Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра 4 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ уҫӑлӗ. Кун пирки республикӑн Правительствин Председателӗн ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов ҫӗршывӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Максим Решетников ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Дмитрий Краснов социаллӑ-экономика аталанӑвӗн уйрӑм программинче 4 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ уҫма пӑхса хӑварнине ӗнентернӗ. Программӑна аталантарма пуҫланӑранпа юлашки виҫӗ ҫул хушшинче 1414 ӗҫ вырӑнӗ уҫӑлнӑ. 2023–2024 ҫулсенче 3 140 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ хушӑнмалла.