Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Колхоз пасарӗ» тупӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.02.2011 15:14 | 1881 хут пӑхнӑ
«Колхоз пасарӗ». Хыпарти сӑн
«Колхоз пасарӗ». Хыпарти сӑн

«Колхоз пасарӗ» тупӑнни пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет.

Чӑваш профессионал ӳнер искусствин никӗслевҫин тата Украинӑн ӳнер енӗпе аслӑ пӗлӳ паракан шкулӗн (кӑҫал шӑпах 90 ҫул пулать) йӗркелӳҫин А.А. Кокелӗн пуян еткерӗ, шел те, туллин упранса юлайман. Унӑн паллӑ ӗҫӗсенчен ҫаксем ҫухалнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ: «Итальянсем» (1913), «Ҫемье портречӗ» (1913), «Постра» (1927), «К.Е. Ворошилов танкистсем патӗнче» (1937), «Ударницӑна чыслани» (1931), «Тӑвар кӑларни» (1936), «Ватӑ рабочи», «Хресчен».

2007 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Кокелӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем, ҫав шутра В.А.Васильев профессор, Кейӳри тата Харьковри ӳнер музейӗсене ятарласа кайса килнӗ, ҫухалнӑ ӗҫсен шӑпипе кӑсӑкланнӑ.

1934 ҫулта А.А.Кокель пленэрта «Колхоз пасарӗ» картина ӳкерет. Харьковри Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗсенче унӑн икӗ эскизӗ упранса юлнӑ. Анчах картина

хӑй ӑҫта пулни пирки ку таранччен те пӗлмен. Ӳнерҫӗ вилнӗ хыҫҫӑн йӗркеленӗ курав (1960 ҫул) каталогӗ тӑрӑх — вӑл Лебедин хулинчи музейре упранмалла пек. Ҫапах та 2007 ҫулта унта ыйтса янӑ хыҫҫӑн ҫакӑн пек хурав пулнӑ: картинӑна урӑх музее куҫарса кайнӑ. Ӑҫта — палӑртман. Акӑ тинех вӑл тупӑннӑ. Ун пирки асӑннӑ хулари ӳнер музейӗн директорӗ В.И.Кравченко В.А.Васильева телефонпа пӗлтернӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче нимӗҫ оккупанчӗсем Украинӑри Сталино хулинчи ӳнер музейӗн произведенийӗсене пӗтӗмпех Германие ӑсатнӑ, музее ҫӗрпе танлаштарнӑ. 1960 ҫулта унта Совет Союзӗнчи тӗрлӗ музейрен пуҫтарнӑ картинӑсенчен ҫӗнӗ галерея йӗркеленӗ. А.А.Кокелӗн «Колхоз пасарӗ» шӑпах унта лекнӗ иккен. 1965 ҫулта галерея Донецк облаҫ музейӗн статусне илнӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ЧПУ профессорӗ В.А.Васильев тӳрех ун музейӗн директорӗпе, Украина культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Г.В.Чумакпа ҫыхӑннӑ. Галина Владимировна ҫирӗплетнӗ тӑрӑх «Колхоз пасарӗ» чӑнласах вӗсем пайӗнче иккен. Пирӗн ентешӗн ӗҫӗ музейӗн ылтӑн фончӗ шутланать. Г.В.Чумак картинӑн фоторепродукцине ярса панӑ.

«Колхоз пасарӗ» картина пирки тата ҫакна пӗлтернӗ: вӑл 150x250 калӑпӑшлӑ. Сылтӑм енчи аял пайӗнче автор алӑ пуснӑ, 1934 ҫулта ӳкернине палӑртнӑ. 1980 ҫулта, А.А.Кокель ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май, Киевра — Украина ӳнер искусствин музейӗнчи (халӗ Украина наци ӳнер музейӗ) куравра — кӑтартнӑ.

«Колхоз пасарӗ» — иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенчи ӳнер культурин произведенийӗ. Художник ҫав вӑхӑтри историе сӑнланӑ: индустриализацин, ҫӗршыври автомобиль тӑвас ӗҫӗн пӗрремӗш ҫитӗнӗвӗсем те, коллективизаци те, ытти те пур унта. Халӑхсен туслӑхӗ пирки те манман — тӗрлӗ халӑх хушшинче чӑваш пикисене ӳкерсе кӑтартнӑ. Вӗсем — анатрисен тумӗпе.

Живопиҫ техники пирки ҫакна каламалла: вӑл А.А. Кокелӗн ӳнерти кумирӗн Франци живописецӗн, импрессионисчӗн Э.Манен евӗрлӗ.

Г.В. Чумак шухӑшӗпе «К.Е.Ворошилов танкистсем патӗнче» ӗҫ Луганскри музейсенче упранма пултарнӑ, мӗншӗн тесен хула маларах Ворошиловград ятпа ҫӳренӗ. Анчах та Галина Владимировна унти хӑйӗн ӗҫтешӗсемпе ҫыхӑнса илни ӑнӑҫу кӳреймен. Луганскра асӑннӑ картина ҫук тенӗ.

Шырав вӗҫленмен-ха.

#ӳнер, #Украина

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем