Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан хӗрарӑм калаҫма тесе телефон илнӗ те... йӗп пек ҫухалнӑ.
Йӗрке хуралҫисенчен Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти арҫын юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, телефонсӑр тата банк картти ҫинчи 34 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Телефона пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма усӑ курма панӑ иккен. Лешӗ вара — Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан хӑйӗн пӗлӗшне. Лешӗ шӑнкӑравласшӑн тесе каланӑ та. Кӳршӗ регионти хӑна ют ҫыннӑн смартфонӗ-мӗнӗ ҫухалнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӑл федераци шыравӗнчискер пулнӑ. 29 ҫултискере вӑрӑ тунӑ тесе йӗрке хуралҫисем шыранӑ. Хӗрарӑм судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ. Вӑл ытти ҫынна та шар кӑтартма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта маршрутка тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ку 14 сехетсенче Пичет ҫурчӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Мерседес пынӑ чухнех хыпса илнӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра салонра пассажирсем пулман. 501-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микравтобус Чулхулана рейс хутланӑ.
Ҫулӑма ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫав вӑхӑталла маршрутка тӗппепех ҫунса кайнӑ.
Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче пушар тухнӑ. Ку инкек паян ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Совет урамӗнче вырнаҫнӑ кирпӗч ҫуртра икӗ пӳлӗм – пӗтӗмпе 150 тӑваткал метр – ҫуннӑ. Телее, пушарта шар курнисем пулман.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ҫуртӗнче лавкка, Раҫҫей почтин тата Ростелекомӑн офисӗсем пулнӑ.
Пӑрачкав районӗнчи ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗн директорне парӑмшӑн явап тыттарнӑ. Пуҫлӑх муниципалитет контрактне пурнӑҫламаншӑн ята кӗнӗ. Кӑлтӑка вырӑнти прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
«Дельфин» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче уйрӑм усламҫӑ муниципалитет контракчӗпе ӗҫленӗ. Килӗшсе татӑлнине туса пӗтерсен те саккасҫӑ тӳлесе татман. Парӑм 2,1 миллион тенкӗ ытла пулнӑ.
Парӑмшӑн спорт шкулӗн директорӗ тӗлӗшпе РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӗн 7.32.5-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна Федерацин монополипе кӗрешекен тытӑмӗн Чӑваш Енри управленине ярса панӑ. Унтисем спорт шкулӗн директорне 30 пин тенкӗ пама йышӑннӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре «Шупашкар – Сурски» автоҫул ҫинче молтоблокпа авари пулнӑ. Хайхи транспорт машина ҫине пырса кӗнӗ.
ҪҪХПИ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ялӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын мотоблок рулӗ умӗн ларнӑ та тӗп ҫулпа пыракан «ВАЗ-2110» машина ҫине пырса тӑрӑннӑ. Мотоблокпа пынӑ арҫын суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Суранӗсем ытлах йывӑр мар – тухтӑрсем пӑхнӑ хыҫҫӑн арҫынна киле янӑ.
Йӗрке хуралҫисем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоблок водителӗ ӳсӗр пулнӑ. Палӑртса хӑварар: кӑҫал мотоблокпа ҫыхӑннӑ аварире икӗ ҫын вилнӗ, пӗлтӗр – виҫӗ ҫын.
Улатӑр районӗнче пурӑнакан арҫын кӗҫех ҫынна вӗлернӗшӗн суд сакки ҫине ларӗ. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫынна тапӑннӑшӑн (ҫавна май лешӗ вилнӗ) айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫак ӳсӗр арҫын, 45 ҫултискер, Кувакино ялӗнче савнийӗн килӗнче пулнӑ. Ҫавӑнтах хӗрарӑмӑн 69 ҫулти амӑшӗ пурӑнать. Ватӑскер чирленипе вырӑнпах выртнӑ.
Кравать ҫинче выртакан ватӑ хӗрарӑм пӳрте кӗнӗ арҫынна пӗр стакан шыв пама ыйтнӑ. Лешӗ ҫакна илтсен ӑна хӗнесе тӑкнӑ. Ватӑскер сурансене пула вилнӗ. Арҫын следовательсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл тарӑхса кайнӑ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗн судне пӑхса тухма янӑ.
Канаш районӗнче юр хыракан машина электричкӑпа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнмасӑр чукун ҫул урлӑ каҫмалли ҫул ҫине тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑпах электричка пынӑ, юр тасатакан машина каҫса ӗлкӗреймен.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, КамАЗ водителӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра электричкӑра пассажирсем пулман.
Палӑртса хӑварар: юлашки кунсенче республикӑра юр хыракан машинӑсем ӗҫе тухнӑ.
Канаш районӗнче суд приставӗнче ӗҫленӗ ҫынна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе малтанласа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах каярах ӑна суд штрафӗ панипех ҫырлахас тенӗ. Ӑна 55 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Суд приставӗнче ӗҫленӗ ҫын руль умне ӳсӗрле ларма юратнӑ. Ҫавӑншӑн вӑл пӗрре ҫакланнӑ-ха. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Апла пулин те вӑл пӗрех рулех умне кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӳсӗрле ларнӑ. Ҫавна ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ. Арҫын ун чухне «Лада-211440» автомобильпе пынӑ. Приставӗ пулнӑ ҫын унччен судпа айӑпланманнине, йывӑр преступлени туманнине кура суд пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, штраф панипе ҫырлахнӑ.
Ӗнер Элӗк районӗнчи пӗр ҫемьере ача эрех ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Ҫемьен уяв пулнӑ, хӑнасем чӗнсе сӗтел хушшинче савӑннӑ. Ҫемье пуҫӗпе мӑшӑрӗ хӑнасене ӑсатма тухсан 4-ри ывӑлӗ сӗтел ҫинчи эрехе ӗҫнӗ.
Ывӑлӗ ӳсӗрӗлнине асӑрхасан ашшӗ-амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ачана Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Юрать, пӗчӗкскерӗн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра пулман, тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Палӑртмалла: ӗнер Ҫӗмӗрле районӗнче те ачапа чутах инкек пулман. 1,5 ҫулти хӗрача йӗкехӳресене вӗлермелли наркӑмӑшпа вылянӑ. Юрать, вӑл ӑна ҫӑтма ӗлкӗреймен, ҫакна тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви Шупашкарта арҫын виллине тупнине пӗлтернӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчех асӑрханӑ. Анчах, ЧР ШӖМӗ ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын камне пӗлмеҫҫӗ. Пакунлисем ҫынсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Арҫын виллине Шупашкарти Станци ҫумӗ урамӗнчи йывӑҫсем хушшинче асӑрханӑ. Паллӑ мар ҫын сӑнӗпе 45-50 ҫулсенче курӑнать, тӑршшӗ — 170 сантиметра яхӑн, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ хура.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар арҫын капюшонлӑ хура курткӑпа, сӑрӑ толстовкӑпа, хура шӑлаварпа, хура сӑран атӑпа пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем паллӑ мар арҫын пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 39-40-94 е 102 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Маларах Сӑр юханшывӗнче арҫын виллине тупнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |