
Шупашкарти Республика лапамӗнчи 1-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Правительство ҫуртне (унччен ӑна Советсен ҫурчӗ тенӗ) халӗ те юсаса пӗтереймен. Ку хыпара эпир «Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Асӑннӑ объект федераци пӗлтерӗшле культура эткерлӗхлӗ шутланать. Ӑна юсама «Консорциум строительных компаний» организаци ҫӗнтернӗ. Юсав ӗҫӗн хакӗ — 616 миллион тенкӗ. Подрядчикӑн ӗҫе 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Кайран вӑхӑта 2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗччен тӑсса панӑ. Анчах вӑл ҫав вӑхӑта та ӗҫе пӗтереймен. Кӑҫалхи ака уйӑхӗ тӗлне вӑл 266,8 млн тенкӗлӗх ҫеҫ ӗҫ пурнӑҫланӑ. Унтан подрядчикпа контракта пӑрахӑҫланӑ.
Ӗҫе тӑсса пынине подрядчик проектпа смета хучӗсене ҫӗнетнипе тата кӑткӑс экономика лару-тӑрӑвӗпе салтавланӑ.

«Артек» пӗтӗм тӗнчери ача-пӑча центрне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа 3 тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа кӑларассине Раҫҫей банкӗ пӗлтернӗ.
«Артек» 1925 ҫулта Аю-Даг тӑвӗ айӗнчи 4 брезент палаткинчен пуҫланнӑ. Унран СССРти пионер лагерӗ пуҫланса кайнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 67 ҫулти хӗрарӑм ватлӑхра инвестор пулса укҫа ҫапас тенӗ.
Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ун патне пӗр хӗр шӑнкӑравланӑ та криптовалюта сутса укҫа тума май пуррине ӗнентернӗ. Ун валли укҫана ятарлӑ счет ҫине хывма сӗннӗ. Укҫа тесен шапа та алӑ тӑсать теҫҫӗ те, ватӑ ҫын ҫунатланса кайнӑ. Телефона мобильлӗ приложени вырнаҫтарнӑ та ун урлӑ темле счет ҫине 1,5 миллион тенкӗ укҫа куҫарса янӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 55 ҫулти арҫын мотоцикл туянма ӗмӗтленнӗ. Тӗнче тетелӗнче ҫӑвӑн пек пӗлтерӳ курсан унта кӑтартнӑ номерпе васкасах шӑнкӑравланӑ.
Телефонпа шӑнкӑравласан сутуҫӑ мессенджерпа сӳтсе явма сӗннӗ. Мотоцикл туянас ӗмӗтлӗ арҫын документсене тишкернӗ. Унтан лешӗ ӑна укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Шупашкар ҫынни 72 пин тенке куҫарса та панӑ.
Калаҫса татӑлнӑ вӑхӑтра тавар килменрен арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти строитель ултавҫӑсен капкӑнне пиллӗкмӗш хутчен ҫакланнӑ.
Хальхинче ӑна ултавҫӑсем инвестицие укҫа хывса тупӑш курма сӗннӗ. Телефонпа шӑнкӑравлакан ҫынсене строитель ӗненнипе арҫын телефонта ятарлӑ приложени вырнаҫтарнӑ, QR-код урлӑ укҫа куҫарса янӑ. Ултавҫӑсене куҫарса пана укҫана каялла илме май килменнине ӑнланса илне хыҫҫӑн вӑл хӑйне шӑнман пӑрпа лартса янине ӑнланса илнӗ.

Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын хӗрарӑмпа киленес тесе укҫасӑр юлнӑ. Ҫавӑн пирки пенсири ҫын йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Тӗнче тетелӗнче вӑл интимлӑ пулӑшу кӳрекен хӗре чӗнсе илме май пурри пирки пӗлтерӳ курнӑ. Унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравласан менеджер текен ҫын телефона тытнӑ, укҫана тӳрех тӳлесе хумаллине пӗлтернӗ. Ӳсӗр арҫын укҫана куҫарса панӑ, кайран менеджер текен ҫын патне хӗр хӑҫан килет тесе ҫине-ҫине шӑнкӑравлама тапранса кайнӑ. Лешсем кашнинче укҫа куҫарма ыйтнӑ. Ҫапла пенсионер 48 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Тата куҫаратчӗ пулӗ те, килне арӑмӗ пырса кӗнӗ.

Раҫҫейӗн банкӗ «Ҫветтуй Алексендр Невский орденне ҫирӗплетнӗренпе 300 ҫул» кӗмӗл укҫа кӑларассине пӗлтернӗ. Укҫа 3 тенкӗлӗх пулӗ, ӑна «Истори пулӑмӗсем» ярӑмпа кӑларӗҫ.
Асӑннӑ орден – Раҫҫейре ҫирӗплетнӗ виҫҫӗмӗш орден. Ӑна ҫирӗплетме йышӑнни – Пӗрремӗш Петӗр патша. Орденпа пуҫласа 1725 ҫулта Пӗрремӗш Кӗтӗрне патша вӑхӑтӗнче чысланӑ.

Чӑваш Енри хастар усламҫӑсем агротруизма аталантарма федераци хыснинчен 10 миллиона яхӑн тенкӗ тивӗҫме пултараҫҫӗ. Вӑл проектсене 2026 ҫулта пурнӑҫа кӗртме май килӗ.
Гранта «Ял туризмне аталантарасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ. Вӑл ялти территорисене аталантарма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, туристсене илӗртме май парӗ.
Документсене республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Унччен ун пек пулӑшӑва ҫичӗ проект тивӗҫнӗ, вӗсене пӗтӗмпе 59 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ.

Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакан Сергей Леонтьевялта ӗҫлеме яланах ӗмӗтленнӗ. Ялти хуҫалӑха патшалӑх укҫипе, социаллӑ контракт йӗркипе, аталантарма май пуррине пӗлсен ҫамрӑк арҫын хытах ҫунатланнӑ.
Социаллӑ контаркта ала пуснӑ хыҫҫӑн панӑ укҫапа вӑл 15 вӑкӑр туяннӑ.
«Выльах-чӗрлех ӗрчеетссипе ҫине тӑма эпӗ унчченех ӗмӗтленнӗ», — каласа кӑтартнӑ Сергей.

Ултавҫӑсене 215 пин тенкӗ куҫарса панӑ, вӗсен умӗнче ҫаппа-ҫарамас калаҫнӑ, килти чӳрече каррисене ҫунтарса янӑ. Ҫакӑ йӑлтах Шупашкарта вӗренекен студенкӑпа пулса иртнӗ.
Вӑл палламан ҫын шӑнкӑравласан ярса панӑ каҫӑ ҫине пусса «Госуслуги» портала кӗнӗ. Палламан ҫын ҫыхӑнурах пулнӑ. Хӗр «Украина» сӑмаха илтсен хӑраса кайнӑ та телефона сӳнтернӗ.
Кайран ун патне смс килнӗ: ун ячӗпе портала кӗреҫҫӗ-мӗн, «техпулӑшу» номерӗсене те ярса панӑ. Вӑл пӗринпе шӑнкӑравланӑ. Палламан ҫын, банк ӗҫченӗ тенӗскер, хӗре хӑратса пӗтернӗ: урӑх ҫӗршыва укҫа куҫарнӑшӑн ӑна тӗрмене нумай ҫуллӑха хупаҫҫӗ-мӗн. Студентка пухнӑ укҫине тата кредит илсе палламан ҫынна куҫарса панӑ. Кайран ӑна верификаци тума хушнӑ. Кун валли хывӑнмалла-мӗн, видеоҫыхӑнупа калаҫса сӑвӑ вуламалла. Тӗрӗслеве вӗҫлеме хваттерти чӳрече каррисене чӗртсе яма хушнӑ. Ҫулӑм тухсан тин вӑл тӑна кӗнӗ, пушара сӳнтерсе полицие кайнӑ.
