Чӑваш Енри шкулсенче астрономи предметне вӗрентме пуҫласси пирки унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Шкул ачисене финанс грамотноҫӗ предметне те ӑса хывтарасшӑн. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ку предмета Раҫҫейри 72 регионта пилот мелӗпе вӗрентме тытӑннӑ ӗнтӗ. Чӑваш Енре ку проекта Сӗнтӗрвӑрринчи гимназире тата Патӑрьелти шкулта пурнӑҫласшӑн. Вӗсен йышне Шупашкарти виҫӗ шкул та кӗрӗ: 24-мӗш, 30-мӗш тата 48-мӗш.
Ҫулталӑк вӗҫне Раҫҫейре ку предмета вӗрентекен шкулсен йышӗ 500 таран ҫитмелле. Специалистсене у йрӑм курссенче хатӗрлӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 10 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫурчӗ умӗнче старта пухӑнӗҫ. Унта велосипедпа ҫитмелле. Спортсменсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗ таран кайӗҫ.
Старта пирӗн ентеш, СССР летчик-космонавчӗ Андриян Николаев космоса ҫӗкленнӗренпе 55 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ӑна республикипех паллӑ тӑвӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинчен тата Вӑрмар поселокӗнчен те старта тухӗҫ. Вӗсем Шуршӑл ҫывӑхӗнчи стела-ракета ҫывӑхӗнче 11 сехет ҫурӑра тӗл пулӗҫ, центра пурте пӗрле кӗрӗҫ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкара пырса кӗнӗ ҫӗрте «васкавлӑ пулӑшу» машинипе «Калина» маркӑллӑ автомобиль пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина лапчӑннӑ, «васкавлӑ пулӑшу» урапи тӳнсе кайнӑ.
Инкек пулнӑ вырӑна тухтӑрсем, ҫул-йӗр инспекторӗсем вӗҫтерсе ҫитнӗ. Аманнисене улттӑшне те тухтӑрсем пулӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра, эпир хамӑр ҫӑлкуҫсенчен пӗлнӗ тӑрӑх, пульницӑра «Калина» машина водителӗ тата «васкавлӑ пулӑшури» хӗрарӑм кӑна. Юлашкинчен калани, Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан 24-ри хӗрарӑм, ача ҫуратма кайма тухнӑскер пулнӑ. Хӗрарӑм чиперех ҫӑмӑлланнӑ.
Инкек сӑлтавне ҫул-йӗр инспекторӗсем палӑртӗҫ. Вӗсем малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекшӗн «Калина» машинӑн 66 ҫулти водителӗ айӑплӑ: сулахай енне пӑрӑннӑ чух вӑл асӑрханусӑр пулнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата хулинче пурӑнакансем Ҫӗнӗ Шупашкара тӳрӗ ҫулпа каясшӑн.
Вӗсен унта ҫитес тесен Шупашкар районӗнчи Тутаркасси поселокӗ ҫумӗпе хальлӗхе иртсе каймалла. Ҫав ҫула сӗнтӗрвӑррисем монохулана аталантарма уйӑракан укҫа шучӗпе тӑвасшӑннине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников муниципалитетра социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетме иртнӗ эрнере пуҫтарӑннӑ пухура каланӑ.
Икӗ хулана тӳрремӗн ҫыхӑнтарас тесен ҫичӗ километр тӑршшӗ ҫул сармалла-мӗн. Ҫывӑх автотрасса питӗ кирлине Анатолий Мясников Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакансенчен 2 пин ҫын Ҫӗнӗ Шупашкара кунсерен ӗҫе ҫӳренипе сӑлтавланӑ.
Анчах республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку шухӑша ырламан, мӗншӗн тесе ҫул тума хакла ларать.
Иртнӗ эрнекун Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кӑҫалхи ҫур ҫула пӗтӗмлетмелли пуху иртнӗ. Унта республикӑран Михаил Игнатьев Элтепер, Светлана Енилина финанс министрӗ тата ыттисем хутшӑннӑ.
Районӑн ҫур ҫулхи аталанӑвӗпе паллаштарнӑ май туризма аталантарассине те хускатнӑ. Пухура пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тарӑх, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников ҫапларах пӗлтерни паллӑ: Сӗнтӗрвӑрринче туризм аталанать, мӗншӗн тесен Куславккара дебаркадер ҫук, ҫавна май пӑрахутсем Сӗнтӗрвӑрринче чарӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал «Куславкка–Волжск–Куславкка» маршрутпа Атӑл ҫийӗн теплоход ҫӳреттермессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Навигацие чарса лартни теплоход тӑмалли вырӑна вырнаҫтарма укҫа хӗсӗк пулни темелле. Куславккасем Шупашкарти юханшыв порчӗ дебаркадершӑн хаклӑ ыйтать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Надежда Гладкова ҫитес эрнерен, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен, Сӗнтӗрвӗрри хула администрацине ертсе пыма тытӑнӗ. Пуҫлӑха кама лартассине хулари депутатсем ӗнерхи ларура пӑхса тухнӑ. Надежда Гладкова кандидатурине вӗсем пӗр шухӑшлӑн ырланӑ.
Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Надежда Гладкова биографине тишкерсен вӑл пур енлӗ пултарни сисӗнет: секретарь-машинистка та, кадрсен пайӗн инспекторӗ те, шкулти пионервожатӑй та, ҫӗр йӗркелӳҫӗ те, Шупашкар район администрацийӗнчи экономика пайӗн специалисчӗ те, инженер та, ял хуҫалӑх предприятийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ те. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнче 2016 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ, кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче халиччен пулман уяв иртет. Унта йӗкӗрешсемпе виҫӗрешсене тата тӑватӑрешсене чӗнеҫҫӗ.
Мероприятие йӗркелесе ирттерекенни — район администрацийӗн гражданла актсене ҫыракан пайӗ тата районти тӗп вулавӑш. Вӗсем йӗкӗреш ачаллисен амӑшӗсен сӗнӗвне шута илсе ку мероприятие ирттерме йышӑннӑ. Уяв ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хулари Культура тӳремӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Фестиваль парадран пуҫланӗ. Программа юрӑ-ташӑпа, хаваслӑ ытти мероприятипе пуян пуласса шантараҫҫӗ.
Фестивале пухӑннисене хавхалантарма йӗркелӳҫӗсем пуян ҫынна тупса хунӑ. Вӑл пылак апат-ҫимӗҫ туянма укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшать. Конкурссенче палӑрнисене тав туса кунсӑр пуҫне Хисеп хучӗсемпе чыслӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрринчи шкулта тӑххӑрмӗш класс вӗренсе пӗтернӗ Иван Александрова ҫӗршыв ертӳҫи хӑйӗнчен ирттерет тесе ырланӑ. Физика, хими тата литература предмечӗсене кӑмӑллакан яш ҫак кунсенче Сочири «Сириус» центрӗнче вӗренет. Унта вӑл центр ирттернӗ конкурс али витӗр тухса лекнӗ. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ачасемпе ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тӗл пулнӑ.
Чӑваш Енри Иван Александров Президентпа калаҫнине Раҫҫейӗн чылай телеканалӗпе кӑтартрӗҫ. Касса илнӗ сыпӑкран ача Владимир Путин турник ҫинче миҫе хутчен туртӑннипе кӑсӑкланни палӑрчӗ. Анчах яш Владимир Путин ача чухне «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа патриот вӑййисене хутшӑннипе те интересленнӗ.
Турник ҫинче туртӑнни пирки калаҫнӑ чух Владимир Путин хальхи вӑхӑтра 15–17 хутчен тесе каланӑ. Иван 25 хут пултарать иккен. Ҫакна илтсен ҫӗршыв ертӳҫи ачана ырланӑ, Иван Президентран та ирттерет тесе мухтанӑ.
Владимир Путин шухӑшланӑ тӑрӑх, тепӗр ҫынна хисеплесен унӑн вӑйлӑ енне йышӑнма пӗлмелле.
Канашра тинех ыйту татӑлнӑ. Герб пирки тавлашу темиҫе ҫула пынӑ. Тинех вӑл мӗнле пулассине йышӑннӑ.
Гербӑн мӗнле пулмалла? Ку тавлашу 8 ҫул пынӑ. Чылайӑшӗ киввине хӑварма сӗннӗ. Ӑна 1976 ҫултах йышӑннӑ. Анчах вӑл геральдика сакунне пӑхӑнман, ӑна регистрацилеме май ҫук.
Юлашкинчен йышӑну тунӑ. Ҫӗнӗ герб авторӗ — Сӗнтӗрвӑрринчи ӳнерҫӗ Вадим Шипунов. Халӗ документсене ҫӗнӗ символикӑна патшалӑх регистрне кӗртмешкӗн Питӗре Геральдие ярӗҫ.
Ӗнер пирӗн республикӑра вӑйлӑ ҫумӑр лӳшкессине, ҫил-тӑвӑл алхасассине синоптиксем ӗнер асӑрхаттарни тӳрре килчӗ. Вӑрмар районӗнчи Енӗшпуҫӗнче тата Ичеснер-Атайкассинче паян ирччен ҫутӑсӑр ларнӑ.
Иртнӗ талӑкра пирӗн республикӑра вӑтамран 42 мм ҫумӑр ҫунӑ. Улатӑр тата Канаш хулисенче, Улатӑр, Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче талӑкра уйӑхри чухлӗ (58 миллиметртан пуҫласа 80 мм таран) ҫунӑ.
Паянтан пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗчченех ҫанталӑк начар тӑмалла, инкек-синкек тухас хӑрушлӑх пысӑк. Ӗнер Канаш районӗнчи 11 ялта ҫутӑсӑр юлнӑ, анчах ятарлӑ службӑсем инкеке виҫӗ сехетре пӗтернӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулинчи 97 ҫурт та пӗр вӑхӑтлӑха ҫутӑсӑр юлнӑ. Вӑрмар районӗнчи инкеке пӗтерессипе яваплӑ службӑсем паян ирпе те ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |