Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан пӗтӗм хулапа ялта Чӑваш чӗлхи кунне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2021» акци иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнчен паян пӗлтернӗ тӑрӑх, диктанта тӗрлӗ майпа ҫырнӑ. Паянхи куна пӗтӗмлетӳ ҫакӑн пек. Диктанта Чӑваш Республикинчи 6938 ҫын ҫырнӑ; Тутарстанри – 581; Пушкӑртстанри – 837; Чӗмпӗр облаҫӗнчи – 284; Ханты-Мансийскри – 12; Мускаври – 10;
Санкт-Петербургри – 4; Киров облаҫӗнчи – 1; Тюмень облаҫӗнчи – 1; Самарӑри – 1. 280 ҫын ҫырнӑ ӗҫӗсене Интернетпа ярса панӑ. Ҫапла вара, «Пӗтӗм чӑваш диктантне» пурӗ 8920 ҫын хутшӑннӑ.
Мускаври Пысӑк театрта Светлана Потёмкинан «Надежда Павлова: большое интервью с балериной» кӗнекине хӑтланӑ. Балерина ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ.
Мероприятие Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ. Чӑваш министрӗ Мускава пушӑ алӑпа кайман. Вӑл ҫӗршывӗпе паллӑ балеринӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ медальпе чысланӑ.
Надежда Павлова – ХХ ӗмӗрти паллӑ балерина, вӑл тӗнчери паллӑ сценӑсем ҫинче ташланӑ, СССР халӑх артистки ята вӑл 28 ҫул каяллах тивӗҫнӗ.
Светлана Потёмкинан кӗнеки интервьюран тата сайра тӗл пулакан документсенчен тӑрать. Кӑларӑма 1000 экземплярпа пичетлесе кларнӑ. Светланой Потёмкина Чӑваш кӗнеке издательствипе балерина ҫинчен кӗнеке-альбом кӑларасшӑн.
Шупашкартан Мускава авиапассажирсене турттаракан «Победа» авиакомпани ҫӗршывӑн тӗп хулине кунсерен виҫӗ рейс тума тытӑннӑ. Кӑнтӑрлахи ҫӗнӗ рейса суйланисене самолёт Мускаври Шереметьево аэропортне илсе ҫитерӗ.
Ҫапла вара «Победа» авиакомпани Шупашкара Мускаври икӗ аэропортран килӗ: Внуковӑран тата Шереметьевӑран.
Ӗнер, ҫу уйӑхн 11-мӗшӗнче, Шереметьевӑран пӗрремӗш рейса тунӑ та.
Унтан пирӗн пата 176 пассажир вӗҫсе килнӗ, Мускава 181 ҫын вӗҫсе кайнӑ.
Шупашкарта Максим Егоров-Курмыш ҫулҫӳревҫӗпе тӗлпулу иртӗ. Аса илтерер: Элӗк районӗнчи Татмӑш каччи пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Питӗртен Владивостока ҫити чупма тухнине, халӗ ҫитес ҫӗре ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Максимӑн маршручӗ 10 пин ҫухрӑмпа танлашнӑ. Ӑна вӑл 1 ҫул та 2 уйӑх та 17 кунра чупса тухнӑ.
Максим Владивостокра пысӑках мар лектори ирттернине Инстаграмра пӗлтернӗччӗ. Каччӑ ҫулҫӳрев пирки каласа кӑтартма тӗрлӗ хулара (Максим Шупашкар, Мускав, Питӗр хулисене асӑннӑччӗ) тӗлпулусем ирттерес шухӑшлине хыпарланӑччӗ.
Шупашкарта ҫулҫӳревҫӗпе ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче тӗл пулма май килӗ. Курнӑҫу 15 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ ушкӑнӗ, Шупашкарти «Уяв» фольклор ансамблӗ хӑйсен ӗҫне юратнипе пурнӑҫлакан пултарулӑх ушкӑнӗсен пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Асӑннӑ ушкӑн Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗнче шутланса тӑрать. Ансамбле Раҫсей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пырать.
Пултарулӑх ушкӑнӗ конкурсра ҫӗнтерсе 2 миллион тенкӗ укҫана тивӗҫнӗ. Конкурса ҫӗршывӑн 84 регионӗнчи 263 коллектив хутшӑннӑ. 40 коллектив I степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ, 20-шне лауреат тесе йышӑннӑ. Вӗсем Мускавра раштав уйӑхӗнче иртекен конкурса хутшӑнӗҫ.
Мускаври артист Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнисене хисеплесе опера хатӗрлес шухӑшлӑ. Кун пирки ӑна Чӑваш Республикинчи симфони капеллин илемлӗх ертӳҫи Морис Яклашкин сӗннӗ иккен. Ҫапла пӗлтернӗ Раҫҫей халӑх артисчӗ, П.И. Чайковский ячӗллӗ Мускаври патшалӑх консерваторийӗн кафедрин заведующийӗ, Мускаври патшалӑх филармонийӗн илемлӗх ертӳҫи Александр Чайковский паян, ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа ЧР Правительство ҫуртӗнче тӗл пулсан.
Енсем Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунисене хисеплесе опера хатӗрлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. «Чӑваш Енре эпӗ иккӗмӗш кун. Ҫак вӑхӑтра нумай ҫынпа тӗл пулса калаҫма, кирлӗ информацие пӗлме ма килчӗ. Хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннӑ ҫынсем пирӗн хушӑмӑрта пурри уйрӑмах аван. Вӑл спектакль еплерех пуласине эпӗ ӑнланма пуҫларӑм. Унта нумай пӗчӗк эпизод, тӗрлӗ истори пултарас килет», — тенӗ вӑл.
Композитор спектакле чӑваш юррисене те кӗртме палӑртать.
Элӗк районӗн каччи Максим Егоров пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Питӗртен Владивостока ҫити чупма тухнине, халӗ ҫитес ҫӗре ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Максимӑн маршручӗ 10 пин ҫухрӑмпа танлашнӑ. Ӑна вӑл 1 ҫул та 2 уйӑх та 17 кунра чупса тухнӑ.
Халӗ Максим тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Кун пирки каччӑ ӗнер Инстаграмра пӗлтернӗ. Вӑл хӑйне пулӑшнисене тав туса ҫырнӑ.
Максим Владивостокра пысӑках мар лектори ирттернине пӗлтерсе сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Каччӑ ҫулҫӳрев пирки каласа кӑтартма тӗлпулусем ирттерме палӑртать. Ӑна вӑл Шупашкар, Мускав, Питӗр хулисен йӗркелес шухӑшлӑ.
Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра санитари авиацийӗ аталаннине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Кая юлмасӑр пулӑшмалли чирлӗ ҫынсене республикӑн аякри районӗсенчен Шупашкарти пульницӑсене илсе килеҫҫӗ. Пӗр пациента Мускава та вертолетпа илсе кайнӑччӗ.
Чирлӗ ҫынна ҫитес ҫӗре вӑхӑтра илсе каяссишӗн яваплисем — пилотсем. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри — Ирина Долинина. Вӑл – иккӗмӗш пилот.
Санитари вертолёчӗн иккӗмӗш пилотӗнче ӗҫлекен
Ирина Мускав тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Омскри вӗҫев училищинче вӗреннӗ. Хальлӗхе Ирина 200 сехет ытла вӗҫме ӗлкӗрнӗ. Кӗҫех вӑл сывлӑш суднин командирӗ пулӗ. Ирина космонавтсен отрядне лекме ӗмӗтленет.
Чӑваш Енри агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен союзӗн председательне Александр Самылкина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлӗҫ. Кун пек хушӑва Олег Николаев Элтепер паян алӑ пуснӑ.
Александр Петрович 1951 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Иккӗмӗш Липовка ялӗнче ҫуралнӑ. 1978 ҫулта Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнчен, 1985 ҫулти Горькинчи аслӑ парти шкулӗнчен, 1996 ҫулта Мускаври патшалӑх социаллӑ университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Коминтерн ячӗллӗ колхозри колхозникран председателе ҫитнӗ. Унтан райком тытӑмӗнче, районти ҫыхӑну узелӗн пуҫлӑхӗнче, Чӑваш Республикин Почта ҫыхӑнӑвӗн управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, ЧР Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче ӗҫленӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ те пулнӑ.
Чӑваш Енри санавиаци пӗрремӗш хут республика тулашне тухнӑ. Кун пирки Кардиологи диспансерӗн пресс-служби пӗлтерет.
Пӗр хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ япӑхланнӑ. Ӑна васкавлӑ майпа пульницӑна илсе ҫитермелле пулнӑ. Акан 14-мӗшӗнче хӗрарӑма Ҫӗмӗрлери медицина центрӗнчен Шупашкара илсе ҫитернӗ.
Вертолет Кардиологи диспансерӗнчен 200 метрта анса ларнӑ. Тепӗр минутранах пациента раенимобильпе тухтӑрсем патне илсе ҫитернӗ. Шурӑ халатлтисем хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗшӗн пӗр талӑк кӗрешнӗ. Ҫав вӑхӑтрах федерци клиникин тухтӑрӗсемпе телемедицина ҫыхӑнӑвӗпе консилиум ирттернӗ. Пациента федераци клиникине илсе кайма йышӑннӑ.
Ӗнер вертолет Мускавра анса ларнӑ. Пациентпа пӗрле опытлӑ реаниматологсем пулнӑ. Хӗрарӑма йӗркеллех илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл Мускаври тухтӑрсен аллинче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |