн 20 процентне, анчах 20 пин тенкӗрен ытла мар, тавӑрса параҫҫӗ.
Ачасене каникул вӑхӑтӗнче кантарма путёвка туяннишӗн мӗн чухлӗ тӳлемелли паллӑ.
Йывӑр лару-тӑрури ҫемьесен путёвка хакӗн 5 процентне тӳлемелле. Укҫа ҫине куҫарсан вӑл 855 тенкӗ те 55 пус пулӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра ачасем 21 кун канма, ҫуркуннехи, кӗркуннехи тата хӗллехи вӑхӑтра 7 кун канайӗҫ.
Ҫемьен тупӑшӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен 150 процентран иртмесен 20 процент, е 3422 тенкӗ те 20 пус, тӳлемелле.
Ҫемьен тупӑшӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен 150-200 процент таран пулсан путёвка хакӗн 30 процентне, е 5133 тенкӗ те 30 пус, тӳлемелле.
Ҫемьен тупӑшӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен 200 процент иртсен 50 процент, е 8555 тенкӗ те 50 пус, тӳлемелле.
Пилӗк е ытларах ача ӳстерекен ҫемьесенчи ачасене, тӑлӑх ачасене путёвкӑсене тӳлевсӗр парӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн лотерея билечӗ туяннӑ та пысӑк парне выляса илнӗ : машина!
Анчах арҫын парне патне хӑй каяйман, Мускавра пурӑнакан тӑванӗн хӗрне кайса илме хушнӑ."Вӑл ман пата шӑнкӑравларӗ те пӗлтерӗшлӗ задани пурри пирки каларӗ. Хӑнана килсен лотерейӑра машина выляса илни пирки хавхаланса каласа кӑтартрӗ. Халӗ ӑна кура пӗтӗм тӑван лотерейӑна хутшӑнма пуҫлӗ", - каласа кӑтартнӑ Ольга Фомина.
Выляса илнӗ машина 800 пин тенкӗ тӑрать. Анчах вӑл ӑна мар, укҫан илме килӗшнӗ. Нухрачӗпе вара хальлӗхе мӗн тӑвассине пӗлмест.
Сӑмах май, Шупашкарта пурӑнакан ҫын лотерейӑра 4,7 миллион тенкӗ выляса илни те пулнӑ.
Етӗрне хулинче паллӑ чӑваш ӑсчахӗ Николай Ашмарин ҫуралса ӳснӗ ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ. Икӗ хутлӑ ҫав ҫурт япӑхса та ишӗлсе ларни ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ те унччен пӗлтернӗччӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑра Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулнӑ май историлле ҫав ҫурта юсӗҫех.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмра паян ирпе пӗлтернӗ тӑрӑх, Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи культура эткерлӗхӗн объекчӗсене упрассине 2021 ҫулта иртнӗ форумра сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш чӗлхин музейӗ уҫассине те асӑнса хӑварнӑ.
Асӑннӑ учреждени Етӗрнери Ленин урамӗнчи 18-мӗш ҫуртра (унта чӑваш чӗлхин тӗпчевҫин Николай Ашмаринӑн ачалӑхӗ иртнӗ) вырнаҫӗ. Революциччен ҫав ҫурт Николай Ашмаринӑн ашшӗн тӑванӗн, Александр Филиппович Ашмарин купсан, пулнӑ. Унта бакалей тата гастрономи лавккисем пулнӑ.
Ҫурта юсассипе ҫыхӑннӑ хутсене хатӗрлеме маларах республика хыснинчен укҫа уйӑрнӑ, халӗ вара – юсав ирттерме. Ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра пуҫӑнмалла.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын ҫемьене упраса хӑварас тесе юмӑҫран пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӑна пулӑшасса шаннӑ, анчах лешӗ улталанӑ, укҫа сӑптӑрнӑ.
32 ҫулти арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн ҫемйинче ӑнланманлӑхсем сиксе тухнӑ. Вӑл ӑна упраса хӑварас тесе юмӑҫран пулӑшу ыйтнӑ. Лешӗ сӑнӳкерчӗке пӑхнӑ та упӑшкипе арӑмӗн ӑнланманлӑх нумай пулни пирки каланӑ.
Юмӑҫ пӑснинче сирме пултарать иккен. Вӑл йӑла-йӗрке ирттермешкӗн 140 пин тенкӗ ыйтнӑ. Арҫын куҫарса панӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та ҫемьери лару-тӑру йӗркеленмен. Арҫын ҫавӑн чухне тин хӑй ултавҫӑ аллине ҫакланнине чухласа илнӗ.
Банк карттисемпе, телефонпа тата тӗнче тетелӗпе усӑ курса ҫынсене улталасси пӗлтӗр, 2020 ҫулпа танлаштарсан, 3,9 процент ӳснӗ. Ку ҫулталӑкра вӑрланӑ пурлӑхӑн 39,6 проценчӗпе танлашать.
Пӗлтӗр Шупашкар ҫыннисем ултавҫӑсене 310 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку, 2020 ҫулпа танлаштарсан, икӗ хута яхӑн нумайрах. 310 миллион тенкинчен 1,9 процентне ҫеҫ каялла тавӑрма май килнӗ.
Йӗрке хуралҫисем тимлӗ пулма ыйтаҫҫӗ. Банк карттин реквизичӗсене никама та пӗлтермелле мар.
Чӑваш Енре ҫул-йӗре юсама тата ҫӗннисене хута яма нихӑҫанхинчен ытларах укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче 1,6 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрма йышӑннӑ. Ҫапла фонд 7,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Кун пекки хальччен пулман. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр ҫул-йӗр фончӗ 5,8 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 2017 ҫулта - 4,8 миллиард тенкӗпе.
Кӑҫал ку укҫапа 370 ҫухрӑм ҫула юсӗҫ, 15,5 ҫухрӑм ҫӗннине хута ярӗҫ. Шупашкарти Граждан урамне туса пӗтерме, Лапсар проектне пуҫӑнма, Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка районӗсене ҫыхӑнтаракан ҫула хута яма, Етӗрне тавра каймалли ҫула вӗҫлеме палӑртнӑ.
Краснодар крайӗнче пурӑнакан хӗрарӑма Чӑваш Енре суд тунӑ. Хӗрарӑм унччен Чӑваш Енре пурӑннӑ. Кунта вӑл пуҫлӑх пулса ӗҫленӗ — Вӑрнарти 1-мӗш шкулта директор пулнӑ.
Директорта тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хӗрарӑм 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пурӑнни ҫиеле тухнӑ. Вӑл учительсене преми тӳленӗ те укҫан пӗр пайне хӑйне пама ыйтнӑ. Ҫапла майпа виҫӗ преподаватель директора пурӗ 150 пине яхӑн тенкӗ тыттарнӑ.
Следстви пынӑ вӑхӑтра экс-директор вӗрентекенсене укҫана каялла тавӑрса панӑ. Хӗрарӑма суд тӗрмене хупмасӑр 2,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |