Шупашкар транспорт управленийӗнче водительсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫавна май предприяти унта ӗҫлеме килекенсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ.
Тӗслӗхрен, ача ҫуралсан 50 пин тенкӗ параҫҫӗ. Ача 18 ҫул тултарман, вӑл вӗренет пулсан авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне 5 пин тенкӗ илме пулать. Ҫавӑн пекех «Тусна илсе кил» акци пуҫарнӑ. Юлташне ӗҫлеме илсе килнӗ ӗҫчене 10 пин тенкӗ премипе хавхалантараҫҫӗ.
Предприяти ӗҫченӗсен ипотекӑн пӗр пайнӗ саплаштарас мая, пӑхса тухать. Ку мерӑна ҫитес ҫултан йышӑнма палӑртнӑ.
Ҫитес ҫул Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 80 ҫул ҫитет. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев 2025 ҫулта «вӑрҫӑ ачисене» пӗр хутчен укҫан хавхалантарассине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл «Советская Чувашия» хаҫата панӑ интервьюра каланӑ.
Республикӑра 42 пине яхӑн «вӑрҫӑ ачи» пурӑнать. Олег Алексеевич вӗсенчен кашниех тимлӗхе тивӗҫ пулнине палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть Раҫҫей Правительствинче тасатмалли сооруженисем темӑпа черетлӗ лару иртнӗ. Вӑл малтан палӑртнӑ пек 40 минута мар, 3 сехете пынӑ.
Жанна Рябцева пӗлтернӗ тӑрӑх, регионсене асӑннӑ темӑпа ячӗшӗн ӗҫлемеллине, федераци хыснинчен миллиардшар тенкӗ кӗтсе лармалла маррине асӑрхаттарнӑ.
Атӑла тасатма тесе сооруженисем тума уйӑрнӑ укҫа-тенкӗн пысӑк пайне хӑш-пӗр регионта унталла та кунталла сапаласа (тӗрӗсрех каласан, кӗсьене чиксе) пӗтернӗ.
Федераци шайӗнчи органсемпе хастарсем уйрӑмах асӑрхаса тӑма шантарнӑ регионсем хушшинче – Чӗмпӗр, Кострома, Ярославль, Тверь, Астрахань облаҫӗсем тата Чӑваш Ен. Вӗсенче пуҫиле ӗҫсем те пуҫарнӑ, прокуратура подрядчика/яваплӑ тӳре-шарана тытса чарнӑ-мӗн.
Ял хуҫалӑхӗ енӗпе ӗҫлӗнӗ чи лайӑх муниципалитетсене палӑртнӑ. Вӗсем – Красноармейски, Шупашкар тата Муркаш округӗсем.
Чи лайӑххисене палӑртнӑ чухне ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен йышне, суту-илӳри тупӑша, тыр- пул тухӑҫне, выльӑх-чӗрлӗх йышне шута илнӗ. Сӗт суса, аш туса илессине те шута илнӗ.
Ҫак виҫӗ муниципалитета 150-шар пин тенкӗ парӗҫ. Ку, укҫапа территорисене хӑтлӑлатӗҫ.
Икӗ увӑх каялла «Икар» компани Шупашкартан Калининграда самолетсем яма сӗнни пирки пӗлтернӗччӗ. ЧР транспорт министрӗ Максим Иванов рейссем пулассине ҫирӗплетнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул самолетсем яма хыснара халех укҫа пӑхса хураҫҫӗ.
Самолетсене ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 20-мӗшӗччен вӗҫтересшӗн. Рейса субсидилекенсен йышне кӗртме палӑртнӑ.
Федерацин налук служби Раҫҫейри регионсенчен хӑшне налук тиевӗ мӗн чухлӗ тивнине уҫӑмлатакан хыпар пӗлтернӗ.
Чи нумай налук тӳлекеннисем — нефтьпе газ регионӗсем: Ханты-Манси автономи округӗ (регион тухӑҫӗнчен 56,64 проценчӗ), Коми Республики (52,15 процент), Ямал-Ненецк автономи округӗ (46,79%).
Налук тивеӗ чи пӗчӗк регионсен шутӗнче Дагестан (6 процент), Чечня (7,67 процент), Ингушети (9,07 процент).
Чӑваш Енре арҫын ултавҫӑсене 900 пин тенкӗ куҫарса панӑ та хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Тӑванӗсем полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, арҫын ултавҫӑсене пула пурнӑҫпа сывпуллашнӑ.
Вӑл кун пирки вилес умӗн ҫырнӑ хут ҫинче те палӑртса хӑварнӑ. Арҫын 40 ҫулта пулнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ хыҫҫӑн тӑванӗсем ҫакна пӗлнӗ: вӑл 900 пин тенкӗ кредит илнӗ те палламан ҫынна куҫарса панӑ. Кун пирки вӗсем пӗлмен. Арҫын хӑй те полицие кайса пулӑшу ыйтман.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Улатӑр округӗнчи Чуварлей ялӗнче ҫӗнӗ шкул тӑвасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ.
Малтанхи хак – 611,5 миллион тенкӗ. Аукциона чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Шкул виҫӗ хутлӑ пулӗ. Ҫавӑн пекех 3 автобус вырнаҫмалӑх гараж, котельнӑй тӑвӗҫ.
Сӑмах май, Чуварлейри хальхи шкул кивӗ, хальхи стандартсемпе килӗшсе тӑмасть. Вӑл –1957 ҫулта хута янӑскер.
Пӗтӗм тӗнчери «Артек» ача-пӑча центрӗнче «Пысӑк тӑхтав» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Енри виҫӗ шкул ачи унта 1 милион тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ.
Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Соня Степанова, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Екатерина Аврамова, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулти Елена Ракчеева.
Сӑмах май, конкурса, Чӑваш Енри 19 шкул ачи хутшӑннӑ.
Елчӗк округӗнче пурӑнакан Оксана Александровна социаллӑ контракт пулӑшнипе пӗчӗк коптильня уҫнӑ. Вӑл малтан бизнес-план хаӗрленӗ, ӑна ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесе патшалӑхран 350 пин тенкӗ илнӗ. Унпа вӑл хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ.
«Патшалӑх пулӑшнипе эпӗ сахал мар ӗҫлесе илме тытӑнтӑм. Хам ҫине кӑна ӗҫлетӗп, ку мана питӗ килӗшет», – тенӗ Оксана.
Сӑмах май, сахал тупӑшлӑ ҫемье патшалӑхран пулӑшу илме пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |