Чӑваш Енре экскаватор ҫинче ҫуран утакан ҫын ҫине кӗрсе кайнӑшӑн суд тунӑ. Лешӗ вилнӗ.
Ку ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Улхаш ялӗнче пулнӑ. 47 ҫулти водитель экскаватор-бульдозерпа ӗҫленӗ, каялла кайнӑ чухне 65 ҫулти хӗрарӑма асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм йывӑр сурансене пула вилнӗ.
Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд вӑл унччен айӑпланманнине шута илсе ӑна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Водитель айӑпне йышӑннӑ, вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен кӳнӗ тӑкака саплаштарнӑ.
Патӑрьел урамӗ тӑрӑх таса мар шыв юхать, ачасене урама кӑларма май ҫук тесе ҫырнӑччӗ тӗнче теиелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне. Республика ертӳҫи яваплисем лару-тӑру йӗркеллех тесе хӑйне хуравланине пӗлтернӗччӗ.
Ҫапах та Патӑрьелте тӗрӗслев ирттернех. Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин специалисчӗсем вырӑна ҫитсе пӑхнӑ.
Яковлев урамӗнче вырнаҫнӑ канализаци ҫӑлкуҫӗнчен таса мар шыв, чӑн та, юхса тӑрать иккен. Унта малтанхи кун насус шӑтса кайнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗн иккӗмӗш ҫурринче насуса ылмаштарнӑ, канализаци тытӑмне йӗркеллӗ ӗҫлеттерсе янӑ. Канализаци йӗркеллӗ ӗҫлемен тӗслӗхсем унччен те пулкаланине шута илсе вырӑнтисене хушма мерӑсем йышӑнма каланӑ.
Шупашкар районӗнче 17 ҫулхи каччӑ наркотикпе ҫакланнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 228-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе, ҫавӑн пекех 30-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Халӗ ӗҫсене суда ярса та панӑ ӗнтӗ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каччӑ Шупашкар районӗнчи вӑрманти вӑрттӑн вырӑна кайнӑ. Унтан вӑл 9,7 грамм ытла психотроплӑ япала илме ӗмӗтленнӗ. Ку вӑл, сӑмах май каласан, пысӑк виҫеллӗ наркотик шутланать. Анчах илсе ӗлкӗреймен — йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ.
Ҫул ҫитменнисене преступлени тума явӑҫтарнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 150-мӗш статйипе явап тытарма пулать-ха. Уншӑн 8 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать.
Следовательсем Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 65 ҫулти арҫын ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ.
Следовательм палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫак арҫын ӳсӗр пулнӑ, вӑл 50 ҫулти пӗлӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна уринчен пӑшалтан пенӗ. Арҫын кӗске вӑхӑтран йывӑр суранне пула вилнӗ.
Хайхискер тискер ӗҫ йӗрне пӗтерес тесе вилене кавирпе ҫавӑрнӑ та килӗ ҫывӑхӗнчи вӑрмана илсе тухнӑ. Арҫын кӗлеткине ялти пӗр ҫын ӑнсӑртран асӑрханӑ.
65 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫӑрнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл ирӗкре пулмӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарта кафе ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пушар Гагарин урамӗнче вырнаҫнӑ «Евразия» кафере пулнӑ. Ҫулӑм шалта вентиляци тытӑмӗнче тухнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче кафере 10 ҫын пулнӑ, пурте – унта ӗҫлекенсем. Вӗсене пурне те урама кӑларнӑ.
Пушарнӑйсем 3 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер Куславккара лавкка ҫуннӑ. Ҫулӑм сентре ҫинчи апат-ҫимӗҫе, касса аппаратне тӗп тунӑ. Пушар вӑхӑтӗнче лавкка хупӑ пулнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Туҫи Мӑрат ялӗнче пушар алхаснӑ. Юрать-ха, кӳршӗри ҫуртсене ҫулӑмран сыхласа хӑварма май килнӗ. Пушара 5 автоцистернӑпа сӳнтернӗ.
Ҫулӑм ача-пӑча шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 44 ҫултискер, самаях суранланнӑ. Унӑн ӳчӗн 20 проценчӗ пиҫсе кайнӑ.
Аса илтерер: ӗнер кӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫӗнӗ ҫурт ҫунса кайни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм хуралтӑсене те кӗле ҫавӑрнӑ.
Пушар ӗнер каҫхи 8 сехетре тухнӑ. Ялти ҫынсем ҫулӑма хӑйсем тӗллӗн сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Анчах ҫулӑм хӑвӑрт вӑй илсе сарӑлнӑ. Вырӑна пушарнӑйсем килнӗ. Анчах пӳрте тата хуралтӑ таврашӗсене сыхласа хӑварайман.
Ҫурт ҫӗнӗскер пулнӑ. Юрать-ха, пушарта никам та шар курман. Халӗ пушар мӗн сӑлтава пула тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра ачасем ҫӳллӗшӗнчен ӳксе вилни пирки пӗлтертӗмӗр. Паян каллех инкек пулнӑ. Хальхинче – Шупашкарти Алькеш поселокӗнче.
Ҫулталӑк ҫурӑри ача Гоголь урамӗнчи 5-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗн 8-мӗш хутӗнчен персе аннӑ. Ку паян 12 сехетсенче пулнӑ. Ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, унӑн суранӗсем ытла та йывӑр пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, килте асламӑшӗ (е кукамӑшӗ) пулнӑ. Чӳрече ҫинче москитлӑ сетка пулман.
Аса илтерер: унччен Канашра – 2 ҫулти, Шупашкарта 3 ҫулти ачасем чӳречерен ӳксе вилнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьелти Мир урамӗнче 12 ҫулти хӗрача ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машина айне лекнӗ. Суранланнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫав кунах 16 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта 9 султи арҫын ача ҫул ҫине чупса тухнӑ, ӑна «Веста» машина ҫапса кайнӑ. Тухтӑрсем ачана пулӑшнӑ хыҫҫӑн киле сипленме янӑ.
Шупашкарти Эгер бульварӗнче те 9 ҫулти арҫын ача кустӑрма айне лекнӗ. Вӑл тӗмсен хушшинчен ӑнсӑртран тухнӑ. Юрать-ха, ача вӑйлах суранланман.
Паян та 14 сехетре Эгер бульварӗнче ача машина айне лекнӗ. Хальхинче 13 ҫулти хӗрача шар курнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере ҫын путса вилнӗ. Вӑл 30 ҫулти арҫын пулнӑ.
Ҫак арҫын Шупашкар районӗнче пурӑнман, вӑл унта Етӗрне районӗнчен килнӗ. Хайхискер шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ.
Каласа хӑварар: кӑҫал Чӑваш Енре шывра 24 инкек пулнӑ. Вӗсенче 23 ҫын путса вилнӗ. Пӗр ҫынна, теллее, ҫӑлма май килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |