Чӑваш Енри икӗ объект Раҫҫейри агротоуризм атласне кӗнӗ. Вӗсем – Улатӑр округӗнчи «Зеленая долина» кану бази тата Канаш округӗнчи «Мелилотус» кооператив.
Атласа РФ Ял хуҫалӑх министерстви хатӗрленӗ. Унта 100 ытла объект кӗнӗ. Чылайӑшӗ «Агротуризм» грантпа хута янӑскерсем. Сӑмах май, вӑл 2022 ҫултанпа ӗҫлет.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре 7 ял хуҫалӑх производителӗ хӑнасене ялта йышӑнмашкӑн инфраструктурӑна аталантарма субсиди илнӗ. Пӗтӗмпе - 59,1 миллион тенкӗлӗх.
Шупашкарти 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссене улӑштарӗҫ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Максим Петров пӗлтернӗ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкара «Горожанин» ятлӑ 40 ҫӗнӗ троллейбус илсе килӗҫ. Вӗсене федераци хыснинчи укҫапа туянӗҫ. Пӗр троллейбус 12,2 милион тенке ларӗ. Троллейбуссен урайӗ ҫӳллӗ пулмӗ.
Шупашкарти 24 ҫулти медсестра ултавҫӑсене 2,8 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та сим-карттӑн срокне тӑсмалли пирки каланӑ. Вӑл вӗсене ӗненнӗ, смс-ҫырупа килнӗ парольсене каланӑ. Ҫапла вӑл «Госуслуги» портала кӗрейми пулнӑ.
Кайран ун патне татах шӑнкӑравланӑ. Хальхинче унӑн ячӗпе такамсем кредит илме, пухнӑ укҫине вӑрлама пултарнине каланӑ. Ӑна хайне кредит илсе пӗтӗм укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫапла вӑл 2,8 миллион тенкӗ ҫухатнӑ.
Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ валли тепӗр 20 млн тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ку укҫапа медиахатӗрсем вырнаҫтарасшӑн.
Аукцион иртет. Малтанхи хак - 20 млн та 199,3 пин тенкӗ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин хатӗрсене чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен вырнаҫтармалла.
Аса илтерер: Шупашкарти кӳлмекре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне тума 51,9 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл 250 тӑваткал метр пулӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Шупашкарта ватӑ хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненсе 1 миллион тенке ҫухатнӑ. Укҫине вӑл Мускавах кайса панӑ.
Унпа палламан ҫын мессенджерта ҫыхӑннӑ. Вӑл ӗҫленӗ пульницӑра даннӑйсене такамсем илнӗ-мӗн. Кайран хӗрарӑмпа «ФСБ» ӗҫченӗ ҫыхӑннӑ, хушнине итлемесен явап тыттарассипе хӑратнӑ.
Ватӑскер палламан ҫын хушнине итлесе пуйӑса ларма билет туяннӑ, Мускава ҫитнӗ те темӗнле курьера 1 миллион тенкӗ тыттарнӑ. Киле таврӑнсан пиччӗшӗпе калаҫҫан тин вӑл ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ.
Комсомольскинче 640 ача вӗренмелӗх шкул пулӗ. Акцион ирттерсе ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Ку ӗҫе Ҫӗрпӳри «ПМК 8» организаци пурнӑҫлӗ. Кун валли 1 миллиард та 275 миллион та 878 пин те 462,81 тенкӗ уйӑрӗҫ.
Подрядчикӑн шкула 2026 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Унта 2 тата 3 хутлӑ икӗ блок пулӗ. Ӗҫе пуҫӑниччен малтан кивӗ шкула ишсе антармалла.
ЧР Патшалӑх Канашӗ республикӑра тӗплӗ юсав ирттересси пирки саккун пӑхса тухнӑ. ЧР Элтеперӗ ӑна ҫав кунах алӑ пуснӑ.
Унччен ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнакансем ҫурта хута янӑранпа 5 ҫул ҫитсен ҫеҫ тӗплӗ юсавшӑн тӳлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн вара 1 ҫултан тӳлеме тытӑнӗҫ.
Влаҫ ку саккуна мӗншӗн йышӑннине ӑнлантарнӑ: Тӗплӗ юсав фондӗнче укҫа ҫитсе пымасть. Хальхи вахӑтра ҫынсен фонд умӗнче 700 миллион тенкӗ парӑм пур. Ҫӗнӗ ҫуртрисене тӳлеттерме пуҫласан регионти оператор патне хушма 132 миллион тенкӗ тупӑш кӗрӗ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗ 2 миллион тенкӗлӗх сувенир сехетсем илесшӗн. Вӗсемпе кам тивӗҫтерессине аукцион ирттерсе палӑртӗҫ.
Малтанхи хак - 1 миллион та 997 пин те 100 тенкӗ. Ку укҫапа алла ҫыхмалли арҫынсен - 389, хӗрарӑмсен 245 сехетне туянасшӑн. Ҫапла пӗр сехет 3150 тенке кайса ларӗ.
Аукциона юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн сехетсемпе 15 ӗҫ кунӗнче тивӗҫтермелле.
Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче пурӑнакан Марина Умерова патшалӑх пулӑшнипе хӑйӗн ӗҫне йӗркелесе янӑ.
Марина сӑнанӑ тӑрӑх, илем индустрийӗнче аппарат косметологийӗпе усӑ курма ӑнтӑлакансем йышлӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм бизнес-план хатӗрленӗ, ӑна тухӑҫлӑ хӳтӗленӗ.
Патӑрьел хӗрарӑмӗ ятарласа вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн сертификат илнӗ, социаллӑ контрактпа усӑ курса «Эстетика» илем студийӗ уҫнӑ. Халӗ вӑл юратнӑ ӗҫӗпе чунтан аппаланать.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 25 ҫулти арҫын ют ҫӗршыври машина туянма шутланӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ тупнӑ.
Кӗҫех вӑл «сутуҫӑпа» калаҫма тытӑннӑ. Килӗшӳ ҫырмалла тесе палламан ҫын унран укҫа ыйтнӑ та ыйтнӑ. Ҫапла арҫын вӑл калана счетсем ҫине 1 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарнӑ. Анчах машинӑна кӗтсе илеймен.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |