Елчӗк районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн килне ҫуран каяс килмен. Кахалланнипе вӑл ют ҫын машинине хускатса ҫула тухнӑ. Анчах автомобиль сӳнсе ларнӑ.
Машина ҫухални ҫинчен йӗрке хуралҫисене автомобиль хуҫи пӗлтернӗ. Транспортӑн 36 ҫулти хуҫи «ВАЗ-2114» машинӑна Ҫӗньял ялӗнче, хӑйӗн килӗ умне лартса хӑварнине ӗнентернӗ.
Пакунлисем автомобиле ҫывӑх вӑхӑтра тупса палӑртнӑ. Ӑна арҫын патӗнче хӑнара пулнӑ 25 ҫулти хӗрарӑм хускатса кайнӑ. Хӗрарӑм ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, кил хуҫи ҫывӑрса кайнӑ, хӑнан вара килне каясси килнӗ. Ҫуран ҫӳрес килмен унӑн.
Ҫын машинине чӗртсе кайнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар хулинче 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл такама тапса-ҫапса пӗтермен, ҫынна та ҫаратман, вӑрӑ ӗҫӗпе те аппаланман, машинӑпа ҫын ҫине те пырса кӗмен. Хӑйӗн ячӗпе организаци уҫнӑ.
Ҫынсене усламҫӑ пулма та, предприяти-организаци уҫма та чаракан ҫук-ха. Анчах хайхи этем организацие суйса уҫнӑ. Ӑна пӗрисем ҫапла тума ыйтнӑ та, вӑл килӗшнӗ. Ахаль мар, паллах. Хайхине укҫалла тав тума калаҫса татӑлнӑ.
Ҫапла вара ҫӗнӗ организацие Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрне кӗртнӗ, налук учетне тӑратнӑ. 41 ҫулти арҫын суя учредитель тата ертӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 22 сехет тӗлӗнче Шупашкар хулинче ҫамрӑк арҫын машина урапи айне чутах пулман.
Хайхискер Энтузиастсен урамӗнчи 3-мӗш ҫурт тӗлӗнче ҫул урлӑ каҫас тенӗ. Унта ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳремелли ятарлӑ вырӑн пулман. Апла пулин те 36 ҫулти вӑйпитти ҫул урлӑ каҫма тытӑннӑ.
Ҫул-йӗр правилине катертекен этем ҫине «Лада Веста» автомобиль пырса кӗнӗ. Унпа ҫапӑннӑ хыҫҫӑн арҫын «BMW» автомобиль (вӑл пассажирсене антарса хӑварма тесе чарӑннӑ) ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнче ҫул ҫинчи инкекре водительпе пассажир вилнӗ.
Пӑтӑрмах 15 сехет те 30 минут тӗлӗнче «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» автоҫул ҫинче пулса иртнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «Citroen» машина автомобильсем хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «ГАЗель» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ транспортри водительпе пассажир вилнӗ, хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнин рульне тытса пынӑ арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн ачи ҫинчен манса кайнӑ тейӗн. Унӑн алимент парӑмӗ пухӑнса кайнӑ, вӑл вара ним пулман пек пурӑннӑ. Суд нумаях пулмасть ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ҫур ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Алимент тӳлессинчен пӑрӑнса ҫӳрекенсене РФ Пуҫиле кодексӗн статйипе явап тыттарма пулать. Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗрарӑм тӗлӗшпе шӑпах ҫапла йышӑннӑ та.
Хайхине унччен административлӑ майпа явап тыттарса пӑхнӑ-ха, анчах хӗрарӑм тӑна кӗмен. Вӑл пӗр хутчен 1000 тенкӗ тӳленӗ те ҫырлахнӑ. Пӗчӗк ывӑлӗ умӗнчи алимент парӑмӗ вара хӑйӗн 350 пин тенкӗрен те иртсе кайнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм бассейн туянас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫсенчен пӗринче вӗрсе карӑнтармалли бассейна 35 процент йӳнетсе сутассине пӗлтернине курнӑ. кӑтартса 38 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртӗ. Хӑй улталаннине ӑнланнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ултавҫӑ тӗлӗшӗпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159.3-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш районӗнче йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, Калиновка ялӗ тӗлӗнче КамАЗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухнӑ чухне «Киа Рио» автомобиле (вӑл Комсомольски районӗ еннелле кайнӑ) ирттерсе яман.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн рульне тытса пынӑ 27 ҫулти водитель тата салонти 3 ҫулти ача аманнӑ, вӗсене больницӑна ӑсатнӑ.
Водительсем, сӑмах май, урах пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче республикӑра типӗ курӑк, ҫӳп-ҫап ҫуннӑ 7 тӗслӗх пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пӑрачкав районӗнче пысӑк пушарсемех пулнӑ. Пӑрачкав ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Вӑл 2 гектар ҫӗре ярса илнӗ.
Ҫак районта Ряпино ялӗ ҫывӑхӗнче те типӗ курӑк ҫуннӑ. Унта пушарнӑйсем 3 гектар ҫинчи ҫулӑмпа кӗрешнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче пурӑнакан 36 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнче 68 ҫулти тӑванӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Кӗҫӗнни аслине пуҫӗнчен тимӗр пепельницӑпа 4 хутран кая мар ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ.
36-ри арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Паян 17 сехет тӗлӗнче Шупашкарта агрегат савучӗ патӗнче тӳпенелле хура тӗтӗм хӑпарнине асӑрханӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Агрегат савутӗнчи цех ҫуннӑ иккен. Вырӑна пушарнӑйсем, васкавлӑ медпулӑшу машинисем ҫитнӗ.
Пушара алхасма паман, сӳнтернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |