Хӗллехи сивӗ хӗл кунӗсенче самантлӑха та пулин ӑшӑ ҫӗре лекме пирӗнтен чылайӑшӗ ӗмӗтленет пулӗ. Ытти ҫул ют ҫӗршывсене кайма май килнӗ пулсан, кӑҫал ун пек май ҫукпа пӗрех. Чикӗ леш енне пули-пулми тухса каяймӑн. Хамӑр патра ҫу кунӗсем ҫитессе ҫеҫ кӗтме тивет.
«Smartavia» авиакомпани халех ҫуллахи кану пирки шухӑшлама сӗнет. Вӑл хӑш-пӗр рейспа билетсене сутма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Ҫав шутра Шупашкартан Симферополе вӗҫекен самолет та пур.
Авиакомпани Чӑваш Ене Крымпа 2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен ҫыхӑнтарасшӑн.
Рейссен расписанийӗпе тата тарифсемпе авикомпанин сайтӗнче паллашма пулать.
Паян, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 6 сехет те 35 минутра «М-7» федераци ҫулӗ ҫинче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗ тӗлӗнче «Ниссан-Тиида» автомобиль «Ман» грузовикпа ҫапӑннӑ. Фура Мускав енне каяканскер пулнӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина ансӑрланса пыракан ҫулпа пынӑ чух кӑштахран хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Руль умӗнче хӗрарӑм пулнӑ.
Инкекре «Ниссан» водителӗ тата икӗ пассажир вилнӗ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Куславкка районӗнче фура ҫул хӗррине тухса кайса тӳнсе кайнӑ. Инкекре водитель аманнӑ. Кун пирки патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗ пӗлтернӗ.
Пысӑк тиевлӗ машина рулӗ умӗнче 28 ҫулти арҫын пулнӑ. Хут тиенӗ машинӑпа вӑл Хусан енне кайма тухнӑ. Куславкка районӗнче машина ҫул айккине чӑмнӑ, йывӑр тиевлӗскер тӳнсе кайнӑ.
Инкекре ытти машина шар курман. Фурӑн аманнӑ водительне пульницӑна ӑсатнӑ.
Кӑшӑлвирус ҫынсен пурнӑҫне ҫав-ҫавах татать. Иртсе кайнӑ талӑкра тата тепӗр 11 ҫын вилнӗ. Ҫӗнӗ цифрӑсене стопкоронавирус.рф порталта пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗрен чирлекенсен шучӗ те ӳссех пырать. Иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра ковидпа тата тепӗр 116 ҫын чирленине тупса палӑртнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа ку чир 16 пине яхӑн ҫынна ернӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, 15 931 ҫын.
Ӗнер 136 пациент сывалнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа 14 292 ҫын сывалнӑ. Вилнисен шучӗ вара — 486.
Раштав уйӑхн 24-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет тӗлӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта маршрут автобусӗпе «КамАЗ» автомобиль ҫапӑннӑ. Инкек Промышленность урамӗнче пулса иртнӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, груз турттармалли машина автобуса ҫул паман тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Маррутка водителӗ тата автобусри виҫӗ пассажир аманнӑ. Вӗсенчен пӗрне пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Республикин прокуратури хушнипе яваплисем тӗрӗслев ирттерӗҫ. Вӗсен светофор мӗншӗн ӗҫлеменни таранах палӑртмалла.
Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру паян та лӑплантармасть: 12 ҫын вилнӗ. Ку таранччен каварлӑ вируса пула 475 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ку таранччен 15815 ҫын инфециленнӗ. Вӗсенчен 14156-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 118 ҫын чирленӗ, ҫавӑн чухлех сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре 1184 пациента тухтӑрсем килте е стационарта сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсен кӑшӑлвирус диагноз ҫирӗпленнӗ. Кунсӑр пуҫне пульницӑсенче ӳпке шыҫнипе, анчах кӑшӑлвирус тесчӗ инфекци пуррине кӑтартман ҫынсем нумаййӑн сипленеҫҫӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 25 минутра «Шупашкар-Сурски» ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Хуларан Шупашкар районӗнчи учхоза кайма тухнӑ автобуспа «Лада Гранта» ҫапӑннӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑл машинӑн 32 ҫулти водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл автобуспа ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл автомобилӗн водителӗ вилнӗ. Автобусра ларса пынӑ 7 пассажиртан икӗ хӗрарӑм, 22 тата 65 ҫултискерсем, аманнӑ.
Инкекӗн чӑн сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханса ҫӳремеллине тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ.
РАШ |
25 |
11 ҫын вилнӗ, 123 ҫын инфекциленнӗ, 124 ҫын сывалнӑ. Ку – паянхи статистика.
Кӑшӑлвирусран кашни кунах ҫынсем вилеҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑра ку хисеп 463-пе танлашнӑ. Ку таранччен 15697 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 14038-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 1196 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Пациентсем килте амбулатори мелӗпе е стационарта сипленеҫҫӗ. Паянхи куна 642 пациент – йывӑр, 68-шӗ – питӗ йывӑр. Ӳпкене искуственнӑй майпа сывлаттармалли аппарат айӗнче 57 ҫын выртать.
Раштавӑн 19-мӗшӗнче Муркаш районӗн тӗп пульници ҫывӑхне санитари вертолечӗ анса ларнӑ. Пациент хӑйне япӑх туйнӑ: ун инсульт пулма пултарнӑ. Ҫитменнине, вӑраха кайнӑ чирпе нушаланнӑ. Ӑна санитари вертолечӗпе 10 минутран Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
Вертолет Муркашра Культура ҫурчӗ умӗнчи Хӗрлӗ лапама анса ларнӑ. Пациента ун патне Галина Кузнецова реаниматолог тата Татьяна Рыжкова медсестра илсе ҫитернӗ.
1959 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑма Респубикӑри клиника пульницин реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Унта ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ. Хӗрарӑм малалла сипленет.
Раштав уйӑхӗ пуҫланнӑранпа республикӑра 174 ҫын вилнӗ. Пӗтӗмпе ку таранччен 452 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Юлашки талӑкра вилекенсем каллех пулнӑ – 9 ҫын сывлама пӑрахнӑ.
Паянхи кун тӗлне 15574 ҫын инфекци ҫаклатнӑ, вӗсенчен 13914-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 120 ҫын чирленӗ, сывлакансем нумайрах пулнӑ – 124 ҫын.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 1208 ҫыннӑн кӑшӑлвирус диагноз пур. Вӗсем килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |