Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав ятпа вырӑнсенче тӗрлӗ меороприяти иртет. Пӑрачкав та ватӑсем валли уяв йӗркеленӗ. Ҫулланнисене вӗсем спорт залӗнче пухнӑ. Тӗл пулма урӑх вырӑн пулманран мар-ха, ватӑсене спорт ӑмӑртӑвӗсене явӑҫтарас тенӗ. Уява пухӑннисене Пӑрачкав ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Е. Барыкин саламланӑ.
Унтан кинемисемпе мучисем икӗ ушкӑна пайланса ӑмӑртма тытӑннӑ. Вӗсем «васкавлӑ старта» та тӑнӑ, дартсла та вылянӑ. Мечӗке карҫинккана тӗл лектерессипе тата кегльсене тӳнтерессипе те тупӑшнӑ. Спортсмена ҫаврӑннӑ кинеми-мучине Вырӑс драма театрӗ Пӑрачкаври культура ҫуртӗнче юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑтартакан спектакле курма кайма билет парнеленӗ.
Сӑнсем (47)
Ҫак кунсенче ҫуллахи биатлон енӗпе Раҫҫей шайӗнче иртекен чемпионатра уйрӑм тупӑшакансем хушшинче чӑваш биатлон шкулӗн представителӗ Татьяна Семенова иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Татьяна Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче ҫуралнӑ, республикӑри 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ. Пӗрремӗшне Свердлов облаҫӗн пики Лариса Надеева тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — Мускав облаҫӗнчи Дарья Виролайнен.
Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисем хушшинче иртекен «Президент ӑмӑртӑвӗсем» авӑнӑн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Унта пирӗн республика чысне хӳтӗлеме Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Атикассинчи вӑтам шкул команди шкулти физкультура учителӗ Светлана Петрейкина ертсе пынипе тухса кайнӑ.
Спортсменсем тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртусенче вӑй виҫнӗ: темиҫе тӗрлӗ спорт спорт упражненине пӗрлештерекен ӑмӑрту, мини-футбол, ишесси, тулта баскетболла вылясси, бадминтон, сӗтелҫи теннисӗ, шахмӑт, дартс, «Хаваслӑ стартсем» эстафета, кунсӑр пуҫне ҫитес олимиадӑна халалланӑ теори ыйтӑвӗсене тӗрӗс ответлесси. Ӑмӑртусем хула тата ял командисем хушшинче уйрӑммӑн иртнӗ. Ҫӗнӗ Атикасси шкул команди Анапа хулинче иртекен ӑмӑртусене хутшӑннӑ 74 ялти шкулсен командисен хушшинче пӗрремӗш вырӑна тухса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Дагестан Республикинчи ушкӑн пулнӑ, виҫҫӗмӗшсем — Пенза облаҫӗн команди. Чыслав ыран иртӗ.
Наци кросӗ Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче спорта юракансен уявӗ пулса тӑчӗ. Кашни ҫулах пысӑк хавхаланупа иртет вӑл. Ҫак хаваслӑ уява хутшӑнма чӑн-чӑн спортсменсене ҫанталӑк сӳрӗклӗхӗ чӑрмантараймасть. Акӑ, хальхинче те, ҫумарлӑ ҫанталака пахмасӑр, старта ҫӗр ытла ҫын тӑчӗ.
Чи малтанах физкультурӑпа спорта юратакансене, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансене Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Толстов уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ. Ун хыҫҫӑн Сӑкӑт шкулӗн ертӳҫи Анатолий Падусев сӑмах илчӗ. Сӑкӑт шкулӗн физкультура учителӗ Владислав Анюров чи малтан ялти «Ҫӑлкуҫ» ача пахчин ӗҫченӗсене, унта ҫӳрекен пӗчӗк шӑпӑрлансене старта тӑратрӗ. Ун хыҫҫӑн Сӑкӑт шкулӗнче вӗренекенсем — малтан кӗҫӗн классем, кайран вӑтам тата аслӑ классем — тӗрлӗ дистанцисене пӗр-пӗринпе ӑмӑртса чупрӗҫ.
Спорт уявӗнче «Чи ҫамрӑк спортсмен» ята ача пахчине ҫӳрекен А.Ёлкин ҫӗнсе илчӗ. А.Правитель, В. Шапкин, В.Кариков тата Л.Чернова, В.Чумакова, М.Анюрова кӗҫӗн классенче вӗренекенсем те чи маттуррисем пулчӗҫ кросра. Кӗске ҫаврӑма ачасем пурте хӑвӑрт чупса тухрӗҫ.
АВН | 13 |
Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Советская Чувашия» хаҫат Андриян Григорьевич Николаев космонавта асӑнса ирттерекен спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнассишӗн, ҫавӑн пекех районти «Пирӗн пурнӑҫ» парнишӗн чупассипе «Тӗп» стадионта фестиваль иртрӗ.
Пухӑннисене район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, ялхуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен администраци заместителӗ Владимир Храмов, «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат редакторӗ Галина Ястребова, «Поддержка» страхлакан кампанин начальникӗ Виталий Чишкин тата ӑмӑртусен тӗп судьи Алексей Никитин саламласа пурне те ӑнӑҫусем сунчӗҫ.
Пухӑннисем чи малтанах пурте пӗрле кар тӑрса физзарядкӑна хутшӑнчӗҫ. Хускану йӗркине Наталья Храмова ертсе пычӗ.
Малтанах ӑмӑртусем кил-йышсен хушшинче иртрӗҫ. Малти вырӑна Пантьӑк ял тӑрӑхӗнчи Макаровсен ҫемьи тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Хӗрлӗ Чутайри Кондратьевсен ҫемьи пулчӗ, виҫҫӗмӗшсем — Хусанушкӑньри Макаровсен ҫемьи.
Спорт уявне тӗрлӗ спортсмен ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Шкулсем хушшинче мала Хусанушкӑньсем тухрӗҫ, иккӗмӗшсем — Штанашсен команди, виҫҫӗмӗшсем — Тури Ҫӗрпӳкассисем.
Тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ, 20 ҫухрӑм хӑвӑрт утассипе 2013 ҫулхи Раҫҫей чемпионатӑн хӗллехи чемпионӗ Петр Трофимов хӑвӑрт утассипе V этапӑн Раҫҫей Гран-При ҫӗнтерӳҫи ятне тивӗҫнӗ. Асӑннӑ ӑмӑрту иртнӗ шӑматкун, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Кострома облаҫӗнче Буере иртнӗ пулнӑ.
«Вариант-С» ТМЯО парнисемшӗн арҫынсем 10 ҫухрӑм дистанцире ӑмӑртнӑ. Иккӗмӗш вырӑна та пирӗн тепӗр ентеш Александр Яргунькин ҫӗнсе илнӗ. Александр — вӑрӑм дистанцире чӑн специалист. Юлашки ҫулсенче Раҫҫей чемпионачӗсенче вӑл 50 ҫухрӑмлӑ марафон дистанцийӗсене хутшӑнать: вӑл 2010, 2011, 2012 ҫулхи Раҫҫей чемпионачӗсен пӑхӑр призёрӗ тата 2013 ҫулхи кӗмӗл призёрӗ. Буере 10 ҫухрӑм дистанцийе Петр тата Александр 39.16 тата 39.26 вӑхӑтпа тухнӑ. Пилӗк этап хыҫҫӑн вӗсем ӑмӑрту ертӳҫӗсен йышне кӗме пултарнӑ. Раҫҫей Гран-При ҫӗнтерӳҫӗсемпе призёрсем авӑнӑн 14-мӗшӗнче Мускав ҫумӗнчи Вороновра иртекен вӗҫлекен ӑмӑртусен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх паллӑ пулӗҫ. Юлашки этап Раҫҫейри хӑвӑрт утакансен 2013 ҫулхи сезонне вӗҫлӗ.
Ҫурлан 30-мӗшӗнче Берендей вӑрманӗнче ҫӗнӗ спорт лаптӑкне уҫнӑ пулнӑ. Унта ара аслисем кӑна мар шӑпӑрлансем те хастаррӑн ҫӳреме тытӑннӑ. Спорт лаптӑкне хута янисемшӗн ку чӑннипе савӑнӑҫлӑ пулӑм.
Ҫак вырӑна уҫнӑ-уҫманах йӗркелекенсен спорт объектне ят парас шухӑш ҫуралнӑ. Ҫапла майпа Шупашкарӑн Мускав район администрацийӗ спортпа гимнастика лаптӑкне ят парассипе ятарлӑ конкурс пуҫарса янӑ. Шутласа тупнӑ вариантсене вара ҫак электронлӑ адреспа ярса пама пулать: kult@mosk.cap.ru е 23-52-17 номерпа шӑнкӑравласа шухӑшсемпе паллаштарма май пулӗ. Чи лайӑх вариантсене Мускав районӗн администрацийӗн офицаллӑ сайтӗнче пӗлтерӗҫ.
Конкурса кӑмӑл пур пулсан пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чи хастаррисене вара парнесемпе чыслама планланӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкар шкулӗнче вӗренекен 11 ҫулхи Даниил Леонидов Болгаринчен вырӑс шашка вӑййипе тӗнче первентсвин ҫӗнтерӳҫӗ кубокне илсе килнӗ.
Ӑмӑртура 14 ҫӗршывран пурӗ 184 шашист хутшӑннӑ пулнӑ. Первенство программине вӑййӑн виҫӗ тӗсе кӗнӗ — классикӑллӑ, хӑвӑрт тата ҫиҫӗмле хӑвӑрт виҫелле вӑхӑт контролӗсем. Даниил 54 парти ирттернӗ, вӗсенчен пиллӗкӗшӗнче ҫӗнтернӗ, пӗрре те выляса яман.
— Тӗнче первенствине лекиччен эпир Ярославль облаҫӗнче иртекен чемпионата хутшӑннӑ. Унта Даниил пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Халӗ Питерта иртекен Тӗнче Кубокӗн этапӗнче хутшӑнма хатӗрленетпӗр, — каласа парать спортсмен тренерӗ Вячеслав Сухович.
Даниил ултӑ ҫултанах ачасемпе ҫамрӑксен шкулӗнчи шашка вӑййин уйрӑмне ҫӳреме тытӑннӑ. Вӑййа юратма вара амӑшӗ хӑнӑхтарнӑ иккен.
Шкула ачи хӑйӗн пултарулӑхне малалла та аталантарса пырасшӑн. Малашлӑхра тата пысӑк ҫитенӳсем тума ӗмӗтленет.
Ҫак кунсенче Европӑри ҫӑмӑл атлетика ассоциацийӗ 2015 ҫулта республика тӗп хулинче иртекен ҫӑмӑл атлетикӑпа Европа ушкӑнсен чемпионатӑн офицаллӑ логотипне ҫирӗплетнӗ.
Пулас спорт форумӗн логотип проектне иртнӗ эрнере Швеци Лозанненче сӳтсе явнӑ. Унта республикӑри спорт министрӗ Сергей Мельников тата Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн аслӑ секретарӗ Михаил Бутов хутшӑннӑ пулнӑ. Семинарта ҫитес ӑмӑртӑва йӗркелессипе тунӑ ӗҫсем ҫинчен тулли отчет йӗркеленӗ. Уйрӑмах спорт инфраструктури ҫине, аккредитаци, вырнаҫтару, ӑмӑртӑва хутшӑнакансене тата хӑнасене транспортпа тата медицинӑпа тивӗҫтерес ыйтусем ҫине пусӑм тунӑ. Семинара Европӑри ҫӑмӑл атлетика ассоциацийӗн тӗп ертӳҫи Кристиан Милз ертсе пынӑ.
Пӗлме: асӑннӑ ӑмӑрту Европа шайӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Унта Суперлигӑн 12 вӑйлӑ спортсмен ушкӑнӗ хутшӑнӗ.
Паянхи кунтан ӑмӑртӑва йӗркелекенсем ҫирӗплетнӗ логотипа ӑмӑртун офицаллӑ символӗ тесе усӑ курма пултараҫҫӗ.
Вырсарникун, авӑнӑн 22-мӗшӗнче Раҫҫейре Чупу кунӗ иртет. Ҫак куна халаласа республика тӗп хулинче «Наци кросӗ-2013» ирттерме палӑртнӑ.
— Кӑмӑл пур пулсан старта пурте тухма пултараҫҫӗ, — пӗлтереҫҫӗ хула администрацийӗн пресс-службинче.
Авӑнӑн 22-мӗшӗнче ирхи 8:30 сехетсенче чупӑва хутшӑнакансен регистрацийӗ иртет. Мэрире палӑртнӑ тӑрӑх кроса хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансем малтанах, электронлӑ майпа регистрациленме пултараҫҫӗ.
«Наци кросне» 11:30 сехетре уҫма палӑртнӑ. Пӗрремӗш старта, Раҫҫейӗн ытти кӗтесӗсенчи пекех 12:00 сехетре парӗҫ.
Яланхи пекех «Наци кросӗн» ҫӗнтерӳҫисене медальсемпе, дипломсемпе тата асӑнмалӑх парнесемпе чыслӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх мероприяти Шупашкар хулан кӳлмекӗнче иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |