Чӑваш Енӗн хӑвӑрт утассипе спорт шкулӗн вӗренекенӗ Клавдия Афанасьева ҫак кунсенче Раҫҫейӗн пӗрлешӳлле ҫамрӑксен ушкӑнӗ йышӗнче Украин хулинче — Донецкра — кун каҫать. Ӗнер, утӑн 10-мӗшӗнче, унта ҫӑмӑл атлетикӑпа ҫамрӑксем хушшинче тӗнче первинстви уҫӑлнӑ.
Пирӗн ентеш Мордва республикин спортсменкипе Ольга Шаргинӑпа Раҫҫей чыснӗ 5 000 ҫухрӑм дистанцире хӑвӑрт утассипе хӳтӗлӗҫ.
Старта хӗрсем шӑматкун, утӑн 13-мӗшӗнче ирхи 9:30 сехетре тухаҫҫӗ. Ӑнӑҫу сунар вӗсене!
1986 ҫулӑн акан 26-мӗш кунне тӗнче халӑхӗ ӗмӗрлӗхех асра тытса пурӑнӗ ӗнтӗ. Ҫав кун Украинӑри Чернобыль атомлӑ электростанцийӗ вутпа сирпӗнсе кайнӑ. Радиоактивлӑ тусан 300 ҫухрама яхӑн Раҫҫей, Белоруҫ тата Украина ҫӗрӗсене наркӑмӑшлантарнӑ, пурӑнма юрӑхсӑрлатнӑ. Халӑха та пинӗ-пинӗпе хӑрушлӑхлӑ вырӑнсенчен урӑх вырӑнсене куҫарма тивнӗ — ҫӗршер ял тата вуншар хула пушанса юлнӑ.
Чернобыльти аварие пусарма Совет Ҫарне хутшӑнтарнӑ, унсӑр пуҫҫӑн ҫак ӗҫе кашни хуларан ҫӗршер ҫын хӑйсен ирӗкӗпех хутшӑннӑ. Ҫӗмӗрлӗ хулинчен Чернобыле 113 паттӑр тухса кайнӑ. Унтанпа 26 ҫул иртрӗ ӗнтӗ. Нумайӑшӗ халӗ пирӗнпе ҫук. Чернобыль паттӑрӗсене халаласа лартнӑ палӑк пирӗн хулара та пур. Ун умӗнче ҫулсерен акан 26-мӗшӗнче халӑх пуҫтарӑнать, ас тивет. Кӑҫал та хулари 2-мӗш шкул ачисем ҫак куна палӑртма пуҫтарӑнчӗҫ. 1986 ҫулта пулса иртни ҫинчен Чернобыль ветеранӗсен Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи ертӳҫи В. Красильников асаилчӗ. А. Попова, Чернобыльте пуҫне хунӑ паттӑрӑн арӑмӗ, упӑшки ҫинчен тата тӑван ҫӗршыва юратса, пурнӑҫа сыхласа пурӑнма вӗрентсе каларӗ.
Чернобыль нихӑҫан та асран каяймӗ.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗ — фашистсен пусмӑрӗнчен хӑталнӑ ҫынсен кунӗ. Ҫак кун Бухенвальд ятлӑ нимӗҫсен вилӗм лагерӗнчи ҫынсем пӑлхав пуҫланӑ, пусмӑрҫӑсене ҫапса аркатнӑ, ҫӑлӑнса ирӗке тухма пултарнӑ.
Фашистсен тыткӑнне лексе лагерьсенче муритленнисем Чӑваш Енре те пур. Улатӑрта вӗсем пиллӗкӗн пурӑнаҫҫӗ. Ганна Павловна Иржевская Украинӑра ҫуралнӑ, ӑна, 13 ҫулхискерне, нимӗҫ фашисчӗсем Германие хӑй ирӗксӗр тарҫа илсе кайнӑ. Тӗрлӗ вилӗм лагӗрӗсенче Ганна икӗ ҫул та тӑхӑр уйӑх нуша курнӑ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫех совет салтакӗсем хӗрачана ирӗке кӑларнӑ.
Каччӑсенчен пӗрне Украина хӗрӗ юратса качча тухнӑ, пӗрле Чӑваш Ене килме килӗшнӗ. Упӑшкипе юнашар Улатӑр хулинче пурӑнма пуҫланӑ, ҫакӑнтах ӗнтӗ ӗмӗрне ирттернӗ те. Вӑрҫӑра нуша курни ахаль иртмест ӗнтӗ — упӑшки нумай ҫул хушши чирлесе ҫӗре кӗнӗ. Халӗ Ганна Павловна ачисемпе тата мӑнукӗсемпе пӗр йыш пулса йӑпанать, вӗсене хӑйӗнчен пӗр самантлӑх та уйӑрасшӑн мар. Ӑна час-часах хула шкулӗсенче курма пулать: вӑрҫӑ ветеранӗ ҫитӗнекен ӑрӑва хӑй пурнӑҫӗ пирки каласа парать, тискерлӗхпе нихӑҫан та килешмелли марри ҫинчен асӑрхаттарать.
«Колхоз пасарӗ» тупӑнни пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет.
Чӑваш профессионал ӳнер искусствин никӗслевҫин тата Украинӑн ӳнер енӗпе аслӑ пӗлӳ паракан шкулӗн (кӑҫал шӑпах 90 ҫул пулать) йӗркелӳҫин А.А. Кокелӗн пуян еткерӗ, шел те, туллин упранса юлайман. Унӑн паллӑ ӗҫӗсенчен ҫаксем ҫухалнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ: «Итальянсем» (1913), «Ҫемье портречӗ» (1913), «Постра» (1927), «К.Е. Ворошилов танкистсем патӗнче» (1937), «Ударницӑна чыслани» (1931), «Тӑвар кӑларни» (1936), «Ватӑ рабочи», «Хресчен».
2007 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Кокелӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем, ҫав шутра В.А.Васильев профессор, Кейӳри тата Харьковри ӳнер музейӗсене ятарласа кайса килнӗ, ҫухалнӑ ӗҫсен шӑпипе кӑсӑкланнӑ.
1934 ҫулта А.А.Кокель пленэрта «Колхоз пасарӗ» картина ӳкерет. Харьковри Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗсенче унӑн икӗ эскизӗ упранса юлнӑ. Анчах картина
хӑй ӑҫта пулни пирки ку таранччен те пӗлмен. Ӳнерҫӗ вилнӗ хыҫҫӑн йӗркеленӗ курав (1960 ҫул) каталогӗ тӑрӑх — вӑл Лебедин хулинчи музейре упранмалла пек. Ҫапах та 2007 ҫулта унта ыйтса янӑ хыҫҫӑн ҫакӑн пек хурав пулнӑ: картинӑна урӑх музее куҫарса кайнӑ.
Ҫурлан 9-15-мӗш кунӗсенче Крым ҫурутравра вырнаҫнӑ Ялта хуларан тӗрӗк ҫамрӑкӗсен халӑхсем хушшинчи пӗрлешӗвӗн 14-мӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗччӗ. Унта Болгари, Германи, Афганистан, Иран, Ирак, Сири, Азербайджан, Казахстан, Турци, Кӑркӑсстан, Кипр, Румыни, Македони, Бельги, Молдави, Узбекистан, Раҫҫей тата ытти ҫӗршывсенчен 200 ытла делегат хутшӑннӑ. Курултайӑн тӗллевӗ — пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен ҫамрӑкӗсене пӗрлештересси. Ун шайӗнче пленарлӑ канашлусем, экономика, культура, политика, спорт комиссийӗсен ларӑвӗсем, тӗрӗк халӑхӗсен культура каҫӗсем, концертсем иртрӗҫ. Чӑвашран ку мероприятине Олег Цыпленков, Константин Малышев, Николай Сусарин тата Чӑваш Республикинчи «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, пурӗ 16 ҫын, кайса килчӗҫ.
Чи малтан, курултая ҫитиччен, чӑваш делегацийӗ Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Остер хулине кӗрсе тухнӑ — унта ӗмӗрлӗхех канлӗх тупнӑ поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин вил тӑприне пуҫ тайса, обелиск умне чечексем хунӑ, поэтӑн вилӗмсӗр сӑввисене вуланӑ. «Шуҫӑм» ансамбль вырӑнти Культура керменӗнче концерт та кӑтартнӑ.
Украина тӗп хулинчен, Кӗйӳрен, Хыпар хаҫат хурлӑхлӑ хыпар ҫитнине пӗлтерчӗ - Пётр Николаевич Чичканов чӗри тапма чарӑннӑ. Аслӑ чӑвашӑмӑр пӗтӗм пурнӑҫне чӑваш халӑхне, чӑваш литературипе культурине халалланӑ, чӑваш тата украин халӑхӗсен туслӑхне аталантарассишӗн ырми-канми ӗҫленипе паллӑ.
П.Н. Чичканов 1922 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан тата Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухнӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхшӑн икӗ хут Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, I степеньлӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗпе тата нумай-нумай медальпе чысланӑ. 1950 ҫултанпа вӑл Кейӳ хулинче пурӑннӑ, "Украина" журналӑн тӗп художникӗ пулса ӗҫленӗ. 1969 ҫултанпа вӑл - СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн членӗ.
П.Н. Чичканов тӑлмач ӗҫӗпе те самай ӗҫленӗ. Т. Шевченко, П. Тычина, И. Котляревский хайлавӗсене чӑвашла куҫӑрнӑ. П. Хусанкай, Ҫеҫпӗл Мишши, К.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |