Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Алексей Кизилова ӗҫрен кӑларнӑ.
Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа паян республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Алексей Кизилов министерствӑра унччен те ӗҫленӗччӗ. Кайран Мускав облаҫӗнче, Чехов хулинчи 1-мӗш район пульницин тӗп тухтӑрӗнче тимлеме тытӑннӑччӗ. Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнче шаннӑччӗ.
Паян 9 сехетре Мускавра Паллӑ мар салтакӑн вилтӑпри патӗнчен ҫулӑм илӗҫ. Ӑна авточупупа пӗрле Чӑваш Ене илсе килӗҫ. Ҫак ҫулӑм Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи окоп чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалланӑ палӑк патне ҫитӗ, унпа унти ҫулӑма ҫутӗҫ. Вӑл ӗмӗр сӳнми пулӗ.
Александр садӗнче ЧР Элтеперне Олег Николаева, саккун тӑвакан влаҫ органӗсен элчисене, ҫамрӑк армеецсене, нимеҫӗсене, Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсене, Кремль курсанчӗсене, тыл ӗҫченӗсен ҫемйисене кӗтсе илӗҫ.
Ҫулӑма йӑтнӑ авточупу Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин ятне ҫӗнсе илнӗ хӑш-пӗр хула урлӑ Чӑваш Ене ҫитӗ. Колонна йышӗнче байкерсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи машинӑсем пулӗҫ.
Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ (райадминистраци сайтӗнчи информаци тӑрӑх, муниципалитета Александр Куликов ертсе пырать) шанчӑкран тухнӑ. Ӑна прокуратура ӗҫрен кӑларса ярасшӑн.
Районти депутатсен пухӑвӗ прокуратура ыйтнине пурнӑҫлама васкамасть. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫлӑха вӑл выговор панипех ҫырлахнӑ. Анчах надзор органӗ кунпа лӑпланман, суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та прокуратурӑпа килӗшнӗ.
Элӗк районӗн прокуратури 2021 ҫул вӗҫӗнче автоҫулсене тытса тӑрассипе тата юсассипе контракт алӑ пуснӑ чухне коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ.
Элӗк районӗн администрацийӗ райадминистраци пуҫлӑхӗн арӑмӗн уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗпе 2019-2021 ҫулсенче 42 миллион ытла тенкӗлӗх муниципалитет килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Ҫавӑн чухне тӳре-шара коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна нормисене шута илмен.
Шупашкарта 11-мӗш троллейбуса унчченхи маршрут ҫинех тавӑрасшӑн. Кун пирки хула адмнистрацийӗ пӗлтерет.
Кӑҫал Шупашкарта 4 троллейбус маршрутне улӑштарма палӑртнӑ. Ку 6-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш тата 11-мӗш троллейбуссене пырса тивет. 5-мӗш троллейбуса каялла тавӑрасшӑн. Пӗлтӗр ӑна 11-мӗшӗпе пӗрлештернӗччӗ. Кӑҫал 11-мӗш троллейбуса унчченхи пекех «Чукун ҫулӗ» чарӑна таран ҫӳретттерме тытӑнасшӑн.
Хальлӗхе улшӑнусем пирки тӗплӗ хыпар ҫук.
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем мӗнле хаҫат-журнал вулаҫҫӗ? Хальхи вӑхӑтра вӗсем "Советская Чувашия", "Республика", "Чебоксарские новости", "Российская газета" хаҫатсене, "Кадровик", "Советник бухгалтера бюджетной сферы" журналсене ҫырӑнса илеҫҫӗ. Ҫитес ҫур ҫула 6 хаҫат-журнал ҫырӑнса илме палӑртнӑ. Куншӑн 46243,7 тенкӗ тӳлеме хатӗр. Хальлӗхе аукциона хутшӑнакансем тупӑнман.
Шупашкар хула администрацийӗнче 10 хаҫат-журнал вулаҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче "Хыпар", "Грани", "Российская газета", " Аргументы и факты", "Вести Чувашии", "Чебоксарские новости", "Коммерсанть","Комсомольская правда"хаҫатсем, " Наука и жизнь", "Цифровой океан" журналсем пур. Ҫитес ҫур ҫулта администраци хаҫат-журнал илсе ҫитернӗшӗн 35198,9 тенкӗ тӳлеме хатӗр.
"Ҫӗнтерӳ чиккисем" экспозицие малтан РФ Патшалӑх Думинче кӑтартнӑ. Паян ӑна Федераци Канашӗнче хӑтланӑ.
Ведомство председателӗ Валентина Матвиенко Сӑр чиккине Маннергейм линийӗпе танлаштарнӑ, пирӗн окоп унран та вӑрӑмраххине палӑртнӑ. Вӑл вун-вун пин ҫын 380 ҫухрӑм окоп чавнине аса илнӗ. "Ку паллӑ Маннергейм линийӗнчен 3 хут пысӑкрах. Кашни ҫухрӑмӗпе хӗрарӑм шӑпи ҫыхӑннӑ", - тенӗ Валентина Матвиенко.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Тыл ӗҫенӗсен кунне паллӑ тума сӗннӗ. Валентина Матвиенко ку шухӑша ырланӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 49 ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилнӗ. ЧР Мнистрсен Кабинечӗн Председателӗ Дмитрий Краснов ятарласа лару ирттернӗ.
Ҫынсем мӗнле майпа наркӑмӑшланнине палӑртмашкӑн кашни тӗслӗхе уйрӑмӑн тишкерӗҫ.
Тӳре-шара контрафакт сутассине чарас, эрехпе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсене сахаллатас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Малашне ҫын контрафакт эрехпе наркӑмӑшланса вилнӗ тӗк муниципалитетсен анализ справкине тӑратмалла пулӗ. Ҫапла тӳре-шара кашни тӗслӗхе тишкерӗ.
Влаҫ органӗсен порталне хакерсем тапӑннӑ. Юлашки 2 эрнере вӗсем 17 хутчен тапӑннӑ. Кун пирки ЧР цифра министрӗ Кристина Майнина паян пӗлтернӗ.
Ҫавна май ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе влаҫ органӗсен порталӗ тата cap.ru домен ҫинчи сайтсем йӗркеллӗ ӗҫлемеҫҫӗ.
«Хакерсен тӗллевӗ — сайтсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркерен кӑларасси. Эпир тапӑнусем пулнӑ IP-адрессене хуплатпӑр», — пӗлтернӗ министр.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев РФ Патшалӑх Думин национальноҫсен ӗҫӗпе тимлекен Геннадий Семигинпа тӗлпулнӑ. Енсем чӑваш халӑхӗн наци культурипе чӗлхине конкретлӑ проектсем урлӑ аталантарас ыйтӑва сӳтсе явӑ.
Сӑмахран, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проектӑн хӑтлавӗ иртӗ. Унта Геннадий Семигин та хутшӑнӗ.
Акцин амбассадорӗ — Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл «Русская песня» ансамбльпе пӗрле хатӗр карттӑпа паллаштарӗ. Ун хыҫҫӑн ҫав карттӑ федераци округӗсем тӑрӑх ӑсанӗ.
Республикӑра пурӑнакансем маска режимне пӑрахӑҫлама ыйтаҫҫӗ. Хӑш-пӗр лавккара маска тӑхӑнмасан тавара сутманни ҫынсене тарӑхтарать-мӗн. Кун пирки вӗсем халӑх тетелӗсенче ҫырса пӗлтереҫҫӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев та маска режимне пӑрахӑҫламалла тесе шутлать. Унӑн шухӑшӗпе, влаҫ хӑйӗн ҫине яваплӑх илесшӗн мар. Вӑл каланӑ тӑрӑх, режима пӑрахӑҫламанни тӳре-шарашӑн страховка пекех-мӗн. Чӑннипе, общество вырӑнӗсенче, лавккасенче халӑх маска тӑхӑнма пӑрахнӑ ӗнтӗ.
Сӑмах май, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче маска режимӗ Чӑваш Республикинче тата Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫеҫ вӑйра. Ытти регион ку йӗркене пӑрахӑҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |