Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре Шупашкарта пӗр арҫын ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ.
Шел те, арҫын вилмеллех аманнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах хулари Хӗвеллӗ бульварта, «Солнечный» микрорайонта» пулнӑ. Ҫав ҫын пӗр 35 ҫулсенче. Арҫын 10-мӗш хутран ӳксен васкавлӑ медпулӑшу, полицейскисемпе ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Анчах ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлма май пулман.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Паян ирхине Шупашкарти Ҫӗнӗ сала пляжӗнче, Атӑл ҫинче, чутах пулӑҫ путса вилмен. Юрать, ӑна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.
Пулӑҫ ирхине Атӑл ҫине, ҫӳхе пӑр ҫине, тухнӑ. Пӑр катӑлса кайсан вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл путма пуҫлани пирки оперативлӑ дежурнӑй пулчӗ ҫине 6 сехет те 51 минутра ҫитнӗ. Кун пирки иртен-ҫӳрен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем аэроҫунапа вырӑна ҫитнӗ. Путма пуҫланӑ пулӑҫа вӗсем ҫӑлав станцине илсе ҫитернӗ, ӑна пӗрремӗш пулӑшу панӑ хыҫҫӑн тухтӑрсем илсе кайнӑ.
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, Шупашкарти хула строительствипе хуҫалӑх техникумӗн директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ ун тӗлӗшпе тата ҫӗнӗ пуҫиле ӗҫсем тупӑннӑ.
Техникум директорӗ арӑмӗпе Словенире учреждени шучӗпе каннине хыпарланӑччӗ-ха. Анчах ҫемье унта кӑна мар, Германие те кайнӑ иккен, хамӑр тӑрӑхри санаторире те сывлӑхне ҫирӗплетнӗ. Директорпа арӑмӗ каннишӗн кӑна техникум 640 пин тенкӗлӗх тӑкак курнӑ.
Унсӑр пуҫне техникумра студентсене производство практики тесе ӗҫлеттернӗ. Хут ҫинче вара усламҫӑ юсав ирттернӗ пек ӑна укҫа куҫаранҫи тунӑ. Ытти кӑлтӑк та тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫиеле тухнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫсене малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан арҫын палламан ҫынпа туслашса улталаннӑ. Ҫакӑн пирки вӑл пакунлисене чун уҫнӑ. 34 ҫулти арҫын спорт матчӗ пуҫланичченех 20 пин тенкӗ выляса янӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Кӳкеҫ ҫынни палламан ҫынпа халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫыру ҫӳретме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ тус хӑйӗнпе Питӗр ҫынни тесе паллаштарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи юлташсем спорт ӑмӑртӑвӗсене кӑмӑллаҫҫӗ иккен. Тата вӗсен тепӗр пӗр пеклӗх те тупӑннӑ. Спорт матчӗсем пуҫланиччен ставкӑсем тума кӑмӑллаҫҫӗ.
Питӗрти тус Кӳкеҫ арҫыннине нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче укҫа хывма сӗннӗ. Ку килӗшнӗ. Спортӑн хӑш тӗсӗ пирки те, епле ӑмӑрту тесе те ыйтса тӑман. Укҫа куҫарсанах ҫӗнӗ тус ҫухалнӑ.
Виртуаллӑ тотализаторта улталаннӑ арҫын ҫӗнӗ тусне тупма пакунлисене ыйтнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ витӗр иртекен М-7 «Атӑл» федераци трасси ҫинчи ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫула юсани пирки «Волго-Вятскоупрдор» предприятин пресс-службинче кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Хӑтсӑр ҫав каҫӑ пӗлтӗр, чӑн та, илемленсе йӗркене кӗчӗ.
Тӗплӗн юсанӑ вӑхӑтра урайне тата стенана плитка сарчӗҫ, картлашкасене йӗркене кӗртнӗччӗ. Урапапа ҫӳрекенсем валли ятарлӑ хатӗр вырнаҫтарчӗҫ.
Ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫӗнетнӗ каҫӑ илемленсе хӑтлӑланчӗ. Анчах... унтс ҫурхи шыв тулать. Ҫакӑн пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Унта ҫавна ҫирӗплетекен видео вырнаҫтарнӑ. Ӑна пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫ енне ӳкернӗ иккен. Картлашка тӑрӑх шыв, чӑн та, шарлаттарса юхать.
Ҫак кунсенче Вӑрнар районӗнче пушар алхаснӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пурӑнмалли ҫурта тӗп тунӑ.
Иртнӗ ҫӗрле Кӗҫӗн Кипек кирпӗч ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑма юнашарти ҫурт-хуралтӑна куҫма паман.
Ҫӑлавҫӑсем хӑвӑрт ӗҫленӗ пулин те пушар ҫуртӑн тӑррине, стенисене сиенлетнӗ. Халӗ специалистсем ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ача-пӑча алхасӑвне пула тухнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Альфа-банк карттисемпе усӑ курма май ҫуккине вӗсен хуҫисем асӑрханӑ. Банк карттисем банкӑн мобильлӗ приложенийӗнче те курӑнман. Ҫакӑн пирки ҫынсем тӗнче тетелӗнче, сӑмахран, «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче, пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах пирки банк клиентсене маларах систерсе хуман иккен. Халӑх ушкӑнӗнче ҫынсем пӑшӑрханса ҫырнине курсан банк ӗҫченӗсем хӑш-пӗр карттӑ хуҫи пирки хыпар уҫӑ ҫӑлкуҫсенче сарӑлнине, ҫавна кура карттӑсемпе усӑ курма чарнине пӗлтернӗ.
Каярах Альфа-банкӑн пресс-службинче клиентсен укҫа ҫухатас хӑрушлӑх ҫуккине ӗнентернӗ.
«Карттӑсемпе усӑ курма чарнине пӑрахӑҫлатпӑр. Ҫывӑх вӑхӑтра мӗнпур карттӑна ҫӗнӗрен тӳлевсӗр кӑларӑпӑр», — шантарнӑ кӗҫех банк ӗҫченӗсем.
Паян ҫур ҫӗр иртни 3 сехет те 22 минутра Владимир облаҫӗнчи Гороховец хулинчи Мускав урамӗнче авари пулнӑ – Чӑваш Енри микроавтобус пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» микроавтобусӑн рулӗ умӗнче ларнӑ арҫын (вӑл Чӑваш Енрен) светофор умӗнче тӑракан «Мерседес» грузовик ҫине пырса тӑрӑннӑ. Авари вӑхӑтӗнче салонра 16 ҫын пулнӑ. Вӗсем Мускаври стройкӑран Чулхулана килме тухнӑ.
Аварире 14 ҫын суранланнӑ, 1 ҫын вилнӗ. Аманнисене Гороховецри пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрман Пилемӗч ялӗнче пурӑнакан ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Нинӑпа Владимир Шемалаковсем икӗ хутлӑ пӳртре кун кунланӑ. Шел те, кермен пек ҫурт ҫунса кӗлленнӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсен кӳрши пирус туртма тухсан ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Вӑл пурне те вӑратнӑ. Кил хуҫисем урама ҫири тумпа чупса тухнӑ. Ҫурт йӑлтах тӗп тунӑ, нимӗн те илсе тухма май килмен.
«Хунямапа хуняҫа чӗрӗ юлчӗҫ. Анчах нимӗн те ҫалаймарӑмӑр, ӗнесемсӗр пуҫне. Вӗсем мӗнпе ҫывӑрнӑ, ҫавӑнпа урама чупса тухнӑ», - каласа кӑтартнӑ Оксана Шемалакова. Халӗ вӗсем Нина ҫуралса ӳснӗ пӳртре пурӑнаҫҫӗ.
Ҫулӑм ҫав каҫ вӑйлӑ алхаснӑ. Малтан сарайпа гаража сӳнтернӗ, унтан пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Сарайӗнчен ӗнесемпе пӑрусене илсе тухнӑ, сысна, чӑхсем, кушаксем ҫунса кӗлленнӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 55 ҫулти арҫын полици уйрӑмне чӗртсе янӑ. Анчах ҫулӑм пысӑк тӑкак кӑтартса ӗлкӗреймен. Пакунлисем пушара вӑхӑтра сӳнтернӗ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи полицейски уйрӑмӗнче пулса иртнӗ. Шӑмӑршӑ арҫынни полицейскисем ун заявленийӗсем тӗлӗшпе тунӑ йышӑнусемпе килӗшмен. Тавӑрас тесе-ши ӗнтӗ, 2 литр растворитель туяннӑ та полици ҫуртне кӗмелли алӑк умне сапса чӗртсе янӑ.
Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 214-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшуллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Вандал-арҫын сывах мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ тухтӑрсем ятарлӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче. Анчах ӑна ирӗксӗр сипленме ярасси суд йышӑнӑвӗнчен килет. Ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |