Ҫамрӑксен Тӑван ҫӗршыва юратас, чӑн-чӑн гражданин пулма пулӑшас тӗллевпе ҫулсерен йӗркелекен «Зарницӑпа» «Орленок» вӑййисене Каҫал тӑрӑхӗнче ӗнер уҫнӑ.
Ӑна районта 46-мӗш хут ирттереҫҫӗ ӗнтӗ. Кӑҫалхине Комсомольски районне йӗркеленӗренпе 75 ҫул ҫитнине те халалланӑ. Вӑййа уҫма райадминистраци пуҫлӑхӗ М.Р. Афанасьев, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Н.А. Максимов хутшӑннӑ.
Мероприятие ытти ҫулхиллех пуҫланӑ: малтан ушкӑнсем пӗтӗмӗшле тӑрса тухнӑ, республика тата ҫӗршыв ялавӗсене хӑпартнӑ. Халӗ ачасен хӑйсен ӳт-пӳ пиҫӗлӗхне, ӑс-тӑн пултарулӑхне кӑтартма тивӗ. Чи пултаруллисем каярах республикӑра иртекен ҫавӑн пек вӑйӑра район чысне хӳтӗлӗҫ.
Сӑнсем (61)
Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.21 09:47 | |
«Зарницăпа» «Орленок» сăмахсене чăвашла çырсан вырăссене хисеплеменнине кăтартать-ши? | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.05.21 09:52 | |
Ку вăл вăйă-мероприяти ячĕ. «Ăмăрт кайăк чĕппи» теме те пулать, анчах кам ăнланĕ мĕн пирки сăмах пынине? New York Times хаçат ятне те куçармаççĕ вĕт. Кунта та çаплах. Эпир ахаль те хăш-пĕр ятсене çавах куçаратпăр. Пурте пĕлекен ятах мар пулсан — пушшех те. Хăлăпсенче те пулин чăвашла куçарăвне илсе паратпăр. | |
Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.21 13:43 | |
Ку вăйăсене ют чĕлхепе çеç калама юрать-и вара? Тата мĕнле "Хăлăпсем" пирки эс çырнă кунта? | |
Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.22 19:30 | |
Апла пулсан Шупашкара тата ытти чăваш ячĕсене мĕншĕн урăхла калаççĕ, çыраççĕ? | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.05.22 20:02 | |
«Тата мĕнле "Хăлăпсем" пирки эс çырнă кунта?» — вăт эс пĕлмен термин тĕл пулчĕ те эс ăнланмастăн ( Скобка — хăлăп). Тата Зарницăпа Орлёнока куçарттарасшăн. Каларăм-çке — «Ăмăрт кайăк чĕппи» те теме пулать тесе, анчах пурте тенĕ пекех — ку мĕн япали? тесе ыйтĕç. Малтан ăнăçлă куçăру тупмалла, кайран халăха вĕрентмелле, ун хыççăн вара усă курма пулать. Ахаль те халăх ни хăтлава (презентацие), ни хăш-пĕр ытти термина йышăнасшăнах мар... | |
Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.22 23:36 | |
"Хăлăпсенче те пулин чăвашла куçарăвне илсе паратпăр" - ку тата мĕне пĕлтерет? |