Паян ҫурҫӗр иртни пӗр сехетре тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пулӑшу ыйтса ҫырнӑ. Унта 45 ҫеккунта пыракан видео та вырнаҫтарнӑ.
Пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗнче пурӑнакан чирлӗ ҫын патне реанимаци машини чӗнсе илнӗ. Ҫул ҫук пирки машина кирлӗ ҫӗре ҫитеймен, вӑл лачакана путса ларнӑ. Тухтӑрсем чирли патне ҫуран утса ҫитнӗ-ха, анчах кайран автомобиле тӗксе (туртса) кӑларасса кӗтме тивнӗ.
Машина пӗр сехет ытла ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тепӗр ҫын патне кайма пултарнӑ.
Ишек ялӗ пӗчӗк те мар, 100 ытла ҫын пурӑнать тесе пӗлтернӗ.
Паняхи кун тӗлне республикӑра кӑшӑлвирусран ҫын тепӗр 5 ҫын вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ку таранччен каварлӑ инфекцие пула 186 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ку таранччен 10769 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 9331-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 81 ҫын чирленӗ, 124 ҫын сывалнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлисен йышӗнче 757 ача. Хальхи вӑхӑтра 1252 пациент килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет.
Чӑваш Енре койкӑсен 6 проценчӗ ҫеҫ пушӑ. Пӗтӗмпе – 2435 вырӑн. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,2-пе танлашать.
Шупашкар хулинче шкул ачине машина ҫапса хӑварнӑ.
Яш ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта инкеке лекнӗ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх автоинспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек хулан Кӑнтӑр поселокӗнче чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 16 сехет те 35 минутра пулса иртнӗ.
Ҫул урлӑ каҫакан яш ҫине «Лада Гранта» автомобиль пырса кӗнӗ.
Ача йывӑрах мар суранланнӑ. Турра шӗкӗр, пульницӑра сипленмеллех шар курман вӑл.
«Инкек вӑхӑтӗнче водитель урӑ пулнӑ», – уҫӑмлатнӑ Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн Шупашкарти пайӗнче.
Васкакан вакка сикнӗ тесе ваттисем ахальтен каламан ҫав. Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑн патне утма ӳркеннӗ те машина айне лекнӗ.
Инкек ӗнер ирхи 8 сехет те 50 минутра Гагарин урамӗнчи Тӗп пасар тӗлӗнче пулнӑ. 81 ҫулти хӗрарӑм ҫулӑн тепӗр енне машинӑсемпе ӑмӑртмалла талпӑннӑ. Утмӑл ҫултан иртнӗ ҫынна ултӑ ҫулти ача ӑсӗ кӗрет тесе ахальтен каламан тейӗн. Ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ ватӑ ҫын ҫине «Лада Гранта» пырса кӗнӗ.
Хӗрарӑм пуҫ мимине суранлатнӑ. «Ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ, унтан килне янӑ», – пӗлтереҫҫӗ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем.
Каллех 3 ҫын вилнӗ.. Сӑмах – кӑшӑлвирус пирки. Республикӑра каварлӑ вируса пула вилекенсен йышӗ 181 ҫынна ҫитнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Иртнӗ талӑкра 78 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансен йышӗ нумайрах пулнӑ – 131 ҫын. Пӗтӗмпе ку таранччен 9207 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1300 пациент килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 10688 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Чӑваш Енри хӑш-пӗр аптекӑра тепӗр эмелсем ҫуккине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха. Ку ыйтӑва аптекӑсен сечӗсен пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов каланӑ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑха кӳршӗллӗ регионсенчен те эмел туянма килеҫҫӗ. Ҫакна ӑнланма пулать. Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ вӑхӑтра ытти регионти аптекӑсенче те тепӗр препаратсем ҫитмеҫҫӗ.
Эмел ыйтӑвӗ пирӗн республикӑра ҫывӑх вӑхӑтра татӑлассине шантараҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 17-20-мӗшӗсенче 16 йышши препарат кӳрсе килмелле.
Канашри тата Патӑрьелти пульницӑсене ковид-госпиталь пек ӗҫлеттересшӗн. Ҫакна ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви йышӑннӑ.
Паянхи кун тӗлне республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем валли 2355 койка хатӗрленӗ, анчах ку ҫителӗклӗ мар. Ҫавна май Сывлӑх сыхлавӗн министерстви Канаш районӗн тата Патӑрьел районӗн тӗп пульницисенче те койкӑсем хатӗрлеме йышӑннӑ.
Паянтан пуҫласа ҫак пульницӑсене харпӑр хӳтӗлев хатӗрӗсемпе, ИВЛ аппарачӗсемпе, кислородпа, эмелсемпе тивӗҫтерме тытӑннӑ. Ҫавӑнпа кирлӗ пулсанах вӗсем ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пултарӗҫ.
Республикӑри хӑш-пӗр аптекӑран эмелсем ҫухалнӑ. Пурте мар. Антибиотиксем, вируса хирӗҫле препаратсем, гормонсем. Кирлӗ ассортиментпа тивӗҫтермен аптекӑсене республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов административлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ.
Аптекӑсенче антибиотиксен ушкӑнӗнчи азитромицин, левофлоксацин, цефтриаксон, антикоагулянтсен ушкӑнӗнчи натри эноксапарин, вируспа кӗрешекен умифеновир ятлӑ препаратсене, дексаметазон тата метилпреднизолон гормонсене тупса илме йывӑр иккен.
Авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен хаксем 0,3 процент хакланнӑ, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа – 3,8 процент. Аптекӑсенче хак ӳсни эмел туса кӑларакансем эмелшӗн унчченхинчен 3,6 процент нумайрах ыйтаҫҫӗ. 50 тенкӗрен йӳнӗрех препаратсем пуринчен ытла хакланнӑ – пурӗ 5,9 процент.
Вируспа кӗрешекен 16 йышши препаратӑн пӗрремӗш партийӗ чӳк уйӑхӗн 17-20-мӗшӗсенче килсе ҫитмелле тесе каланӑ министр. Аса илтерер, кӑшӑлвируспа кӗрешекен препарат туянма федераци бюджетӗнчен 48,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ковидран килте сипленекенсене кӑшӑлвируса хирӗҫ препарата тӳлевсӗр парӗьҫ.
Шупашкар районӗнчи Шуркасси ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ тума тытӑннӑ.
Тухтӑр ҫурчӗ 1910 ҫулта хӑпартса лартнӑ купса ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Анчах ӑна тӗплӗн юсамалла. Фельдшерпа акушер пункчӗ купса ҫуртне 1958 ҫулта куҫса кайнӑ, пӗрремӗш хута йышӑннӑ. Унччен медпункт Семен Семеновӑн уйрӑм ҫуртӗнче пулнӑ.
Ҫӗнӗ ФАПа киввинчен инҫех мар хӑпартса лартӗҫ. Унта фельдшерпа врач, тӗрлӗ процедура тумалли,эмел сутмалли, персонал валли пӳлӗмсем, санузел пулӗҫ.
Республикӑра паянхи кун тӗлне 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальлӗхе кун пекки пулманччӗ. Ку таранччен Чӑваш Енре инфекциленнӗ 176 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне 10535 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 8981 ҫын сывалнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Пӗр талӑкра 71 ҫын инфекциленнӗ, 79 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне 1378 ҫын кӑшӑлвирусран килте е пульницӑра амбулатори мелӗпе сипленет. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-рен кӑштах иртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |