Ӗнер, кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче, 23 сехетре Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Кушар Юнтапа ялӗнче пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Ҫав самантра пӳртре 10 ҫын пулнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ - ачасем.
Вӗсем пушар вӑхӑтӗнче урама хӑйсем тӗллӗнех тухнӑ, анчах пиҫсе кайнӑ. Шупашкара Республикӑри клиника пульницине 9 ҫынна илсе ҫитернӗ: виҫӗ ачана, виҫӗ хӗрарӑма тата виҫӗ арҫынна.
Ҫулӑм 190 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Хуралта таврашӗ те сиенленнӗ. Пушара виҫӗ техникӑпа пӗр сехетре сӳнтернӗ.