Ҫӗнӗ Шупашкарта спорт комплексне ӗҫлеме чарнӑ. Унти «Солнечный» комплекс республикӑра санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑхнине пӑхмасӑрах ӗҫленӗ. Аса илтерер: кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара чылай предприяти-организацие хупрӗҫ. Вӗсенче халӑх йышлӑ пухӑннӑран чир сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти спорткомплекса тӗрӗслевҫӗсем ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пырса кӗнӗ. Унта спорт вӑййи иртнӗ. Пурӗ 10 ҫын ытла пухӑннӑ. Саккуна административлӑ майпа пӑсни ҫинчен протокол ҫырнӑ, ӑна суда ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт комплексне суд ӗҫлеме чарнӑ. Яланлӑха мар. 22 кунлӑха. Эпидемиологи тӑрӑмӗ япӑхнӑ вӑхӑтлӑха. Спорткомплекса суд приставӗсем пырса кӗнӗ, алӑксене хупса хунӑ.
Чӑваш Енри спортсменка ирӗклӗ кӗрешӳре пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑшан премие тивӗҫнӗ. Мария Кузнецова тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче те маттурлӑхне кӑтартнӑ.
Мария нарӑс уйӑхӗнче Италире спорт кӗрешӗвӗ енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Унӑн ҫитӗнӗвӗсене кура ЧР Правительстви ӑна преми пама йышӑннӑ.
Мария Кузнецовӑна 50 пин тенкӗ преми парӗҫ. Кунсӑр пуҫне ӑна уйӑхсерен, 2021 ҫулхи ака уйӑхӗччен, 6500 тенкӗ парса тӑрӗҫ. Унӑн тренерӗ Ольга Смирнова та премие тивӗҫнӗ. Ӑна 25 пин тенкӗ парӗҫ.
Ӑнӑҫлӑ сипленме е чир-чӗр ересрен сыхланас тесен ҫынсен хӑйӗн сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла: зарядка тумалла, уҫӑлса ҫӳремелле, эрех-сӑрапа пылак шывсене сахалрах ӗҫмелле тата табак туртма пӑрахмалла, — пӗлтернӗ пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн (ПТССО) пуҫлӑхӗ.
ПТССО тӗп директорӗ Тедрос Гебреисус коронавируса хирӗҫ ӑнӑҫлӑ кӗрешес тӗлӗшпе эрех-сӑра ӗҫме тата пирус туртма пӑрахма, ҫавӑн пекех спортпа туслашма чӗнсе каланӑ. Кун пирки вӑл тӗнчере пандеми сарӑлнине халалласа ирттернӗ брифингра каланӑ.
ПТССО пуҫлӑхӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, кунашкал мерӑсем чирлесе ӳкнисене хӑвӑртрах сывалма пулӑшӗҫ.
«Ҫак йывӑр вӑхӑтра хамӑр ӳт-пӳпе психика сывлӑхне ҫирӗплетни питӗ кирлӗ. Ҫакӑ сире малашлӑхра ҫеҫ мар пулӑшӗ, эсир COVID-19 чирлесе ӳкрӗр пулсан та ҫӗнтерме май парӗ. Пӗрремӗшӗнчен, хӑвӑрӑн иммунитет системине йӗркеллӗ ӗҫлеме пулӑшакан тутлӑхлӑ тата сывӑ апат ҫийӗр. Иккӗмӗшӗнчен, эрех-сӑра сахалрах ӗҫӗр тата пылак шӗвексенчен пӑрӑнӑр», — тенӗ Гебреисус.
Виҫҫӗмӗшӗнчен, ПТССО пуҫлӑхӗ шутланӑ тӑрӑх, пирус туртма пӑрахмалла — ку сиенлӗ йӑла «COVID-19 ернӗ хыҫҫӑн ытти чир-чӗрсене аталантарма пултарать».
Шупашкар арҫынни, велочупуҫӑ, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 141 ҫухрӑма 3 сехет ҫурӑра парӑнтарнӑ.
Велоспорт енӗпе ӑмӑрту пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Португалире иртнӗ. Тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ Александр Григорьев финиша виҫҫӗмӗш ҫитсе пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ ҫӗршыври чи вӑйлӑ велочупуҫӑсем хутшӑннӑ, вӗсем 7 ҫаврӑм чупнӑ, пӗтӗмпе – 141 ҫухрӑм.
Палӑртмалла: Александр Григорьев Олимп резервӗсен Ярды ячӗллӗ 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
Чӑваш Ен спортсменки Евгения Захарченко ӑмӑртусенче пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑшӑн премие тивӗҫнӗ. Документа ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Пӗлтӗр кӗркунне Будапештра спорт кӗрешӗвӗ енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Олимп резервӗсен Шупашкарти В.М.Краснов ячӗллӗ училищинче ӑсталӑхне туптакан Евгения Захарченко 72 килограмм тайман виҫе категорийӗнче пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Ӑна ҫак ҫитӗнӳшӗн пӗр хутчен 35 пин тенкӗ преми пама йышӑннӑ.
Кунсӑр пуҫне спортменкӑна уйӑхсерен 6 пин тенкӗ преми парса тӑрӗҫ. Унӑн тренерне та хавхалантарӗҫ: 17,5 пин тенкӗ парӗҫ.
Чӑваш Енри спортсменка Елена Зайковская 60 килограмм тайман виҫе категорийенче вӑй виҫсе киокусинкай енӗпе Раҫҫей чемпионки пулса тӑнӑ. Пике Шупашкара пысӑк кубокпа таврӑннӑ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче Мускавра киокусинкай енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ тата первенстви иртнӗ. Кавир ҫине Чӑваш Ен чысне хӳтӗлеме 15 спортсмен тухнӑ. Пирӗн команда йышӗнче тӗнче чемпионкине Елена Зайковскаяна ҫитекенни пулман. Олимп резервӗсен 5-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан хӗр 60 килограмм тайман хӗрсемпе кӗрешнӗ.
Ҫапла майпа Елена Зайковская Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ, пушӑн 26-30-мӗшӗсенче вӑл Раҫҫей чысне Стамбулта хӳтӗлӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре спорта тата вӑй-хал культурине аталантарас тӗллевпе тепӗр 414 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
ЧР финанс министрӗ Михаил Ноздряков пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма укҫан 132 миллион тенкине Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулне реконструкцилес ҫӗре ярӗҫ. Тепӗр 46 миллион тенкипе Шупашкарти «Энергия» стадиона ҫӗнетӗҫ. Унта футбол уйӗ тӑвасшӑн. Пӑрачкаври тата Сӗнтӗрвӑрринчи стадионсене, Ҫӗнӗ Шупашкарти тепӗр стадион тумашкӑн 103 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн.
Ытти укҫапа Владимир Путин наци проекчӗсенче палӑртнӑ ытти енпе тӑкаклӗҫ тата спорт шкулӗсен база техникине ҫирӗплетӗҫ.
Спорт гимнастики енӗпе иртекен кӑҫалхи Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрне Чӑваш Ен спортсменӗ те хутшӑнасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑмӑртӑва кайма Шупашкарти олимп резервӗллӗ 6-мӗш спорт шкулӗнчи Владислав Поляшов тивӗҫнӗччӗ.
Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Австралири ҫав ӑмӑртура ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш Ен Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗ ентешӗн ҫапла майпа 2020 сӳлхи Олимп вӑййине хутшӑнас шанчӑк таа пысӑкланнӑ. Унта хутшӑнакансене тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче епле тупашнине кура палӑртаҫҫӗ те. Спорстменӑн умӗнче — тепӗр икӗ старт. Тӑватӑ ҫулта пӗрре иртекен ӑмӑртӑва кам хутшӑнасси шӑпах ҫавсем хыҫҫӑн паллӑ пулӗ те.
Раҫҫей биатлонистсен союзӗ Европа чемпионатне каякан биатлонистсен списокне ҫирӗплетнӗ. Ӑмӑрту Минскра нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ.
Пирӗн ҫӗршывӑн арҫынсен командине Эдуард Латыпов, Саид Каримулла Халили, Василий Томшин, Кирилл Стрельцов, Дмитрий Иванов, Матвей Елисеев тата Никита Поршнев кӗнӗ, хӗрарӑмсенне — Виктория Сливко, Анастасия Поршнева, Евгения Павлова, Ульяна Кайшева, Валерия Васнецова, Екатерина Глазырина тата Кристина Резцова.
Ӑмӑрту программинче — суперспринт, супермикст, хутӑш эстафета, хӑваласа ҫитмелле тупӑшу тата спринт.
Европа чемпионатне малтан Эстонири Отепя хулинче ирттерме палӑртнӑ. Юр сахаллине кура ӑмӑртӑва Минска (Беларуҫ Республики) куҫарнӑ.
Италири Антхольцера иртнӗ Тӗнче чемпионатӗнче Александр Логинов ылтӑн тата бронза медальсене тивӗҫрӗ. Шел те, чемпионат вӑхӑтӗнчех ун патне вырӑнти полицейскисем шырав ирттерме пырса кӗнӗччӗ. Пӗтӗм тӗнчери биатлонистсен союзӗн пайташӗсем пирӗн ҫӗршыв командин лидерне допингпа усӑ курнӑ тесе шанмаҫҫӗ иккен.
Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре «Пӑр кубокӗ» ӑмӑрту иртнӗ. Ипподрома ҫаврӑннӑ кӳлмеке Чӗмпӗртен тата Тутарстанран та пуҫтарӑннӑ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ 17 лашаран финала пиллӗккӗшӗ ҫеҫ тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма виҫӗ ӑмӑрту май панӑ. Пӗчӗк пӑр кубокне Марина Никольская
ӑйӑрӗ тивӗҫнӗ. Вӑтам пӑр кубокне Петр Макаров тытса пыракан ӑйӑр ҫӗнсе илнӗ. Пысӑк пӑр кубока Владимир Пайдютов тивӗҫнӗ.
Лаша спорчӗн ӑмӑртӑвӗ пӑр ҫинче пуҫласа иртнӗ. Рысаксен урисене ятарлӑ шиппа таканланӑ.Каннӑ вӑхӑтра вӗсен урисене ӑшӑтнӑ.
Лаша спорчӗн ӑмӑртӑвне курма халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Шупашкарти кӳлмеке 3 пин ытла ҫын пухӑннӑ. Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене сырникпа тата вӗри чейпе сӑйланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |