Комсомольски районӗнче Валерий Ярды ячӗллӗ 7-мӗш олимп резервӗн шкулӗн велоспорчӗн уйрӑмӗ уҫӑлнӑ. Ҫав ятпа савӑнӑҫлӑ мероприятие «Кӗтне» ача-пӑча спорт шкулӗнче паян ирттернӗ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара, спортсменсем хутшӑннӑ.
Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ, В. Ярды ячӗллӗ республикӑри спорт шкулӗн аслӑ тренерӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн спорт дисциплинисен кафедрин профессорӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Краснов хӑйӗн ӗмӗчӗ тулнине, тӑван кӗтесӗнче велоспортӑн уйрӑмӗ уҫӑлнине кӑмӑлтан палӑртнӑ. Уншӑн вӑл республикӑн Спорт министерствине тав тунӑ.
Чӑваш Енри спортсмен Тимур Карамов Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу 14-19 ҫулсенчи юниорсен хушшинче иртнӗ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Тимур Карамов Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура Чӑваш Ен тата Санкт-Петербург чысне хӳтӗленӗ. Олимп чемпионне Борис Шилкова халалланӑ тупӑшу шӑпах Питӗр хулинче чӳк уйӑхӗн 23-25-мӗшӗсенче иртнӗ.
Тимур Карамов 500 метра 35,78 ҫеккунтра чупса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ, пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Тӗмен облаҫӗн чысне хӳтӗлекен Татьяна Акимова паян каллех черетлӗ медале тивӗҫнӗ.
Аса илтерер: ҫак кунсенче Тӗменте биатлон енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртет. Хӗрарӑмсем паян масс-стартра тупӑшнӑ. Ентешӗмӗр, ӗнер пасьютра ҫӗнтерӳпе савӑнтарнӑ Татьяна Акимова, паян каллех мала тухнӑ. Биатлонисткӑсем 12,5 километра ӑмӑртнӑ.
Татьяна Акимова ӑмӑртусене ку сезонта Тӗмен облаҫӗшӗн хутшӑнать. Унӑн мӑшӑрӗ Вячеслав каланӑ тӑрӑх, спортсменкӑна кӑҫал Чӑваш Ен пулӑшман.
Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри мухтавлӑ спортсменӗсенчен пӗри, Татьяна Акимова биатлонистка, Раҫҫей кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнчи пасьютра ҫӗнтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Тӗмен хулинче хӗрарӑмсен биатлонӗн Раҫҫей кубокӗ иртет. Унта Татьяна Акимова та ӑмӑртать.
Аса илтерер: вӑл пысӑк спортран вӑхӑтлӑха кайнӑччӗ, мӗншӗн тесен ентешӗмӗр ача ҫуратрӗ. Сӑмах май каласан, пъедестал ҫине паян вӑл хӗрӗпе тухса сӑн ӳкерӗннӗ. Татьянӑн сылтӑм аллинче – пӗчӗк хӗр пӗрчӗкӗ, сулахаййинче – чечек ҫыххи.
Татьяна Акимова Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командинче мар-ха. Вӑл унта татах лекессе тем пекех шанас килет.
Сӑмах май каласан, ентешӗмӗр Тӗмен облаҫӗшӗн ӑмӑртать. Ҫавӑншӑн Дмитрий Губерниев спорт комментаторӗ Чӑваш Ен Элтеперне «Матч» телеканалӑн тӳрӗ эфирӗнче ӳпкелесе каланӑ. Ун пек спортсменсене пулӑшмаллах тенӗ вӑл.
Чӑваш Енӗн спортсменки Татьяна Акимова биатлон ӑмӑртӑвӗсенче Тӗмен облаҫӗшӗн тупӑшассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. «Сезона хатӗрленнӗ чухне пире регион пулӑшасса шаннӑччӗ. Анчах хамӑр шутран хатӗрленме тиврӗ. Чӑваш Енре пирӗн пӗр услови те пулман. Республика ку сезонра пӗр тенкӗ те уйӑрман. Сборсем, экпировка, патронсем, оборудовани – йӑлтах хамӑр шутран пулчӗ», – тенӗччӗ биатлонисткӑн мӑшӑрӗ Вячеслав Акимов.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче паян республикӑн Спорт министерстви Татьяна Акимова пирки ӑнлантарса ҫырнине пичетленӗ. Унта споросменкӑна 2016-2019 ҫулсенче мӗншӗн тата мӗн чухлӗ укҫа панине пӗлтернӗ. Пурӗ 880 пин тенкӗ тенкӗ ытларах тӳленӗ-мӗн. Ҫав шутра Олимп ӑмӑртӑвне хутшӑннӑшӑн панине те кӗртнӗ.
Татьяна Акимова 2018 ҫултанпа ӑмӑртусене хутшӑнманран тата Раҫҫейрен пӗрлештернӗ командине кӗменрен ӑна кӑҫал стипенди пама май ҫук иккен. Аса илтерер: биатлонистка ача амӑшӗ пулса тӑчӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл ӑмӑртусене хутшӑнаймарӗ.
Малашне Татьяна Акимова биатлонистка Чӑваш Ен чысне хӳтӗлемӗ. Вӑл урӑх регионшӑн тупӑшӗ. Татьяна Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командинчен тухса кайнӑ.
Татьяна Акимова Тюмень облаҫӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Вячеслав Акимов акӑ мӗн каланӑ: «Сезона хатӗрленнӗ чухне пире регион пулӑшасса шаннӑччӗ. Анчах, ахӑртнех, финанс тӗлӗшӗнчен пулаймарӗ пулмалла. Хатӗрленӳ хамӑр шутран тухрӗ. Чӑваш Енре пирӗн нимӗнле услови те пулман. Республика ку сезонра пӗр тенкӗ те уйӑрман. Сборсем, экпировка, патронсем, оборудовани – йӑлтах пирӗн хулпуҫҫи ҫине выртрӗ».
Вячеслав Акимов ку йышӑну ӑнсӑртран пулманнине, кун пирки тахҫанах шутланине, пысӑк регионсем спортсменсене лайӑх пулӑшнине пӗлтернӗ. Ку шухӑша тренерӗ те, Вячеславӑн ашшӗ, Анатолий Акимов ырланӑ. Ывӑлӗ уншӑн кӑна республика чысне нумай ҫул хӳтӗленӗ-мӗн.
2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-27-мӗшӗсенче Шупашкарта Ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртӗ. Ун хыҫҫӑн тепӗр уйӑхран Токиора Олимп вӑййисем пуҫланӗҫ.
Ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ пирки каласан, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче вӑл ҫиччӗмӗш хут ӗнтӗ иртет. Юлашки хутчен ун пек ӑмӑртӑва пирӗн патра 2019 ҫулта пуҫтарӑннӑччӗ. Кӑҫал та ҫӗршыври чи вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетсем Шупашкара килсе ҫитмеллеччӗ. Анчах кӑшӑлвирус тесе чемпионата малтан кӗркуннене куҫарчӗҫ, кайран вара Шупашкарта мар, Челябинскра ирттерме йышӑнчӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче Сербири Нови-Сад хулинче самбо енӗпе тӗнче чемпионачӗ тата первенстви иртнӗ. Пирӗн самбистсем унта пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ.
Раҫҫей спорт мастерӗ Татьяна Федорова ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш кунхинех ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 44 килограмм тайманнисен виҫе категрийӗнче вӑй виҫнӗ.
Тепӗр кунхине тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Елена Бондарева пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Виҫҫӗмӗш кунхине тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Вера Лоткова чемпионка пулса тӑнӑ.
Фирзан Дилмиев та хӑйӗн виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ирӗклӗ мелпе кӗрешекен чӑваш хӗрӗсем Варшавӑра иртнӗ «Poland Open» пӗтӗм тӗнчери турнирта медале тивӗҫнӗ. Ӑмӑртӑва Польшӑри, Францири, Турцири, Молдавири, Кӑркӑстанри тата Венгрири спортсменсем хутшӑннӑ.
65 ҫула ҫитичченхи виҫере ылтӑн медале Мария Кузнецова ҫӗнсе илнӗ. Финалта вӑл Молдавири Ирина Рингачи кӗрешӳҫӗрен вӑйлӑрах пулнӑ. Вероника Чумикова 57 килограмчченхи виҫере Венгрири Эмесе Баркуна ҫӗнтернӗ.
Пирӗн хӗрсен ылтӑн медальсемпе пӗрлех бронза та пур. Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Евгения Захарченко 72 килограмчченхи виҫере, Анастасия Яковлева 59 килограмчченхи виҫере виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Шупашкар хулинче Урамри баскетболӑн пӗтӗм тӗнче шайӗнчи центр тӑвасшӑн. Ӑна кредит учрежденийӗсенчен пӗрин, «Промсвязьбанкӑн», «ПСБ – детям» (чӑв. ПСБ – ачасем валли) Пӗтӗм Раҫҫейри спорт проекчӗпе килӗшӳллӗн тума хатӗр.
Нумаях пулмасть республикӑн Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев Элтепер тата РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков «Промсвязьбанк» председателӗпе Петр Фрадковпа тӗл пулнӑ.
Кредит учрежденийӗ республикӑри инвестици проекчӗсене укҫа хывма хатӗррине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека парасси пирки те шухӑшласа пӑхма хатӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |