Хусанта иртекен Тӗнчери ҫуллахи универсиадӑра сӗтӗл теннисӗпе ӑмӑртусем иртереҫҫӗ.
Виҫӗмкун, утӑн 11-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн пӗрлешӳлле командине кӗрекен пирӗн ентеш Антонина Савельева хӗрсен ушкӑнӗн турнирӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Шел пулин те ҫурмафиналта Раҫҫей ушкӑнӗ яппунсене 2-3 счетпа выляса янӑ.
Малалла пӗчӗнлӗ тата мӑшӑрлӑ ӑмӑртусем иртӗҫ. Унта тӗнчери 22 ҫӗршывран 200 яхӑн спортсмен хутшӑнӗ. Сӗтӗлҫи теннисӗпе ӑмӑртусем утӑн 7-15-мӗшӗнче иртеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 7 чыслав комплект тӗлӗшпе тупӑшӗҫ.
Паян, утӑн 12-мӗшӗнче, Хусанта иртекен Универсиадӑра пирӗн ентеш — Алина Прокопьева — чӗретле кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗнче (21 ҫх 97,5 м дистанцире) пирӗн спортсменка ҫӗнтерӳҫӗрен — Маи Цуде япун спортменкинчен — 6 ҫеккунт ҫеҫ кая юлнӑ: вӑл ҫула 1 сехет те 13 минут та 12 ҫеккунтра вӗҫленӗ. Пӑхӑр медале те япун хӗре — Юкико Окуно — тивӗҫнӗ.
Аса илтеретпӗр, асӑннӑ виҫӗ атлет иртнӗ кунсенче те ҫӗнтерӳҫӗсен картлашки ҫине хӑпарнӑ. Утӑн 7-мӗшӗнче, ҫӑмӑл атлетика турнирӗн пӗрремӗш кунӗнче, 10 пин метр чупура паянхи ӑмӑртун пӗтӗмлетӗнчи пекех япун спортсменкисем — Юкико Окуно тата Маи Цуде — ҫӗнтернӗ. Алина Прокопьева та ун чухне кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗччӗ.
Раҫҫей пӗрлешӳллӗ команди вара ку ӑмӑртура иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн хӑвӑрт утассипе спорт шкулӗн вӗренекенӗ Клавдия Афанасьева ҫак кунсенче Раҫҫейӗн пӗрлешӳлле ҫамрӑксен ушкӑнӗ йышӗнче Украин хулинче — Донецкра — кун каҫать. Ӗнер, утӑн 10-мӗшӗнче, унта ҫӑмӑл атлетикӑпа ҫамрӑксем хушшинче тӗнче первинстви уҫӑлнӑ.
Пирӗн ентеш Мордва республикин спортсменкипе Ольга Шаргинӑпа Раҫҫей чыснӗ 5 000 ҫухрӑм дистанцире хӑвӑрт утассипе хӳтӗлӗҫ.
Старта хӗрсем шӑматкун, утӑн 13-мӗшӗнче ирхи 9:30 сехетре тухаҫҫӗ. Ӑнӑҫу сунар вӗсене!
Ыран, утӑн 12-мӗшӗнче, 9:00 сехетре вут ҫулӑмпа кӗрешекенсен спорчӗпе Раҫҫей шайӗнче иртекен ӑмӑрту иртет. Унта пушар сӳнтерекен ӑстасем ҫӗнтерӳҫӗ ятне илессишӗн кӗрешӗҫ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва Валерий Кишкурно генерал-майора асӑнса иртереҫҫӗ.
Спорт мероприятийӗ виҫӗ кун пырӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчен ситнӗ ҫирӗм ушкӑн тӑватӑ тӗслӗ тупӑшура ӑмӑртӗ. Пирӗн республика чысне Ҫӗнӗ Шупашкарти химсавута сыхлакан ятарлӑ пушар чаҫӗн команди хӳтӗлӗ.
Ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене утӑн 14-мӗшӗнче чыслама палӑртнӑ.
Ӗнер, утӑн 10-мӗшӗнче, Хусанта иртекен 27-мӗш ҫуллахи универсиадӑра пирӗн ентеш, Шупашкарти аслӑ пӗлӳ паракан учрежденийӗн 2-мӗш курс студенчӗ Дмитрий Тарабин сӑнӑ ывӑтнипе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
РИА хыпар агенстви пӗлтернӗ тӑрӑх спортсмен сӑнӑна ывӑтса пӗрремӗш хутӗнчех чи лайӑх кӑтартусем тунӑ: сӑнӑ 83 метр 11 сантиметр тӑршӗ вӗҫнӗ. Кӗмӗл медальне Джон Роберт кӑнтӑр африканеце ҫӗнсе илнӗ. Ун кутартӑвӗ — 81,63 метр. Виҫҫемӗш вырӑна вара Фатих Аван турккӑ спортсменӗ тивӗҫне (81,24 метр).
Ӗнер, утӑн 10-мӗшӗнче, Хусанта иртекен 27-мӗш ҫуллахи универсиадӑра пирӗн ентеш, Шупашкарти аслӑ пӗлӳ паракан учрежденийӗн 2-мӗш курс студенчӗ Дмитрий Тарабин сӑнӑ ывӑтнипе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
РИА хыпар агенстви пӗлтернӗ тӑрӑх спортсмен сӑнӑна ывӑтса пӗрремӗш хутӗнчех чи лайӑх кӑтартусем тунӑ: сӑнӑ 83 метр 11 сантиметр тӑршӗ вӗҫнӗ. Кӗмӗл медальне Джон Роберт кӑнтӑр африканеце ҫӗнсе илнӗ. Ун кутартӑвӗ — 81,63 метр. Виҫҫемӗш вырӑна вара Фатих Аван турккӑ спортсменӗ тивӗҫне (81,24 метр).
Ҫак кунсенче Финляндире (Тампер хулинче) ҫӑмӑл атлетикӑпа ҫамрӑксен чемпионачӗ иртет. Унта кайнӑ Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне пирӗн 5 ентеш кӗнӗ. Ӑмӑртун пӗрремӗш кунхинех Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Светлана Васильева ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Халӗ спортсменка наци командинче икӗ регион — Чӑваш тата Мордови Республикисен чысӗсене хӳтелет. Ӑмӑртура 5 вӑйлӑ спортсменсен йышне тепӗр пирӗн ентеш Нина Охотникова та кӗме пултарнӑ. Шел пулин те тата тепӗр республика спортсмене Кирилл Фролов 20 ҫухрӑм дистанцире 17-мӗш финиша тухса ҫӗршыв чысне тивӗҫлипех хӳтелеймен.
Тата тепӗр пирӗн икӗ ентеш хӑйсен стартне кӗтеҫҫӗ. Екатерина Блескина 100 метр дистанцире чӑрмавсем урлӑ чупас ӑмӑртӑва хутшӑнма хатӗрленет. Катерина Федотова вара ҫӳле сикес секторта ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫессишӗн ӑмӑртать.
Европа чемпионачӗ вырсарникун, утӑн 14-мӗшӗнче вӗҫленет.
Республикӑра ҫак эрнере Раҫҫей шайӗнче иртекен маунтинбайкпа ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва Вӑрмар районӗнчи Мусирма ял таврашӗнче Алексей Трафимова асӑнса уҫнӑ.
Утӑн 13-14-мӗшӗнче Шупашкарта велочупу-маунтинбайкпа Раҫҫей кубокӗшӗн тӑваттӑмӗш этапӗ иртет. Спортсменсен ӑмӑртура хӑйсен маттурлӑхне икӗ дисциплинӑпа кӑтартмалла пулӗ: утӑн 13-мӗшӗнче — «Тухса ӳкмелли чупувӗпе — кросс-кантри», утӑн 14-мӗшӗнче вара 11:00 сехетре — профессионаллӑ велосипедистсем хушшинче «Кросс-кантри» олимп дисциплинипе вӑйлисене палӑртӗҫ.
Раҫҫей кубокӗшӗн ирттерекен ӑмӑртӑва утӑн 13-мӗшӗнче 10:30 сехетсенче уҫма палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче ирттереҫҫӗ.
Паян, утӑн 10-мӗшӗнче, Хусанти ҫуллахи Универсиадӑра 20 ҫухрӑм хӑвӑрт утас ӑмӑртура пирӗн ентеш, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен журналистика факультечӗн студентки Ирина Юманова кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ, ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Раҫҫей пӗрлешӳ команди ылтӑн медалне тивӗҫнӗ.
Пирӗн ентешӗ чи малтанах спортсменкӑн харпӑр тренерӗ, 20 ҫухрӑм хӑвӑрт утассипе 2004 ҫулхи Олим вӑййисен призёрӗ, Раҫҫейӗн пӗрлӗх командин лидерӗ Олимпиада Иванова ҫӗнтерӳ ятпа саламланӑ.
Ирина Юманова хӑйӗн паянхи ҫӗнтерӗве хӑйӗн пӗрремӗш тренерне тата 3 ҫул каялла вилнӗ ашшӗне халалланӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен паянхи хӑвӑрт утас ӑмӑртура Раҫҫей команди пьедисталӑн 3 картлашки ҫине те тӑма пултарнӑ, ҫапла вара ҫӗршыв чысне тивӗҫлипе хӳтӗленӗ.
Ӗнерхи кун Раҫҫей спортсменӗсемшӗн чӑннипех тухӑҫлӑ пулнине федераци шайӗнчи МИХсем пӗлтерме ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ. Универсиадӑра медальсемшӗн пынӑ пӗрремӗш кунхи кӗрешӳре пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсем 17 медальлӗ пулса тӑма ӗлкӗрнӗ, вӗсенчен ҫиччӗшӗ — ылтӑн. Пиҫиххипе кӗрешекенсем тӳрех виҫӗ ылтӑна тивӗҫнӗ. Сӑмах май, спортӑн ҫак енне кӑҫал пуҫласа студентсен вӑййи шутне кӗртнӗ. Раҫҫей спортсменӗсенчен пӗрремӗш ылтӑна вара Евгений Кузнецов виҫӗ метр ҫӳллӗшӗнчен шыва сиксе ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш спортсменӗсемпе те мухтанмалӑх пур. Алина Прокопьева, акӑ, 10 пин метра чупса кӗмӗл медальлӗ пулса тӑнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |