Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта чӑваш коммунисчӗсен лидерне Валентин Шурчанова халалласа асӑну хӑми уҫӗҫ. Вӑл парти рескомӗн ҫурчӗ ҫинче пулӗ.
Шурчанов КПРФӗн чӑваш рескомне 1993 ҫултанпа ертсе пынӑ. Вӑл 1947 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ. Валентин Сергеевич ЧР Элтеперӗн суйлавне 3 хутчен хутшӑннӑ.
Валентин Шурчанов 2020 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче Мускавра кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Вӑл 73 ҫулта пулнӑ.
ялтан // 2607.57.1421
2023.01.31 09:01 | |
Валентин Сергеевич Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăш ялĕнчи клуба Федераллă программăна кĕрттерсе юсаттарма пулăшнăччĕ, "Едроссем" çакна хамăр турăмăр тесе хытă кĕрленĕччĕ. Çакăн пекки те пулнă ун биографийĕнче. | |
Agabazar // 3352.08.1285
2023.01.31 10:56 | |
Сывлăхĕ самаях хавшанă пуль çав, çавăнпа кăшăлвируса чăтайман. | |
