Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарти вырӑс драма театрӗнче ҫӗнӗ тӗп режиссёрпа паллаштарнӑ. Тилхепене 50 ҫулти Александр Кладькона тыттарнӑ.
Александр Иванович — театрпа кино актёрӗ тата режиссёрӗ. Вӑл 1971 ҫулта Украинӑри Одесса хулинче ҫуралнӑ. Питӗрти театр ӳнерӗн академийӗнче, каярах унтах режиссура кафедринчи аспирантурӑра вӗреннӗ. Фонтанкӑри Ҫамрӑксеен театрӗнче артистра ӗҫленӗ, Псковри А.С. Пушкин ячӗллӗ академи драма театрӗн тӗп режиссёрӗнче ӗҫленӗ. Вӑл режиссёр пулса лартнӑ ӗҫсем тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин общество транспортӗнче билет хакланасси пирки систернӗ. Ку кӗҫех пулмалла.
Хакӗ ӳсӗ, анчах 4 тенкех мар – ҫапла пӗлтернӗ Денис Спирин. Ара, халӑхра билет 4 тенкӗ хакланасси пирки сас-хура ҫӳренӗ. Сити-менеджер вара ку иккӗленӗве сирнӗ.
Перевозчиксене мӗн чухлӗ тӑкак пулни пирки информаци хатӗрлеме каланӑ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна туман. Администрацие ку хыпара троллейбус управленийӗ тата темиҫе перевозчик ҫеҫ илсе ҫитернӗ. Ҫавна май хальлӗхе билет хакӗ мӗн чухлӗ ӳсесси паллӑ мар.
Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсен управленийӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама паянтан, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Юрий Шилова шаннӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Юрий Александрович 1966 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1990 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл инженер-электрик пӗлӗвне илнӗ. Тепӗр 7 ҫултан, 1997 ҫулта, Питӗрти патшалӑх техника университетӗнчен экономист дипломӗпе вӗренсе тухнӑ.
Малтанласа вӑл тӗрлӗ предприятире директор, директорӑн ҫумӗ, коммерци директорӗ, финанспа экономика директорӗ пулса ӗҫленӗ. 2002 ҫулта ӑна Шупашкар хула администрацийӗн Ленин районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ, 2002-2005 ҫулсенче Шупашкар хула администрацийӗн Мускав районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Юрий Шиловӑн «Контактра» страницинче (унта вӑл кӑҫалхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнченпе кӗмен) ӗҫ вырӑнне «Дорисс» акционер обществи тесе кӑтартнӑ.
Эрнекун, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн заместителӗ пулма Алексей Иванова шаннӑ. 48-мӗш номерлӗ хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен офицаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ.
Паянхи куна илсен, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Дмитрий Захаровӑн виҫӗ заместитель: Алексей Лукшин (пӗрремӗш заместитель), Ольга Хлебникова тата Алексей Иванов.
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» ассоциацине йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнӗ. Ӑна 1990 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫарса янӑ. 2001 ҫулта «Юлташ» культура центрӗнчен наципе культура автономийӗ туса хунӑ.
Паллӑ кунпа ассоциаци ертӳҫине Вероника Тимофеевӑна Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Игорь Кобзев саламланӑ май Тав хучӗпе чысланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та йӑхташӑмӑрсене саламланӑ. Кун пирки Вероника Тимофеева Фейсбукра ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, хыпарланӑ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен ассоциацийӗн пӗрремӗш ертӳҫи Михаил Романов пулнӑ. Вӑл Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Семёновка ялӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвне Александр Иванов ертсе пыма тытӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ заместительсемсӗр тӑрса юлнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форум управлени сайтӗнчи хыпар тӑрӑх пӗлтернӗ. Сайтра кӑтартнӑ тӑрӑх, штатра икӗ заместитель пулмалла, анчах вӗсем пушӑ.
Вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе Елена Сахарова тӑрӑшать. Унчен вӑл унта пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулнӑ. Управленире 2020 ҫулхи кӗркуннеренпе заместитель пулса ӗҫленӗ Наталья Поздеева Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче воспитанипе ҫамрӑксен политкин управленине ертсе пыма тытӑннӑ.
Ҫапла вара халӗ Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче заместительсен пуканӗсем пушӑ лараҫҫӗ.
Тунтикун Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑна кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарнӑ паллӑсем, стеллӑсем, ҫӗтӗк-ҫатӑк пулнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ.
«Чӑваш Республикине кӗнӗ ҫӗрти «Чувашская Республика» палла улӑштарӑр тархасшӑн. Вӑл питӗ хитре мар курӑнать, ҫӗтӗк. Ҫӗнӗ дизайн кирлӗ тӗк тӑвӑр. Вӗсем нумай вӑхӑт ҫакӑнса тӑмалла пулччӑр», - тенӗ Олег Алексеевич.
Элтепер ҫак стеллӑсем ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушлӑха витӗм кӳменнине, ҫӑпах эстетика лайӑххи ҫул ҫинче ҫапах паха пулнине палӑртнӑ.
Паянтанпа, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе, Шупашкар хула администрацийӗн физкультурӑпа спорт управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Алексей Соловьева шаннӑ. Вӑхӑтлӑха. Пуҫлӑха ҫирӗплетмелли конкурс иртиччен. Конкурс нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче иртӗ.
Алексей Иванович – Раҫҫей Федерацийӗн спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ.
Вӑл вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче, «Энергия» ача-пӑча спорт шкулӗнче, В.С. Соколов Олимп ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӗҫленӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гумантари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне, 65 ҫулхи Петр Краснова, ӗҫрен кӑларнӑ. 27-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Пётр Степанович 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Вӑл Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче 1956 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Философи наукисен кандидачӗ. 40 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, 2 кӗнеке авторӗ.
Пётр Краснов хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацине ертсе пынӑ, социаллӑ политика министрӗ, культура министрӗ пулнӑ. Чӑвашстатра ертӳҫӗн заместителӗнче те ӗҫленӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитета та ертсе пынӑ.
Чӑваш Енре премьер-министра тата министрсене хваттер тара илсе пурӑннин тӑкакне хыснаран саплаштарӗҫ. Ҫавӑн пек йышӑну проектне Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ йӗрке Министрсен Кабинечӗн Председательне, премьер-министрӑн ҫумӗсене, министрсене, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫине, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн полпредне пырса тивӗ. Вӗсене тӑкака патшалӑх должноҫӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра саплаштармалла.
Хваттер тара илсе пурӑнас, ҫавӑншӑн хыснаран укҫа илес текен тӳре-шаран социаллӑ килӗшӳ мелӗпе е харпӑрлӑхри ҫурт-йӗр пуррипе ҫуккине шута илӗҫ. Асӑннӑ пурлӑх Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар, ӗнтӗрвӑрри, Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулсан тара илнин тӑкакне спалаштармӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |