Шупашкар хула администрацийӗнчи Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управление ертсе пыма шаннӑ ҫын виҫӗ эрне хыҫҫӑн ӗҫрен кайнӑ.
Федор Андреева асӑннӑ управленин ертӳҫи пулма ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче шаннӑ. Унччен вӑл Шупашкар хула администрацийӗн Ленин районӗн администрацийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Ӑна Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленине ертсе пыма лартсан ҫав ҫыннӑн тӗп тивӗҫӗсен шутӗнче хулари программӑсене пурнӑҫласси тата Граждан урамне юсаса ҫӗнетессине вӗҫлесси тесе Денис Спирин сити-менеджер
палӑртса хӑварнӑ. Тилхепене тыттарнӑранпа уйӑх ҫитиччен Федор Андреев ятне маларах эпир асӑннӑ управлени сайтӗнчи структурӑран кӑларса ҫапнӑ. Вӑл текех пуҫлӑх маррине управленин пресс-службинче те халӗ журналистсене ҫирӗплетсе панӑ.
Шупашкар хулин администрацийӗнче 26 ҫулти специалиста пай пуҫлӑхне лартнӑ. Анна Страхова ҫамрӑксен пайне ертсе пырӗ.
Унчен ҫав должноҫа Станислав Трофимов йышӑннӑ. Вӑл ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пукан виҫӗ уйӑх пушӑ ларнӑ. Ҫӗнӗ яваплӑха Анна Андреевна паянтан пурнӑҫлама тытӑннӑ. Унччен вӑл хула администрацийӗн Мускав районӗнчи администрацийӗнче общество пӗрлешӗвӗсемпе тата организацийӗсемпе ӗҫлекен пайра ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тӗп специалистра 2018 ҫултанпа тӑрӑшнӑ.
Паян Шуппашкарти Президент бульварӗнче вырнаҫнӑ Правительство ҫуртӗнчен ҫынсене эвакуациленӗ. Кӑнтӑрла электронлӑ почтӑна унта бомба хуни пирки ҫыру ҫитнӗ.
Правительство ҫуртӗнче ӗҫлекен ҫынсене, унта килнисене - пӗтӗмпе 450 яхӑн ҫынна - урама кӑларнӑ. Телее, "бомба хунӑ" тесе килнӗ хыпар суя пулнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче электронлӑ почтӑсене бомба хуни пирки хыпар килнӗ тесе чылай ача пахчипе шкула, суту-илӳ центрӗсене эвакуациленӗ. Кашнинчех ку суя хыпар пулнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫулла, утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, Беларуҫ президенчӗпе Александр Лукашенкӑпа тӗл пуласшӑн. Икӗ пуҫлӑх пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки документсем алӑ пусасшӑн.
Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ ҫӗршыв машина механизмӗсен производствинче ҫыхӑнма ӗҫлеме пултарӗҫ. Тӗслӗхрен, Беларуҫре МАЗ машинӑсем туса кӑлараҫҫӗ, Чӑваш Енре вара – тракторсем, механизмсем, цистернӑсем.
Сӑмах май, кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Элтепер Беларуҫе кайма хатӗрленнӗ. Анчах кӑшӑлвирус тӗлӗшӗнчен лару-тӑру япӑхланнӑран ӗҫлӗ ҫулҫӳреве каярах куҫарма тивнӗ.
Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ольга Кудрявцевӑна ҫирӗплетнӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Паянхи кӑнтӑрла тӗлне илсен, республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин сайчӗн тытӑмӗнче Ольга Кудрявцева хушамачӗ ҫукчӗ.
Сергей Артамонов министрӗн ҫумӗсем паянхи куна иккӗн: Сергей Фролов — пӗрремӗш ҫум тата Инна Волкова.
Пӗтӗм Раҫҫейри вырӑнти хӑйтытӑмлӑх аталанӑвӗн ассоциацийӗ Шупашкар мэрӗ пулнӑ Алексей Ладыкова Раҫҫейри чи лайӑх мэр тесе палӑртнӑ.
Мускавра Пӗтӗм Раҫсейри муниципалитет форумӗ иртнӗ. Унта Президент Администрацийӗн, РФ Правительствин элчисем, Патшалӑх Думин депутачӗсем, сенаторсем, муниципалитет ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Форумра тӗрлӗ номинаципе чысланӑ. Алексей Ладыкова "Вырӑнти хӑйтытӑмлӑхри чи лайӑх ертӳҫӗ" номинацире палӑртнӑ.
Палӑртмалла: Алексей Ладыков Шупашкар хула администрацине 10 ҫул ертсе пынӑ. Халӗ вӑл ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, РФ Президенчӗн Чӑваш Республикинчи тулли праваллӑ элчи.
Архангельск облаҫӗнчи Афанасовски ял патӗнче тӳлевлӗ кӗпер вырнаҫнӑ имӗш. Ку тӗлте Онега урлӑ каҫас тесен урӑх нимӗнле май та ҫук, ҫавна май ҫынсен ирӗксӗрех тӳлеме тивет. Хакӗсем те пӗчӗкех мар — тетелте вырнаҫтарнӑ сӑнсене ӗненес пулсан, джип евӗрлӗ машшинпа пӗр енне каҫма 360 тенкӗ тӳлемелле. Каялла каҫма — тепӗр ҫавӑн чухлӗ. Тракторсемпе тиев машинисенчен тата та ытларах илеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне юлашки вӑхӑтра хаксене татах та хӑпартнӑ — ҫакна Раҫҫее санкцисем чӑрмавсем кӳнипе сӑлтавланӑ.
Кӗпер «Кенозерье» (Кена ятлӑ юханшыв юхса тухакан кӳлӗ) наци паркне каякан ҫул ҫинче вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл кунти темиҫе теҫетке ял валли (Аверкиевски, Корякино, Рудниковски, Измайловски, Кузьмински, Враниковски, Самково, Караник, Коровино тата ытти чылай ялпа поселок) «пысӑк ҫӗрпе» ҫыхӑнтаракан пӗртен-пӗр каҫмалли вырӑн. Ӑна вырӑнти «Норд-Лес» компани пантонсенчен туса хатӗрленӗ. Кӗпер вӑрӑмӑшӗ — 150 метр. «Жизнь в движении» блогер шутласа кӑларнӑ тӑрӑх 1 ҫухрӑм ҫул хакӗ ҫапла май кунта 2000 тенкӗпе танлашнӑ (вӑл 310 тенкӗ тӳлени пирки каласа панӑ).
Кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне пурин те тӳлеме тивет — вырӑнта пурӑнаканскер пулсан та, кунталла канма килекен пулсан та.
Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева Узбекистана чӗннӗ. Ҫитсе курма, ӗҫлӗ хутшӑнусене ҫӗнӗ шая кӑларма республика ертӳҫипе пӗрлех пирӗн тӑрӑхри делегацие те йыхравланӑ.
Узбекистанӑн Хусанти генконсулӗпе Фариддин Насриевпа Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев икӗ енлӗ хутшӑнусене аталантарас ыйтӑва республикӑн Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулура сӳтсе явнӑ.
Узбекистанпа Чӑваш Ен чылайранпах туслӑ ҫыхану тытаҫҫӗ иккен. Суту-илӳ калӑпӑшӗ 2021 ҫулта 13,2 млн долларпа танлашнӑ. Чӑваш Енӗн тулашри партнёрӗсенчен Узбекистан вуннӑмӗш йӗркене йышӑнать. Экспорта пирӗн тӑрӑхран пӗлтӗр 12,8 млн долларлӑх продукци ӑсаннӑ. Кунта тӗп вырӑн электричество машинисем тата оборудовани (34,3 %), пӗрене-хӑма тата унран хатӗрленӗ япласем (12,1 %), механика хатӗрӗсемпе пайӗсем (8,1 %), керамика хатӗрӗсем (7,4 %), лакпа сӑрӑ (7,0 %) йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пресс-секретарьсен кадр резервне хатӗрлеҫҫӗ. Паянхи куна илсен сӑмах республикӑн ҫичӗ министерстви тата Чӑваш Енӗн Элтепер Администрацийӗн Пресс-службипе протокол управленийӗнчи хӑш-пӗр должноҫсем пирки пырать.
Списокра Чӑваш Енӗн Элтепер Администрацийӗн Пресс-службипе протокол управленийӗн пуҫлӑхӗ — йӗркелӳ уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ, пресс-служба пайӗн пуҫлӑхӗ, информаци ресурсӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ, информаципе аналитика пулӑшӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ пур. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен заявкӑсене республикӑн Сывлӑх сыхлав, Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи, Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн, Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх, Спорт министерствисенче пресс-секретарьте ӗҫлес ӗмӗтлисенчен кадр резервне кӗме заявкӑсем йышӑнӗҫ; ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗччен — Стройминра тата Экоонмика ааланӑвӗнче министерствинче тӑрӑшма.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 230-мӗш хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пуҫлӑх пулмалли кадр резервне ҫӗнӗ ҫынна кӗртнӗ. Вӑл — «Барарус» тулли мар яваплӑ обществӑн директорӗ Валерий Григорьев.
Валерий Юрьевич муниципалитет районӗсемпе хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен должноҫне йышӑнмалли кадр резервӗнче пулӗ.
Сӑмах май каласан, Валерий Григорьев директор пулса ертсе пыракан предприяти учредителӗсем иккӗн: вӑл хӑй тата тепӗр ҫын. Асӑннӑ пӗчӗк организаци тӗрлӗ машинӑпа оборудовани, электротехника оборудовани сутать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |