Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ҫӗршыври паллӑ боксёр, СССР тата тӗнче чемпионӗ, тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ ӑмӑртура пӗрре ҫеҫ мар ҫӗнтернӗ Валерий Львов 70 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмри хӑйӗн каналӗнче саламланӑ.
Олег Николаев Валерий Львов бокса Совет Союзӗнче ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те аталантарма пысӑк тӳпе хывнине палӑртса хӑварнӑ.
Спортсмен карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн Шупашкар ҫынни хӑйӗн пурнӑҫне спорт резервне хатӗрлессине халалланӑ.
Чӑваш Ен хӗрӗ ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Тӗмен хулинче фристайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. «Слоуп-стайл» дисциплинӑра Лана Прусакова ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
2018 ҫулхи хӗллехи Олимпиадӑна хутшӑннӑ хӗр унччен «биг-эйр» дисциплинӑра ҫӗнтернӗ. Халӗ, ав, слоуп-стайл енӗпе те ӑна ҫитекен пулман.
Раҫҫей кубокӗн унчченхи икӗ тапхӑрӗнче те пирӗн ентешӗмӗр биг-эйр енӗпе ылтӑн медальсене тивӗҫнӗ.
Ҫак канмалли кунсенче Чӑваш Енре спортсменсем йытӑ кӳлсе чупӗҫ. Ӑмӑрту Атӑл леш енче «Нартаван» туризм базинче иртӗ.
Шӑматкун тупӑшу 11 сехет ҫурӑра пуҫланӗ, вырсарникун – 9 сехетре. 7500 метр тӑршшӗ трасса ҫине спортсменсем тӑватӑ ураллӑ тусӗсемпе тухӗҫ. Ҫӗнтерӳҫене тӑватӑ дисциплинӑра палӑртӗҫ: «Йӗлтӗр-спринт 1 йытӑ», «Нарта-спринт 2 йытӑ», «Нарта-спринт 4 йытӑ» тата «Нарта-спринт 6 йытӑ».
Иккӗмӗш кунхине эстафета тата ача-пӑча старчӗ пулӗҫ. Вӗсем 3 пин ҫухрӑма парӑнтарӗҫ. Ӑмӑртӑва 12-17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралнӑ спортсмен тӗнче шайӗнче ҫӗнтернӗ.
Дмитрий Геращенко Бразили джиу-джитсувӗ енӗпе тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ. Ӑмӑрту Питӗр хулинче иртнӗ. Унта тӗнчери 3300 спортсмен пуҫтарӑннӑ.
Тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ен каччи Бразилири, Мексикӑри, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тата ытти нумай ҫӗршыври спортсменпа вӑй виҫнӗ. Вӗсене вӑл хӑйӗн ӑсталӑхӗпе вӑйне кӑтартса панӑ – ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӗмпӗрте кӗпӗрнаттӑр парнине ҫӗнсе илессишӗн юланутҫӑсен тупӑшӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен юланутҫи ҫӗнтернӗ.
Ӑмӑртӑва Чӗмпӗр облаҫне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Юланутҫӑсен тупӑшӑвне Тутарстанран, Сарту тата Тамбов облаҫӗсенчен пырса ҫитнӗ.
2400 метрлӑ ӑмӑртура кӗпӗрнаттӑр парнине, 87 пин тенкӗ укҫана, Евгений Матьяновӑн «Арсенал» лаши тивӗҫнӗ. Евгений — 2-мӗш категориллӗ юланутҫӑ.
Кӑҫал та йӑлана кӗнӗ "Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ" Пӗтӗм Раҫҫейри чупу иртӗ.
Йӗлтӗр спортне юратакансем нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пухӑнӗҫ. Шупашкарта тӗп лапам Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗ пулӗ. Вӑл Пристанционнӑй урамӗнчи 10-мӗш "а" ҫуртра вырнаҫнӑ.
Чупӑва хутшӑнас тесен сывлӑх йӗркеллех пулнине ҫирӗплетекен справка илмелле. Ӑмӑрту 9 сехет ҫурӑра пуҫланса 11 сехетре вӗҫленӗ.
Лана Пруссакова фристайл енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче виҫҫӗмӗш ылтӑн медаль ҫӗнче илнӗ. Хальхинче вӑл слоуп-стайл дисциплинӑра тупӑшнӑ.
Лана кӑҫалхи сезонра Лана виҫҫӗмӗш ылтӑн медаль илнӗ. Палӑртса хӑвармалла: вӑл 2018 ҫулта иртнӗ хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ.
Тепӗр икӗ медале вӑл ҫӗршыв кубокӗнче биг-эйр дисциплинӑра илнӗ. Лана Прусакова Олимп резевӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗ Анастасия Яковлева ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери турнирта кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 62 килограмм таякан спортсменсемпе вӑй виҫнӗ.
Пӗрремӗш вырӑна Монголири спортсмен тухнӑ, виҫҫӗмӗшне вара Беларуҫри ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ йышӑннӑ.
Чӑваш Енри тепӗр спортсмен Алена Тимофеева кӑшт ҫеҫ пьедестал ҫине хӑпарайман. Вӑл 1:1 шут пулнӑ чухне тепӗр спортсмена кӑшт кӑна выляса янӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерстви хӑйне пӑхӑнакан темиҫе организаци ятне ылмаштарма йышӑннӑ.
Сӑмахран, «В. Егорова олимп чемпионки ячӗпе хисепленекен Шупашкарти Олимп резервӗн 1-мӗш спорт шкулӗ» хысна учрежденийӗ ӳлӗмрен те хысна учреждениех шуланӗ-ха, анчах организаци ячӗ ҫумне «хушма пӗлӳ паракан» сӑмах хушса хунӑ.
Олимп резервӗллӗ 2-мӗш, 3-мӗш, 4-мӗш, 5-мӗш, 6-мӗш, 7-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш, 10-мӗш спорт шкулӗсем, ҫавӑн пекех 11-мӗш спорт шкулӗ, футбол енӗпе спорт шкулӗ, лаша спорчӗн шкулӗ те хушма пӗлӳ паракан организацисем шутланӗҫ.
Иртнӗ шӑматкун, кӑрач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, «Йӗп ҫинчи хӗвел» велоюхӑм хастарӗсем ВелоБала пуҫтарӑннӑ. Кун пирки Николай Плотников халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ.
ВелоБалта пӗлтӗрхи велосезона пӗтӗмлетнӗ тата тӗнче чемпионӗ, Олимп вӑййисен чемпионӗ Валерий Ярды ҫуралнӑранпа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.
ВелоБал ирттерме Маунтинбайк центрӗн тата Чӑваш Республикин Велоспорчӗн федерацийӗ те пулӑшнӑ. Велопатша тата велопатша майри тесе В. Чугарова тата Е. Пашковӑна йышӑннӑ.
Уяв каҫне Августа Уляндина тата унӑн «Ярды» фолк-ушкӑнӗ, Валентина Телей юрӑҫ тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |