Беларуҫри Пинск хулинче шашка енӗпе Европа ӑмӑртӑвӗ вӗҫленнӗ. Сакӑр ҫӗршыври 190 спортсмен виҫӗ программа тӗсӗнче ҫӗнтерӳшӗн тупӑшнӑ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине пӗлтӗр Тӗнче чемпионӗн ятне виҫӗ хут ҫӗнсе илнӗ Даниил Леонидов кӗнӗ. Турнирта ӳсӗме кура тӑватӑ ушкӑнра тупӑшнӑ. Ҫамрӑк шашистсем 24 медальшӗн вӑй виҫнӗ. Вӗсенчен 2 ылтӑн тата 1 кӗмӗл медальсем — Даниил Леонидовӑн.
«Энергия» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче Вячеслав Сухович патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 26 спортсмен хушшинче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ, 9 вӑйӑра 17 очко пухнӑ. Чи вӑрӑм программӑра та Шупашкар ҫамрӑкӗнчен иртекенни пулман.
Пӗр вӑйӑра ҫеҫ Даниил Леонидов командӑри юлташне Никита Волкова 1 очко выляса янӑ.
Нумаях пулмасть Саранск хулинче Раҫҫей ҫамрӑкӗсен спорт гимнастики енӗпе округри III ҫуллахи спартакиади иртнӗ. Унта Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Мӑкшӑ тата Удмурт республикисенчи, Мари Элти, Самар, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри спортсменсем хутшӑннӑ.
Пирӗннисем унта ушкӑнпа иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫапла вара йыш Раҫҫей шайӗпе иртекен асӑннӑ ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫнӗ.
Чӑваш хӗрӗсен хушшичне Улатӑр пики Ирина Яшина та пулнӑ. Кун пирки вырӑнти хула администрацийӗ мӑнаҫланса пӗлтерет. Уйрӑм тупӑшура Ирина тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уйрӑм номинацисенче хӗр кӗмӗл тата пӑхӑр медальсене тивӗҫнӗ.
Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищин студентки Анастасия Тарасова сумо енӗпе Европа чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ.
Ӑмӑрту ака уйӑхӗн 25–27-мӗшӗсенче Варшавӑра иртнӗ. Унта Европӑри 15 ҫӗршыв спортсменӗсем хутшӑннӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Николай Петров патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 95 килограмм тайман виҫе категорийӗнче пурне те ҫӗнтернӗ, пьедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Николай Петров тренер каланӑ тӑрӑх, юлашки тупӑшура Анастасия Тарасова командӑри юлташне, Раҫҫейӗн чемпионкине Елена Шитиковӑна парӑнтарнӑ, ҫапла майпа вӑл мала тухнӑ.
Чӑваш Ен спортсменки тепӗр медаль те ҫӗнсе илнӗ. Настя команда ӑмӑртӑвӗнче (унта кашни ҫӗршывран чи лайӑх виҫӗ сумоистка тупӑшнӑ) кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Китайри Тайцан хулинче ҫу уйӑхӗн 3–4-мӗшӗсенче Хӑвӑрт утассипе иртекен тӗнче кубокне пирӗн ҫӗршывран камсем тухса каяссине ҫирӗплетнӗ. 21 ҫынтан тӑракан Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне Чӑваш Енри ултӑ спортсмен кӗнӗ.
Йышра ҫамрӑксем те, ҫулланнӑрах спорстсменсем те пур. Ҫамрӑксен хушшинче Анастасия Чернова, Клавдия Афанасьева, Денис Сергеев, Марина Пандакова. Тӗп йыша Вера Соколова тата Петр Трофимов лекнӗ.
Унчченхи Тӗнче кубокӗпе танлаштарсан Чӑваш Ен ҫыннсиен йышӗ икӗ хут ӳснӗ. 2012 ҫулта Саранскра иртнӗ Кубока пирӗн тӑрӑхран Кирилл Фроловпа Надежда Леонтьева юниорсем тата тӗп йышпа Ирина Юманова кӑна хутшӑннӑ. Ун чухне виҫӗ спортсмен та ушкӑнпа ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Надежда Леонтьева уйрӑм зачетра бронзӑна тивӗҫнӗ.
Пирӗн ентешӗмӗр Полина Федорова Раҫҫей чемпионатӗнчен ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Гимнастка Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен гимнастика енӗпе спорт шкулӗнче вӗренет.
Пензӑра иртнӗ ӑмӑртура Полина Федорова ирӗклӗ хӑнӑхтарусенче вӑй виҫсе пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Полина Мускаври Алла Сосницкаяран кӑшт ҫеҫ нумайрах балл пухнӑ. Пӑхӑр медале Чулхула облаҫӗнчи Кристина Горюнова тивӗҫнӗ.
Пензӑри ӑмӑртӑва Чӑваш Енри тепӗр спортсменка та хутшӑннӑ. Мария Павлова юниорсен тупӑшӑвӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл федерацин Атӑлҫи округӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Команда ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Белгород хулинче Раҫҫейри аслӑ шкулсем хушшинче армспорт енӗпе чемпионат иртнӗ. Унта 46 аслӑ шкулти 160 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — тӗнче тата Европа чемпионачӗ Хетаг Дзитиев (Ҫурҫӗр Осети) тата Иван Матюшенко (Мускав хули).
Чемпионата И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрлештернӗ команди те кайнӑ. ЧР Спорт министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, унта журналистика факультетӗнче 4-мӗш курсра вӗренекен Олеся Игнатьева палӑрнӑ. Вӑл 80 килограмм тайман виҫе категорийӗнче тупӑшса чи маттурри пулнӑ. Олеся ҫак кӑтартупа иккӗмӗш ҫул савӑнтарать. Хӗрӳ ӑмӑртура вӑл Аланири Яна Кодзаевӑна тата Калининград облаҫӗнчи Злата Литвинӑвана ҫӗнтернӗ.
Юридици факультетӗнче вӗренекен Эльмира Алеева 65 килограмм тайман виҫе категорийӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ЧПУ команди 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче иртнӗ ыркӑмӑллӑх акцийӗпе килӗшӳллӗн ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ветерансене сахал тупӑшлӑ ҫемйисене спорт кӳмисем парнеленӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче «Наци ыркӑмӑллӑх фончӗ» грант акцийӗ иртнӗ. Ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ветерансен сахал тупӑшлӑ ҫемйисен шӑпах ҫавӑнта спорт кӳмисем, компьютер-ноутбуксем парнеленӗ.
Паллӑ сусӑр спортсменсем ҫакнашкал кӳмесем ҫинче тӗнче, Европа чемпионӗсем пӗрре мар пулса тӑнӑ.
— Ку кӳме питӗ меллӗ, пӗтӗмпех манӑн кӗлетке ҫӳллӗшӗпе тата йывӑрӑшӗпе килӗшӳллӗн. Эпӗ бадминтонпа туслӑ, ҫавӑнпа ку кӳмепе мана ҫӑмӑлрах пулӗ, — тенӗ Валентина Евдокимова. Вӑл ҫӗнӗ виҫӗ кӳмерен пӗрине тивӗҫнӗ.
Ҫак гранта Чӑваш Республикинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ветерансен «Доблесть» общество организацийӗ пӗлтӗр выляса илнӗ. Тивӗҫнӗ укҫапа ветерансен пӗр ушкӑнӗ санаторире сипленнӗ. Ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ ветерансен ҫемйисене спорт тумӗпе пушмакӗ, спорт инвентарӗ панӑ. Ветерансен ачисем ҫулла Раҫҫейӗн кӑнтӑр енчи сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьсене кайӗҫ. Ҫав йышра — Евпатори те.
Нумаях пулмасть Канашри «Локомотив» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗнче кире пуканӗ йӑтассипе Чӑваш Республикин уҫӑ Кубокӗ иртнӗ. Тупӑшӑва хӗрарӑмсем те арҫынсемпе танах хутшӑннӑ.
Уҫа турнирта пирӗн ентешсем ҫеҫ вӑй виҫмен. Унта Мӑкшӑ, Тутар республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи спортсменсем те хутшӑннӑ.
Улатӑрсем тивӗҫлипе мухтанма пултараҫҫӗ. Уҫӑ Кубокра Улатӑр хулин чысне кире пуканӗ йӑтассипе Тӗнчен, Европӑн, Раҫҫейӗн темиҫе хут чемпионӗ, Гиннесс рекорчӗсен кӗнекин рекордсменӗ Валерий Притуленко Владимир Сабановпа Сергей Васюнькин спорт ветеранӗсем, Евгений Кочетков ҫамрӑк спортсмен хӳтӗленӗ.
Улатӑр спортсменӗсем ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем, призерӗсем пулса тӑнӑ. Валерий Притуленко, Сергей Васюнькин, Евгений Кочетков хӑйсен виҫе категорийӗсенче пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Владимир Сабанов иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ял шахматисчӗсен XXIII республика турнирӗ иртнӗ. Кӑҫал унта Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Шупашкар, Патӑрьел, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсем, Ҫӗнӗ Шупашкар хули хутшӑннӑ.
Ҫакнашкал турнира 1992 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Вӑл ҫулсерен Чӑваш Республикинчи чи вӑйлӑ шахматистсене пухать. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Вӑрнар районӗнчи В.Наумов чи пӗрремӗш ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 2010 ҫулта каллех ҫак ята тивӗҫнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи М.Герасимов, В.Гусев, Ҫӗрпӳ районӗнчи В.Гусев тӗрлӗ ҫулсенче виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи А.Кудянов икӗ хут малти вырӑна йышӑннӑ. Куславккари Г.Илларионов, Пӑрачкаври В.Лазарев, Ҫӗрпӳри С.Дмитриев, А.Сергеев, Шупашкар районӗнчи Ишлейри А.Александров, Вӑрмарти Н.Ермолаев, Сӗнтӗрвӑрри хулинчи И.Казаков, А.Марков, В.Николаев та хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне илнӗ.
Паян Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май шӑматкун республикӑн влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем Шупашкарти «Спартак» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулне пухӑннӑ. Унта вӗсем волейбол турнирӗ ирттернӗ.
Вӑййа тӑватӑ ушкӑн хутшӑннӑ: республикӑн Правительствин, Патшалӑх Канашӗн, Шупашкар хула администрацийӗн тата районсемпе хула пуҫлӑхӗсен пӗрлештернӗ ушкӑнӗсем. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кашни студентӑн, кашни шкул ачин спорт мероприятийӗсене хутшӑнмаллине палӑртнӑ. Элтепер шучӗпе ҫывӑх вӑхӑтра халӑхӑн 40 проценчӗ спортпа туслашӗ.
Турнирта Чӑваш Енӗн Правительствин ушкӑнӗ ҫӗнтернӗ, вӑл куҫса ҫӳрекен Кубока тивӗҫнӗ. Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пирки чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ тесе йышӑннӑ, чи лайӑх тапӑнакан — ӗҫлӗх службинче тӑрӑшакан Сергей Викторов, чи лайӑх вылякан — ЧР Патшалӑх канашӗн депутачӗ Игорь Кушев, чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ — Шупашкар хулинчи Калинин администарцийӗнче ӗҫлекен Вадим Мальцев, чи лайӑх универсаллӑ вӑйӑҫ — Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ӗҫченӗ Александр Сироткин.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |