РФ Президенчӗн Федерацин атӑлҫи округӗнчи тӗп инспекторӗн вырӑнӗ пушаннӑ. Геннадий Федоров Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине ӗҫлеме куҫнӑ. Ҫавна май тӗп инспектор пуканӗ пушанса юлнӑ.
Пурне те пӗлекен «Правда ПФО» кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, пушаннӑ вырӑна Григорий Сергеев йышӑннӑ. Вӑл Игорь Комаров полпредӑн авторӗнче тӗрӗслев департаментӗнче ӗҫленӗ. Сергеев Шупашкарта ҫуралнӑ. Кунта вӑл патшалӑх службинчи карьерӑна пуҫланӑ.
Кадр улшӑнӑвӗсем, сӑмах май, Шупашкарта та пулса иртмелле-мӗн. Денис Спирин сити-менеджер хула мэрине хӑйӗн командине илсе килесшӗн имӗш. Республика ертӳҫи Олег Николаев нумаях пулмасть Улатӑрта пулнӑ май унта кадр улшӑнӑвӗ пулса иртессине систернӗ иккен.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли пайталлӑ пайташӗн Алексей Ладыковӑн — икӗ ҫум. Вӗсем — Сергей Григорьев тата Елена Скворцова.
Елена Скворцовӑна должноҫе ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, шанса панӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗччен Ладыков ҫумӗсенчен пӗри Лидия Седойкина пулнӑ.
«Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, Елена Скворцова Раҫҫей почтин Чӑваш Енри уйрӑмӗнче ӗҫленӗ, кайран вӑл Мускавра пысӑкрах вырӑн йышӑннӑ, Раҫҫей почтинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Юлашки вӑхӑтра ҫав хӗрарӑм РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Анатолий Аксаковӑн пулӑшуҫи пулнӑ.
Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрне Эмир Бедертдинова штрафланӑ. Ҫапла тума Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи миравай судья йышӑннӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Резерв» организаци директорӗ Шупашкар шыв управҫин акваторийӗпе усӑ курма ирӗк ыйтса заявлени ҫырнӑ. Министерство кун валли аукцион ирттермелле тесе хуравланӑ. Анчах аукционп ирттермен, тепӗр 5 уйӑхран усламҫӑ суда тавӑҫпа ҫитнӗ.
Миравай суд шухӑшланӑ тӑрӑх, аукциона вӑхӑтра ирттерменшӗн министр яваплӑ. Ҫавна май Эмир Бедертдинова 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Раҫҫей Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Ҫавӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва РФ Пенси фончӗн правленийӗ паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗн управляющийӗ пулса Валерий Николаев тӑрӑшӗ.
Валерий Петрович Шупашкар районӗнчи Ишлейре 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Икӗ аслӑ пӗлӳллӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Промышленность электроники» тата «Финанс тата кредит» специальноҫсене алла илнӗ. Ӗҫ биографине вӑл Чӑваш Енӗн Социаллӑ политика министерствинчи специалистран пуҫӑннӑ. 1997 ҫултанпа Пенси фончӗн тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫултанпа РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗн управляющийӗн ҫумӗ пулса тимленӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ.
Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче республикӑн ӗс тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова пулнӑ. Вӑл райадминистраци пуҫлӑхӗпе Игорь Семёновпа тӗл пулнӑ, унтан комплекслӑ центрта тӑрӑшакансемпе канашлу ирттернӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче министр Нина Максимова директорпа паллаштарнӑ. Алена Геннадьевна Нина Геннадьевнӑна саламланӑ, ертӳҫӗ должноҫӗнче ӑнӑҫу суннӑ.
Канашлура вара кӑшӑлвирусран асӑрханас мерӑсене сӳтсе явнӑ.
Президент перинаталь центрне ҫӗнӗ ҫын тӗп врач пулса ертсе пыма тытӑннӑ. Унпа паян коллектива республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов паллаштарнӑ.
«Президент перинаталь центрне паянтан ҫӗнӗ ҫын, Евгений Юрьевич Дубнер, ертсе пыма пуҫлӗ. Медицина организацийӗ профессин Ҫӗнӗ шайне тухтӑр тесе ӗҫе тӗрлӗ ҫӗнӗлӗх кӗртӗ. Тӗп тӗллев – паха медпулӑшу парасси», – тенӗ Владимир Степанов.
Евгений Юрьевич Мускаври патшалӑх медицинӑпа стоматологи университечӗн сиплев факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Н.И. Пирогов ячӗллӗ 1-мӗш пульницӑра акушерствӑпа гинекологи енӗпе ординатурӑра вӗреннӗ. Сывлӑх сыхлав сферинче Евгений Дубнер 20 ҫул ытла ӗҫлет, ҫав шутран юлашки 5 ҫулӗнче – административлӑ должноҫсенче.
Паян Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Аса илтерер: ку пукана йышӑнассишӗн икӗ кандидат кӗрешнӗ. Вӗсем – экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Денис Спирин тата Хула пурлӑхӗн комитечӗн председателӗн ҫумӗ Олег Александров.
Олег Александров хулана Чӑваш Енӗн комплекслӑ аталану планне тӗпе хурса аталантарсси пирки каланӑ, чылай япала кадрсенчен нумай килнине палӑртнӑ.
Денис Спирин Атӑл леш енне аталантарма тӗллев лартнӑ. Унтан канат ҫулӗ, магистраль тумаллине, централизаци тата цифровизаци енӗпе ӗҫлемеллине палӑртнӑ.
Денис Спириншӑн пӗтӗм депутат ырласа сасӑланӑ. Олег Александровшӑн 33 депутат хирӗҫлесе сасӑланӑ, пиллӗкӗшӗ хуравлама иккӗленнӗ.
Паян Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн ҫумӗ пулма Ольга Григорьевӑна ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен ӑҫта ӗҫленине ҫак самантра пӗлместпӗр. Ҫавӑн ятлӑ хӗрарӑм Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче темиҫе ҫул ӗҫленӗ. Унта вӑл хула администрацийӗн экономика тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, унран пӗрремӗш ҫум пулса тӑрӑшнӑ.
Ҫапла вара промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Кондратьевӑн ҫумӗсем халӗ иккӗн пулса тӑнӑ. Ҫавсен йышӗнче — Борис Марковцов тата Ольа Григорьева. Унсӑр пуҫне пӗр пулӑшуҫӑ пур. Вӑл — Светлана Кузьмина.
Шупашкар хула администрацийӗнче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Ку хыпара паян, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, хула мэрийӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра хула администрацийӗ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Андрей Петров пӗлтернӗ.
Хула адмнистрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса паянтан Инна Антонова ӗҫе кӳлӗннӗ.
Инна Николаевна ӗҫ биографийӗн пысӑк пайне республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствинче тӑрӑшса ирттернӗ. 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна министр ҫумӗн, каярах пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ. 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл республикӑн Финанс министерствинче инвестици тата хысна политикин управленийӗн пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшма тытӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗнӗ директор пулӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама пӑрахнӑ. Мӗншӗн тесен ӑна нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн президентне суйланӑччӗ.
Пукан пушаннине кура Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви директор пулас кӑмӑллисен кадр резервӗ валли конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Конкурса хутшӑнас текенсен докуменчӗсене чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче йышӑнма пуҫланӑ, хутсене асӑннӑ ведомствӑна чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗччен ҫитерсе ӗлкӗрмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |