Токиора иртекен Паралимп вӑййисенче Чӑваш Енри тепӗр спортсменка медаль илнӗ. Хальхинче Анна Кулинич-Сорокина 200 метра чупса пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ку дистанцире куҫ япӑх куракан спортсменсем тупӑшнӑ.
29 ҫулти спортсменка медаль илме ӗмӗтленни пирки каланӑ, ҫапах ку уншӑн кӗтменлӗх пулнӑ. Вӑл сӑнӑ ывӑтса та тупӑшнӑ. Спортсменка унта малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑнма ӗмӗтленнӗ. Анчах унта мар, 200 метра чупса вӑл медальлӗ пулнӑ. Анна ҫак медале хӗрне, упӑшкине халалланӑ. Мӑшӑрӗ пӗрлештернӗ командӑн массажисчӗ.
Сӑмах май, Анна 2012 ҫулта Паралимпиадӑна хутшӑннӑ. Ун чухне вӑл сӑнӑ ывӑтса кӗмӗл медаль илнӗ.