Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑшӑлвируспа ҫаплипех чирлеҫҫӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн тӑрӑхри 118 ҫын чирленине шута илнӗ. Ӑна пула 3 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Сывалнипе 24 ҫынна пульницӑран кӑларнине пӗлтереҫҫӗ.
Аслӑ класра вӗренекен шкул ачисене икӗ эрне инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентрӗҫ. Студентсемпе училищӗсенче вӗренекенсем вара ку эрнере те килте вӗренеҫҫӗ.
Кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ мерӑсем усламҫӑсене пысӑк сӑтӑр кунӗ. Пирӗн республикӑри предприятисем 2 миллиард тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Апатлану предприятийӗсенче фуд-кортсене уҫма ирӗк пачӗҫ.
Пурнӑҫ кашни утӑмра тенӗ пек хут ҫырнинчен тата ҫавна электрон ҫӑлкуҫсене куҫарнинчен тӑракан пулса кайрӗ. Ҫакӑ пур отрасльте те сисӗнет. Маларах васкавлӑ пулшура ӗҫлекенсене планшетсем валеҫсе тухрӗҫ. Халӗ ӑна терапевтсемпе пӗтӗмӗшле практика врачӗсене те парӗҫ. Ку хатӗр ҫулталӑк вӗҫлениччен 846 ҫын валли туянӗҫ.
Сывлӑх сыхлав министерствинче планшетсем тухтӑрсене чирлисем патне киле кайсан кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Мобильлӗ приложени пулӑшниме шурӑ халатлисем электрон медицина карттине пӑхайӗҫ,больница хутне тата ҫӑмӑллӑхлӑ рецепта ҫырса парайӗҫ.
Кирлӗ пулсантухтӑрсемпланшет урлӑ телемедицина консультацийӗ илейӗҫ.
Чӑваш Енри фельдшерсем те телемедицина пулӑшӑвӗпе усӑ курайӗҫ. Ку меслет врачсене пӗр-пӗринпе инҫет ҫыхӑну мелӗпе канашлама май парать. Кӑшӑлвирус инфекцийӗ алхаснӑ вӑхӑтра ку пулӑшу пушшех те питӗ кирлӗ тесе пӗлтереҫҫӗ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче.
Кӑҫал 26 пульницӑра 35 телемедицина пункчӗ йӗркеленӗ. Ҫапла вара республикӑри мӗнпур медицина учрежденине телемедицина мелӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Инҫет ҫыхӑну мелӗпе тухтӑрсем федераци шайӗнчи медицина центрӗсенчи пултаруллӑ та ӑста специалистсемпе канашлама, консультаци илме пултараҫҫӗ. Кӑҫал ун пек майпа ҫыхӑнасси 30 процент ӳснӗ, 5 пине ҫывхарнӑ.
Паян республикӑра 2 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен 325 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ку эрнере кӑна 47 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне 13413 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 12355-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 118 ҫын чирленӗ, 38 ҫын кӑна сывалнӑ. Раштавӑн пӗрремӗш эрнинче 850 ҫын кӑшӑлвируспа аптӑранӑ.
Паянхи кун тӗлне республикӑра кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ 733 пациента сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Паянхи кун тӗлне республикӑра 11 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен вируса парӑнтармасӑр 323 ҫын сывлама пӑрахнӑ. Раштав пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 45 ҫын вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Пӗр талӑкра 120 ҫын инфекциленнӗ, 31 ҫын сывалнӑ тесе палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне 13295 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 12317-шӗ сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 655 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Эрнекун кӑшӑлвируспа кӗрешессипе ӗҫлекен оперативлӑ штаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов статистикӑпа паллаштарнӑ.
Министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре килте амбулатори мелӗпе 3600 ытла пациент сипленет. Вӗсене 754 тухтӑр пӑхса тӑрать.
Нумаях пулмасть республикӑра килте сипленекенсене тӳлевсӗр эмелсем пама тытӑннӑ. Министр республикӑна 31,7 миллион тенкӗлӗх эмел килни пирки пӗлтернӗ. Ку таранччен тухтӑрсем пациентсене 3221 рецепт ҫырса панӑ, 1805 ҫынна кирлӗ эмелсемпе тӳлевсӗрех тивӗҫтернӗ.
«Пӗрремӗш эрнере 250-280 пациента тӳлевсӗр эмел панӑ, паянхи кун тӗлне вара – 1800 ытла ҫынна. Вӗсен шучӗ ӳссех пырать», - тенӗ Владимир Степанов.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта арҫын ача машина айне лекнӗ. Инкек ирхи 8 сехет ҫитеспе хулари Чернышевский урамӗнче пулса иртнӗ.
14-ри яш ҫине «Рено Сценик» автомобиль пырса кӗнӗ. Ача ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли ҫулпа утнӑ.
«Ача суранланнӑ. Ӑна тухтӑрсем тӗрӗсленӗ, кайран ӑна килне янӑ. Водителе тӗрӗсленӗ те, вӑл урӑ пулни палӑрнӑ», — пӗлтернӗ Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗнче.
Ҫул урлӑ каҫнӑ каҫнӑ чухне питех те асӑрханмалла. Ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑн е светофор пулсан та тимлӗхе ҫухатмалла мар. Водительсен те, паллах, тимлӗхе ҫухатмалла мар тата ҫуран ҫӳрекенсене хисеплемелле пек те...
Чӑваш Енре тепӗр 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ку таранччен 312 ҫын вилнӗ. Палӑртмалла: раштав уйӑхӗнче вируса пула 34 ҫын сывлама пӑрахнӑ. Чӳк уйӑхӗнче, 5 кунра, 16 ҫын вилнӗ.
Пӗр талӑкра 128-ӑн инфекциленнӗ. Пӗтӗмпе 13175 ҫыннӑн организмӗнче кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Вӗсенчен 12286-шӗ сывалнӑ. Паян 27 ҫын чире парӑнтарнӑ тесе палӑртнӑ. «Кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 577 пациент килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет. Паллӑ ӗнтӗ: пульницӑра «пневмони» диагнозлӑ ҫынсем те выртаҫҫӗ, вӗсен анализӗнче кӑшӑлвирус тухман.
Пульницӑсенче практика тухакан студентсене 7-10 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Кун пирки хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ку, паллах, кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Чирлекенсем нумайран тухтӑрсем ӗлкӗреймеҫҫӗ, ҫитмеҫҫӗ. Ҫавна май ку ӗҫе медицина факультетӗнче вӗренекен студентсене явӑҫтарма шутланӑ. Чӳк-раштав уйӑхӗсенче пульницӑсенче практика тухакан студентсене укҫа тӳлӗҫ.
Професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ учрежденийӗнчи ҫамрӑксене – 7 пин тенкӗ, аслӑ шкулта ӑс пухакан студентсене 10 пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Палӑртмалла: пульницӑсене 668 студента практикӑна янӑ, вӗсенчен 359-шӗ – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче вӗренекенсем. 309 студент – Шупашкарти медицина колледжӗнчен.
Чӑваш Енре пӗр талӑкра чирлекенсен йышӗ каллех ӳснӗ. Паян тепӗр 125 ҫын инфекциленнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 13047 ҫын кӑшӑлвирус ҫаклатнӑ. Вӗсенчен 12259-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра каварлӑ вируса пула тепӗр 8 ҫыннӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Ку таранччен 306 ҫын вилнӗ. Раштав уйӑхӗнче кӑна 28 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Юлашки талӑкра 158 ҫын сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 482 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Республикӑра койкӑсен 23,4 проценчӗ пушӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 0,93-пе танлашать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |