Улатӑр хулинчи предприятисенчен пӗринче рабочисене ӗҫре хӳтӗлӗнмелли хатӗрсем паман. Ҫакна вырӑнти прокуратура тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Надзор органӗ «Стройгарант» тулли мар яваплӑ обществӑра пулнӑ. Унта ӗҫ саккунне самай пӑсаҫҫӗ иккен. Пӗрремӗшӗнчен, ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисемпе рабочисене вӑхӑтра паллаштарса инструктаж ирттермен. Иккӗмӗшӗнчен, вӗсене ӗҫре хӳтӗленмелли хатӗрсем валеҫсе паман.
Саккуна пӑхӑнман директор тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ пуҫлӑха штрафланӑ.
Кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе ҫӗршыв тата республика шайӗнче тӗрлӗ мера йышӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Халӗ, сӑмахран, халӑх йышлӑ вырӑнсенче (лавккасемпе аптекӑсенче, общество транспортӗнче т.ыт.те) маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Кунсӑр пуҫне кафесемпе ресторансене, хавасланмалли-савӑнмалли тӗрлӗ учрежденисене ҫӗрле ӗҫлеме чарнӑ.
Чӑваш Енри мӗнпур организацие ӗҫченсене килте ӗҫлеттерме сӗннӗ. Май килнӗ таран. Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштаб паян ларура ачасен кӗрхи каникулне епле йӗркелессине сӳтсе явнине пӗлтертӗмӗр-ха. Килте ӗҫлеттересси пирки шӑпах ҫавӑнта сӑмах хускатнӑ та.
Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗн тӗп пульници тата Ҫӗнӗ Шупашкарти пульница кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пуҫланӑ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗрпӳ районӗн тӗп пульници те ятарлӑ режимра ӗҫлеме тытӑнӗ. Вӑл та ковид-госпиталь пулса тӑрӗ.
Ку йышӑнӑва паян кӑпшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Малашне ҫак медорганизаци гриппа, ОРВИпе чирлекенсене тата ковид-госпитальсенче сипленекен пациентсене йышӑнӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, ковид-госпитальсем уҫни республикӑри ытти медицина организацийӗсенчи койка фондне йӗркелеме пулӑшать.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе йӗркеленӗ оперштаб паян каллех ларӑва пухӑннӑ. Хальхинче тӳре-шара тата яваплӑ специалистсем ачасем кӗрхи каникула епле ирттерессине сӳтсе явнӑ. Республикӑри 169 шкулта каникула юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен кайнӑ, вӗсем чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗччен канӗҫ. Тепӗр 244 шкулта каникул чӳк уйӑхӗн 2-мӗшнче пуҫланӗ.
Шкула кайман вӑхӑтра ача-пӑчан килте лармалла тесе шухӑшлаҫҫӗ яваплисем. Республика Правительствин вице-премьерӗ — вӗренӳ министрӗ Алла Салаева кружоксемпе секцисен ӗҫне те чарса лартмалла тесе шухӑшлать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗпе, Спорт тата Культура министерствисемпе пӗрле кружоксене каникул вӑхӑтӗнче ӗҫлеттермелле мар тесе йышӑннӑ.
Кӑшӑлвиурспа вилнисен йышӗ кашни кунах ӳсет. Паянхи кун тӗлне тепӗр 3 пациент пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫапла майпа вирус республикӑри 142 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Ку таранччен 9841 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 8381-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 59 ҫын чирленӗ, 75 ҫын сывалнӑ.
Палӑртмалла: юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре кашни кунах кӑшӑлвирусран вилнӗ тӗслӗхсем пулнӑ. Вунӑ кун хушшинче вирус 29 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Маска тӑхӑнман ҫынсене мобильлӗ ушкӑнсем ятарлӑ приложенире шута илсе пыраҫҫӗ. Йӗрке пӑсакансене шута илме Чӑваш Енри IT-специалистсем пӗрлехи тытӑм хатӗрленӗ.
«Мобильлӗ ушкӑнсен маршрутне вырӑнти пуҫлӑхсем йӗркелеҫҫӗ. Йӗркене пӑсакансене тупса палӑртсан ятарлӑ приложенире шута илме, сӑн ӳкерчӗксем вырнаҫтарма пулать. Ҫавӑ судра усӑ курма та кирлӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Чӑваш Ен информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов.
Мобильлӗ приложенипе пурин те ӗҫлеме тӑрӑшмалла. Лайӑххипе Етӗрне, Красноармейски районӗсене, Улатӑр, Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене палӑртнӑ, начаррипе — Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Комсомольски районӗсене тата Ҫӗмӗрлепе Канаш хулисене.
Чӑваш Енре 10 кунра 26 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 3 ҫын вилни пирки пӗлтернӗ. Ҫапла ку таранччен 139 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Юлашки талӑкра республикӑра 58 ҫын чирленӗ, 108 ҫын сывалнӑ. Эпидеми пуҫланнӑранпа 9782 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 8306-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1337 ҫын кӑшӑлвирусран килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,06-па танлашать.
Ҫӗрпӳ районӗнче 46 ҫулти усламҫӑна суд тунӑ. Ӑна ҫыннӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн, асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн явап тытарнӑ.
Пӑтӑрмах 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Арҫын Ҫӗрпӳ районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, кафе тытнӑ. Ӑна 44 ҫулти пӗр арҫын тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫласа пулӑшнӑ. Арҫын ӗҫре ӳсӗр пулнӑ. Ҫавӑншӑн усламҫӑ тарӑхса кайнӑ, иккӗшӗн хушшинче харкашу сиксе тухнӑ. Унтан вӑл алли-урине ирӗке янӑ. Рабочие вӑл 30 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Йывӑр суранланнӑ арҫын киле кайма тухсан ҫул ҫинче вилсе кайнӑ.
Суд усламҫӑна 7 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатасшӑн. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен.
Паян та Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран ҫын вилнине палӑртнӑ. Ҫапла пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ 136 ҫынна ҫитнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Юлашки талӑкра 58 ҫын чирленӗ, 40 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен республикӑра 9724 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 8198-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1390 пациент килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет.
Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,07-пе танлашать.
Тепӗр икӗ ҫыннӑн пурнӑҫеӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Палӑртмалла: республикӑра юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе кашни кунах инфекцие пула вилнисене шута илеҫҫӗ. Пӗр кун 4 ҫын таранах пулнӑччӗ. Ҫапла вилнисен йышӗ 135 ҫынна ҫитнӗ.
Ку таранччен 9666 ҫын кашӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 8158-шӗ сывалнӑ. Ку 84,4 процентпа танлашать. Хальлӗхе 1373 ҫын килте е пульницӑра сипленет. Юлашки талӑкра 99 ҫын сывалнӑ, 60 ҫын чирленӗ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнӑран Роспотребнадзор маска режимне вӑйлатнӑ. Малашне общество вырӑнӗсенче кӑна мар, ҫын нумай пулакан вырӑнта та маска тӑхӑнмалла. Ку парковкӑсене, лифтсене те пырса тивет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |