Мария Мамаева куҫ курманнисен хушшинче ишессипе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура 8 медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Мускав ҫывӑхӗнчи Раменское хулинче иртнӗ.
Мария 50 тата 100 метрлӑ дистанцисене ишсе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл 50 метра ирӗклӗ ишсе тата 100 метра комплекслӑ ишсе мала тухнӑ. Ку кӑна мар. Мария ҫурӑм ҫинче ишсе тата 200 метра комплекслӑ ишсе кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: Мария Олимп резервӗсен 9-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет. Унӑн куҫӗ 90 процент курмасть.
Ку эрнере канмалли кун, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, бассейнсене, катоксене, тренажер залӗсене тата ытти спорт сооруженине тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Респуликӑра каллех Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Сӑмах май, ӑна 2014 ҫултанпа кашни уйӑхра ирттереҫҫӗ.
Информацие тӗплӗнрех спорт сооруженийӗсен, спорт комплексӗсен сайтӗнче пӗлме пулать. Кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен Сывлӑхпа спорт кунӗ тепӗр хутчен иртмелле. Ӑна раштав уйӑхӗн 16-мӗшне планласа хунӑ.
Сауд Аравинчи Эр-Рияд хулинче ҫар искусстви енӗпе Пӗтӗм тӗнчери вӑйӑсем иртнӗ. Унта 1500 ытла спортмен хутшӑннӑ.
Раҫҫейрен ӑмӑртӑва 8 спортсмен кай нӑ. Ҫав йышра пирӗн ентеш те, РФ спорт мастерӗ Татьяна Федорова та, пулнӑ. Вӑл «спорт самбо» дисциплинӑра 50 килограмм тайман спортсменсемпе вӑй виҫнӗ. Татьяна кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Раҫҫей командинчи Али Турсунов тата Аслан Курбанов 1-мӗш тата 2-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен Андрей Львов спорт туризмӗ енӗпе тӗнче чемпионӗ ята тивӗҫнӗ.
Андрей Львов — Раҫсейӗн спорт мастерӗ. Вӑл «эстафета» дистанцире чи маттурри пулнӑ.
Спорт туризмӗ енӗпе тӗнче чемпионачӗ Узбекистанра иртнӗ. Пирӗн ҫӗршывӑн комнадинче 30 спорстмен пулнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ пӗтӗмӗшле команда зачётӗнче мала тухнӑ.
Иртнӗ шӑматкун Раҫҫейре, ҫав шутра – Чӑваш Енре те, «Наци кросӗ» иртнӗ. Унта мӗн чухлӗ ҫын хутшӑнни паллӑ.
Чӑваш Енре 43 пин ҫын старта тухнӑ. Кашни 16-мӗш ҫын – Шупашкарта. Тӗп хулара 2,6 пин ҫын «Наци кросне» хутшӑннӑ. Финиша чи малтан чупса ҫитнисене дипломпа тата парнепе хавхалантарнӑ.
Пирӗн республикӑра «Наци кросӗ» 2004 ҫултанпа иртет. Сӑмах май. 2017 ҫулта Чӑваш Енре 61,2 пин ҫын старта тухнӑ.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Тепӗр майлӑ каласан республикӑри тата муниципаитетри спорт сооруженийӗсене тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Республикӑн Спорт министерствинче билетсемпе вырӑнсене малтанах йышӑнса хума сӗнеҫҫӗ. .
Республикӑра пурӑнакансем бассейнсемпе, спорт лапамӗсемпе, тренажерсемпе тата фитнес-залсемпе, катоксемпе тӳлевсӗр усӑ курайӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ «Наци кросӗ» иртӗ.
Шӑматкун спорта юратакансем старта тухӗҫ. Вӗсем 1-12 ҫухрӑм чупӗҫ. Спортсменсене Шупашкарта Мускав ҫыранӗ хӗрринче кӗтеҫҫӗ.
«Наци кросне» хутшӑнас тесен А.Игнатьев ячӗллӗ Спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн электронлӑ почтине заявка ямалла: csp101@mail.ru.Е авӑн уйӑхӗн 11-16-мӗшӗсенче Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче заявка хӑвармалла. Кун пек мелпе унччен заявка йышӑнман, ку - ҫӗнӗлӗх.
Паян Андриян Григорьевич Николаев ҫуралнӑранпа 94 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май велосипедпа ярӑнма кӑмӑллакансем йӑлана кӗнӗ старта тухнӑ: Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла ҫитнӗ.
Ку старт - юбилейлӑ. Акцие кӑҫалхипе 20-мӗш хут ирттернӗ. Палӑртмалла: велосипедҫӑсен старчӗ 2004 ҫулта йӑлана кӗнӗ.
Паян акцие 25 спортменран кая мар хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче 70 ҫулти Любовь Федотова та пулнӑ. Вӑл велосипедпа ярӑнассипе - республика чемпионки. Спортменка ҫак акцие вуннӑмӗш ҫул хутшӑннине пӗлтернӗ.
Шупашкарти олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗсем Раҫҫейӗн уҫӑ кубокӗнчен медальсемпе таврӑннӑ.
Сочи хулинче ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхн 3-мӗшӗччен иртнӗ ӑмӑртура чӑваш гимнасчӗсем: Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Владислав Поляшов тата Раҫейӗн спорт мастерӗ Екатерина Андреева — палӑрнӑ. Владислав ылтӑн медале ҫӗнче илнӗ, Екатерина — бронзӑна.
Чӑваш Ен хӗрӗ Татьяна Федорова Кӑркӑстанра Самбо енӗпе иртнӗ тӗнче кубокне хутшӑннӑ. Унта вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ комнадипе тухса кайнӑ.
Ӑмӑртура пирӗн ентешӗмӗр ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Вӑл 50 килограмлӑ виҫери хӗрарӑмсен хушшинче ҫӗнтернӗ.
Татьяна — 22 ҫулта. Вӑл самбо енӗпе чӑваш шкулӗн воспитанници. Унӑн тренерӗ — Сергей Пегасов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |