Чӑваш Енри промышленность предприятийӗсене ҫӗнӗ оборудовани туянма укҫа парӗҫ. Пӗтӗм тӑкака хысна шучӗпе саплаштараймӗҫ те, анчах пӗр пайне валли республика бюджетӗнчен «кӗмӗл» уйӑрма пӑхса хӑварнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, вара субсидие кама парассине суйласа илекен комисси йышне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.