Чӑваш Енри спорт ветеранӗсем пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ. Вӗсем дзюдо енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнчен икӗ медальпе таврӑннӑ.
Ӑмӑрту Тюмень хулинче иртнӗ. Унта 300 ытла дзюдоист хутшӑннӑ. Рустам Шогенов Чӑваш Ен чысне хӳтӗлесе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Пирӗн тепӗр ентеш Андрей Сушков пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре скандинавсен мелӗпе утас енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртӗ. Тренировка авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти Театр ҫыран хӗрринче пулӗ.
Унта ӑсталӑх класӗсем, массӑллӑ стартсем тата эстафетӑсем пулӗҫ, унта тӗрлӗ регионти командӑсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем скандинав уттин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашӗҫ, опытлӑ инструкторсем сӗнӳсем парӗҫ.
Ӑмӑрту авӑнӑн 7-8-мӗшӗсенче пулӗ, спортпа туслисем 10 тата 12 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ.
Беларуҫри Могилев хулинче спорт гимнастики енӗпе уҫӑ Кубок иртет. Пирӗн ентеш, 16 ҫулти Екатерина Андреева, унта лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.
Вӑл нумай енлӗ кӗрешӳре 59,999 балл пухса пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Палӑртса хӑварар: Екатерина ӑсталӑхне Олимп резервӗсен 6-мӗш спорт шкулӗнче Василий тата Маргарита Ивановсем патӗнче туптать. Катя - Раҫҫей спорт мастерӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Анна Аветисян икӗ ҫул каялла ишме те пӗлмен, уҫӑ вырӑнти шывран питӗ хӑранӑ. Халӗ вара вӑл фитнес-джампинг енӗпе тренерта ӗҫлет.
Анна Турцире континентсен хушшинче Босфор юханшывӗ урлӑ ишес енӗпе иртнӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Унта 2000 ытла спортсмен пулнӑ.
«Ҫын йӑлтах пултарать. Ӳссе ҫитсен те ишмешкӗн вӗренме, хӑрас туйӑма куҫран пӑхма пултарать. Хамӑн хӑрас туйӑма парӑнтарнӑшӑн савӑнатӑп. Финишри куҫҫуль - савӑнӑ куҫҫулӗ», - тенӗ Анна.
Кӑркӑсстанра кире пуканӗн спорчӗ енӗпе иртекен тӗнче чемпионатӗнче Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн экономика факультечӗн студенчӗ Александр Константинов иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ӑмӑртӑва 27 ҫӗршыври 300 ытла атлет хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче пулнӑ. Александр 95 килограмм ытла таякансен виҫе категорийӗнче 32 килограмлӑ икӗ кире пуканне тӗртсе кӗмӗл медаль илнӗ.
Чӑваш Енре спортсмен Денис Гаврилов Парижра иртекен Паралимпиадӑна хутшӑнӗ. Раҫҫей спорт мастерӗ унта нейтраллӑ статуспа тупӑшӗ.
Денис куҫ курманнисен йышӗнче марафон чупӗ. Вӑл ӑмӑртусенче Чӑваш Ен тата Мускав облаҫӗн чысӗсене хӳтӗлет. Хӑй Чулхула облаҫӗнчи Арзамас хулинче ҫуралнӑ, ӑсталӑхне Шупашкарти спортпа адаптаци шкулӗнче туптать. Раҫҫейӗн Паралип пӗрлештернӗ командине вӑл – 2018 ҫултанпа.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче республикӑра черетлӗ хут сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Аса илтерер: ӑна 2014 ҫултанпа кашни уйӑхра йӗркелеҫҫӗ.
Ҫынсем уйӑхра пӗрре тӳлевсӗрех бассейнра ишме, тренажер залне кайма, конькипе ярӑнма пултараҫҫӗ. Информаципе тӗплӗнрех спорт шкулӗсен, физкультурӑпа спорт комплексӗсен сайчӗсенче пӗлме пулать.
Каласа хӑварар: ҫитес сывлӑхпа спорт кунӗ авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртӗ.
Шупашкарти олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче фристайл-парк уҫӑлнӑ. Унта аэроминтер тата кантра ҫулӗ уҫӑлнӑ.
Ку проекта спонсорсем пулӑшнипе пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев.
Асӑннӑ паркра спортсменсем фристайл енӗпе ӑмӑртайӗҫ.
Фристайл-паркри аэроминтер калӑпӑшӗ — 55х25 метр. Унта спортсменсем дисциплинах «слоуп-стайл» тата «биг-эйр» дисциплинӑсенче хӑйсен пултарулӑхне туптаҫҫӗ.
Чӑваш Ен спортсменки Алина Карлова велоспорт енӗпе тӗнче шайӗнче иртнӗ турнирта кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Чӗлепи облаҫӗнче иртнӗ ӑмӑртӑва Раҫҫейри тата Беларуҫри спортсменсем хутшӑннӑ.
Алина медале «маунтинбайк – кросс-кантри – кӗске ҫаврӑм» дисциплинӑра ҫӗнсе илнӗ. 6,3 ҫухрӑма вӑл 23 минут та 35 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.
Палӑртмалла: Алина Карлова – Олимп резервӗсен Валерий Ярды ячӗллӗ 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать, вӑл – Раҫҫей спорт мастерӗ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗреннӗ спортсмен Даурен Куруглиев Парижра иртекен Олимп вӑййисенче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл университетран 2016 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Пӗлтӗртенпе Даурен ӑмӑртусенче Греци чысне хӳтӗлет. Ҫурлан 9-мӗшӗнче вӑл Сан-Маринӑри спортсменпа кӗрешсе ӑна ҫӗнтернӗ.
Даурен Дербентра ҫуралнӑ. Национальноҫпе вӑл — лезгин. Ашшӗ амӑшӗпе чылай вӑхӑт Казахстанра пурӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |