Ӗнер – 10 ҫын, паян 11 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑшӑлвирус статистики кӑҫал ҫавнашкал. Ҫулталӑк пуҫланнӑ кӑна – 21 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа 549 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне 16598 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 14960-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 110 ҫын чирленӗ. Сывалакансем сахалрах пулнӑ – 93 ҫын.
Статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвиурс диагноз ҫирӗпленнӗ 1089 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсем килте амбулатори мелӗпе е стационарта сипленеҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче чирлӗ хир сысни тупӑннӑ. Кун пирки Республикӑн патшалӑх ветеринари служби паян пӗлтернӗ.
Хир сыснине «Балхаш» сунар ҫӗрӗ ҫинче асӑрханӑ. Асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ «Резон» хупӑ акционер обществин шутланать.
Анализ тума Улатимӗрти ветеринари лабораторине ярса панӑ. Унти специалистсем тискер чӗрчун Африка мурӗпе чирлине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх ветеринари службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чире сарӑлма парас мар тесе специалистсем халӗ тӗрлӗ ӗҫ туса ирттереҫҫӗ.
2021 ҫулӑн пӗрремӗш кунӗнче кӑшӑлвирус статистики мӗнлерех? Юлашки талӑкра 10 ҫак каварлӑ вируса пула вилнӗ. Ку таранччен пӗтӗмпе 538 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Паянх кун тӗлне республикӑра пурӑнакан 16488 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 14867-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 101 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн ҫӗнӗ партийӗ килнӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвиурсран прививка тума пуҫалнӑ ӗнтӗ. Анчах хальлӗхе ӑна хӗрлӗ зонӑра ӗҫлекен тухтӑрсене, вӗрентекенсене ҫеҫ тӑваҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн, ҫак кунсенче, Чӑваш Ене вакцинӑн ҫӗнӗ партийӗ килнӗ. Хальхинче 1100 доза илсе ҫитернӗ. Вӗсене республикӑри 11 пульницӑна ӑсатнӑ. Ку прививкӑна медицина ӗҫченӗсене, вӗренӳ тата социаллӑ пулӑшу учрежденийӗсен, нумай функциллӗ центрсен ӗҫченӗсене, вӑраха кайнӑ чирпе нушаланакансене тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: кӑшӑлвирусран хӳтӗлекен прививкӑна ҫынсен ирӗкӗпе тата тӳлевсӗр тӑваҫҫӗ. Вакцинацилениччен ҫынна тухтӑр пӑхать.
Шупашкар хулинче 37 ҫулти арҫын хӗрарӑма вӗлернӗ. Тӗрӗссипе, вӑл ӑна ҫапса пӑрахас темен-ха. Ӳсӗрскер савнине кӗвӗҫнипе хӗненӗ.
28 ҫулти хӗрарӑмпа арҫын Шупашкарти хваттерте пурӑннӑ. Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче арҫын савнипе хирӗҫме тытӑннӑ. Усалскер алли-урине ирӗке янӑ. Хӗрарӑма пульницӑна лекмеллех ислетнӗ. Тепӗр кунхине ҫамрӑк хӗрарӑм куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫына тытса чарнӑ.
Тӗнчипе паллӑ велоҫулҫӳревҫӗсен, Никитӑпа Анастасия Тӗнчесен, йыш хушӑннӑ. Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗсен ывӑл ҫуралнӑ. Унчен вӗсем хӗр ӳстеретчӗҫ.
Настя Техас штатӗнчи клиникӑсенчен пӗринче ҫӑмӑлланӑ. Ҫамрӑк амӑшӗ Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, Настьӑн врачӗ — Эстонирен АПШна куҫса кайнӑ тухтӑр. Вӑл вырӑсла хӑш-пӗр сӑмаха ӑнланать. Настя хӑй те акӑлчанла пӗлет. Анчах вӑл хӑйӗнпе васкамасӑр калаҫма ыйтнӑ. Кун пек ӑнланма ҫӑмӑлрах.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи клиникӑра меню Раҫҫейри пек мар иккен. Ҫӑмӑлланӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма бургер тата чипс панӑ. Каҫхи сакӑр сехетре пӗҫернӗ ҫӗрулми, шалча пӑрҫи тата бургер ҫитернӗ, тепӗр кунне — ӑшаланӑ бекон. Кофе тата апельсин сӗткенне те ӗҫме чармаҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти кардиохирурги корпусӗ те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме тытӑнӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Пульницӑна кислород памалли точкӑсемпе, ИВЛ аппаратсемпе, кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, эмелсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа кӑшӑлвируспа чирлисем валли хушма 90 койка хатӗрленӗ.
Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе аптӑракан пациентсене талӑкӗпех пулӑшу парӗҫ. Васкавлӑ медпулӑшу коронарлӑ синдромпа нушаланакансене Республикӑри кардиодиспансера е Республикӑри клиника пульницинчи юн тымарӗсен регионти центрне илсе ҫитерме пултарать.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви хӑйне пӑхӑнакан республикӑри пульницӑсем уяв кунӗсенче епле графикпа ӗслессине палӑртнӑ.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 2, 3, 4, 5, 6, 8, 9, 10-мӗшӗсенче сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1 тата 7-мӗшӗсенче кая юлмасӑр пулӑшу кирлӗ пулса тухсан тухтӑрсене чӗнсе илме май килӗ. Пульницӑсенчи васкавлӑ пулӑшу пӳлӗмӗсем ун чухне шӑнкӑравсене ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ.
ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви пульницӑсенчи хӗрӳ лини телефонӗсем уяв тата кану кунӗсене пӑхмасӑрах ӗҫлессине ӗнентерет.
Кӗҫӗр Ҫӗмӗрлере хӑрушла преступлени пулса иртнӗ. Унти пӗр килте 48 ҫулти арҫын хӑйӗн шӑллӗне ҫӗҫӗпе чикнӗ. 42-ри вӑйпитти инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 48 ҫулти арҫын амӑшӗпе тата шӑллӗпе пӗр хваттерте пурӑннӑ. Пӑтӑрмах каҫхи 11 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. 48 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Шӑллӗпе харкашнӑ чух вӑл ҫӗҫӗ ярса илнӗ.
Пуҫиле ӗҫӗ малалла тӗпчӗҫ. Тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.
Чӑваш Енри икӗ тухтӑр Пирогов орденне тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: ку наградӑна Раҫҫейре кӑҫал ҫеҫ пама йышӑннӑ.
Сумлӑ наградӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Вера Алексеева тата Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин инфекци уйрӑмӗн заведующийӗ Сергей Ефимов тивӗҫнӗ. Орденсене вӗсене паян Шупашкарта панӑ.
Ҫавӑн пекех Президентӑн Хисеп хутне Хулан 2-мӗш пулницин медсестри Антонина Киргизова тивӗҫнӗ. Президент тавне Тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Татьяна Маркелова илнӗ. Ҫак тавах Хулари клиника центрӗн аслӑ медсестри Елена Толчина, Республикӑри ветерансен клиника госпиталӗн тухтӑрӗ Нина Сидорова, Республикӑри клиника пульницин уйрӑм заведующийӗ Петр Павлов тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |