Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче пушар алхаснӑ. Шел те, инкекре ҫынсем вилнӗ.
Пушар каҫхине пулнӑ. Икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ, ҫулӑм хыҫҫӑн нимӗн те юлман, вӑл пурӑнма юрӑхсӑр.
Пушара сӳнтерсен хӗрарӑмпа арҫын виллисене тупнӑ. Вӗсем – аппӑшӗпе шӑллӗ. Хӗрарӑм – 50-ра, арҫын 47 ҫулта пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухнӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, ку инке криминалпа ҫыхӑнман. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта общежити ҫуннӑ. Пушар тухсан ҫуртри электричествӑна чарса лартнӑ.
Ӗнер каҫхине, 20 сехетре, Терешкова урамӗнчи 17-мӗш ҫуртра пушар тухнӑ. Ку – общежити. Ҫулӑм виҫҫӗмӗш хутри пӗр пӳлӗмре тухнӑ. Электричествӑна чарса лартнӑ, ҫынсене урама илсе тухнӑ.
Вырӑна виҫӗ пушар машини, васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Юрать-ха, общежитире пурӑнакансенчен нихӑшӗ те суранланман, шар курман. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта арҫын нумай хутлӑ хваттер чӳречинчен ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку ӗнер 16 сехет тӗлӗнче пулнӑ. 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 28-мӗш ҫуртӑн 39-мӗш корпусӗнчи 13-мӗш хутран арҫын аялалла персе аннӑ. Вӑл 35 ҫулта пулнӑ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ.
РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗслӗх тӗлӗшпе процессуаллӑ тӗрӗслев иртет.
Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти хӗрарӑм машина туянма ӗмӗтленнӗ. Анчах вӑл хӑйне шанман, автомобиле суйлама профессионалсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма шухӑшланӑ. Пӗлтерӗве хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче шыранӑ. Пулӑшма килӗшекен «ырӑ автоэксперт» кӗҫех тупӑннӑ. Вӑл пулӑшушӑн тата пулас тӑкаксемшӗн 20 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм итленӗ. Анчах пулӑшакан ҫын тек сасӑ паман, тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн пӗлтерӗвне хуратнӑ.
Улталаннӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем шанчӑксӑр ҫынсене укҫа-тенкӗ куҫарса пама сӗнмеҫҫӗ.
Авӑнӑн 4-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ҫывӑхӗнче авари пулнине пӗлтернӗччӗ. Шкул автобусӗ ҫине «Лада Приора» пырса кӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус водителӗ ҫӑмӑл автомашинӑна ҫул паман.
Аса илтерер: «Приора» салонӗнче арҫын тата икӗ ача пулнӑ. Авари хыҫҫӑн ҫӑмӑл машинӑн водителӗ, 34 ҫулти арҫын, вилнӗ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, паян хурлӑхлӑ хыпар пӗлтернӗ. 8 ҫулти арҫын ача та вилнӗ. 6-ри ача пульницӑра.
Палӑртмалла: ачасем салонра ятарлӑ креслӑра ларман, пиҫиххипе ҫыхӑнман. Автобус водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 63 ҫулти арҫынна хӗрӗн кил-ҫуртне чӗртсе янӑшӑн суд тунӑ. Вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Арҫынна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Следстви палӑртнӑ тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫак арҫын ӳсер пулнӑ, Шӑрттан ялӗнчи хӗрӗ патне кӗнӗ. Хайхискерсем тем пайлайман пул, арҫын урайне бензин тӑкса шӑрпӑк тивертнӗ.
Кил-ҫурт пурӑнма юрҫахсӑра тухнӑ, ашшӗ хӗрне 550 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Муркаш районӗнче шкул автобусӗ ҫӑмӑл автомашинӑна пырса тӑрӑннӑ. Авари паян ирхине 7 сехет те 40 минутра Ҫатракасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус рулӗ умӗнче ларнӑ 68 ҫулти арҫын сулахаялла пӑрӑннӑ чухне тӗп ҫулпа пыракан «Лада Приорӑна» ирттерсе яман.
Аварире «Приорӑн» 34 ҫулти водителӗ салонра хӗсӗнсе ларнӑ. Ӑна кӑларма ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, вӑл темиҫе сехетрен пульницӑра вилнӗ.
«Приора» салонӗнче пулнӑ икӗ ача та, 6 тата 8 ҫулсенчисем, суранланнӑ. Вӗсене те пульницӑна илсе кайнӑ. Ачасен сывлӑхӗ йывӑртарах. Авари вӑхӑтӗнче автобусра пассажирсем пулман. Икӗ водитель те урах пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчин заведующийӗ хӑйӗн амӑшне ӗҫе илнӗ. Хут ҫинче. Тӗрӗссипе вара хӗрарӑм унта ӗҫлемен. Заведующи тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа ӗҫ вырӑнӗпе усӑ куракансене айӑплаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче хӑйӗн амӑшне кӗҫӗн воспитатель (ансатрах каласан, няня) евӗр ӗҫе илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна 39 пин тенкӗ ытларах тӳленӗ. Ҫав укҫана заведующи хӑй кӗсйине чикнӗ, унпа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
Ача пахчинчи мӗнпур хута тӗпчевҫӗсем тишкереҫҫӗ, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртни 14 сехет те 45 минутра, Канашри пӗр предприятире слесарь ӗҫре суранланнӑ. 62 ҫулти арҫын ял хуҫалӑх оборудованийӗ кӑларакан предприятире тӑрӑшнӑ. Преспа ӗҫленӗ чухне вӑл суранланнӑ, сылтӑм аллинчи тӑватӑ пӳрнисӗр юлнӑ.
Производствӑри инкек хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Инкек вырӑнне следствипе оперативлӑ ушкӑн пырса ҫитнӗ. Вӗсем инкек вырӑнне тишкернӗ, кӳнтеленсемпе калаҫнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра судпа медицина экспертизи ирттермелле. Инкек сӑлтавне тишкернӗ май ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплисене палӑртӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай салинче пушар пулнӑ. Унта пассажирсене илсе ҫӳрекен автобус ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм рабочисен тимсӗрлӗхне пула тухнӑ. Вӗсем усӑ курман техникӑна каснӑ. Пушар юрӑхсӑра тухнӑ ПАЗ автобус ҫине те куҫнӑ.
Рабочисем пушара хӑйсем тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах кӑлахах пулнӑ. Пушарнӑйсене чӗнмех тивнӗ. Вӗсем ҫулӑма тӳрех сӳнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |