Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Лапсар

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарти тӗп пляжра арҫын ҫухалнӑ. Вырӑна тӳрех Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитнӗ.

Водолазсем арҫын виллине каҫхине, 18 сехет ҫурӑра, тупнӑ. Унӑн вилли тӗп пляжран 50-70 метрта пулнӑ.

Аса илтерер: ӗнер Лапсарти пӗвере хӗрача виллине тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/88984
 

Пӑтӑрмахсем
ldpr.ru сайтри сӑн
ldpr.ru сайтри сӑн

Лапсарти пӗвере хӗрача путса вилнӗ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 13 сехет иртсен пулнӑ. Водолазсем унӑн виллине тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ та тӑванӗсене панӑ.

Астӑвӑр: шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулмалла. Ачасене аслисемсӗр шыва кӗме ямалла мар. Ҫавӑн пекех ӳсӗр ҫынсен те шывра чӑмпӑлтатма юрамасть. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, шыв ҫинче чылай инкек эрех-сӑрана пула пулать.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Шупашкар ҫывӑхӗнче, "Шупашкар ССК" чарӑну патӗнче, тин кӑна пулнӑ аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын шоссе тӑрӑх Лапсар еннелле мотоциклпа пынӑ. Ӑнсӑртран "тимӗр ут" ҫӑмӑл машинӑна лекнӗ те арҫын ҫулпа пыракан кран айне вирхӗнсе кайнӑ. Вӑл вилнӗ.

Вырӑнта оперативлӑ службӑсем ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/88816
 

Пӑтӑрмахсем
www.cheboksary.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
www.cheboksary.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Лапсар поселокӗ тӗлӗнче, «М-7» автомобиль ҫулӗ ҫинче, 4 машина инкеке ҫакланнӑ.

Груз труттаракан автомобиль малта ларакан икӗ ҫӑмӑл машина тата йывӑр тиевлӗ автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.

Ҫӑмӑл машинӑсен водителӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртассипе ӗҫленӗ.

 

Республикӑра
v-kurse.ru сайтри сӑн
v-kurse.ru сайтри сӑн

Ӗнер Республикӑри ҫӑлавпа шырав специалисчӗсен арҫынна вӑрмантан йӑтса тухма тивнӗ. Вӑл кӑмпана кайнӑ та урине хуҫнӑ.

Кӑмпаҫӑ ура хуҫни пирки 12 сехет те 10 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсене васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем чӗннӗ, мӗншӗн тесен пациента машина таран йӑтса ҫитермелле пулнӑ. Арҫын Шупашкар районӗнчи Лапсар тата Карачура хушшинчи вӑрманта кӑмпа татнӑ чухне урине хуҫнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем наҫилккасемпе килсе пациента вӑрмантан илсе тухнӑ, васкавлӑ медпулӑшу машини ҫине хунӑ.

 

Ҫул-йӗр
t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ҫулсем ҫине камерӑсем татах та вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене тупса палӑртма май параҫҫӗ. Камерӑсем пуртан водительсем йӗркене пӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.

Нумаях пумасть ҫӗнӗрен 7 ҫӗрте камерӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Вӗсем ҫак вырӑнсенче: Элӗк районӗнчи «Тури Хурасан» чарӑну патӗнче; М-7 ҫул ҫинче — Лапсар тӗлӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Хӗрлӗту» чарӑнура, Куславкка районӗнче харӑсах икӗ комплекс: Энтри Пасар тата Ҫӑкалӑх тӗлӗнче; «Сӑр» ҫул ҫинче — Етӗрне районӗнчи «Уйкас Асламас» тата «Автанҫырми»

чарӑнусенче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/6307
 

Пӑтӑрмахсем
t.me/mchs_chuvashia каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/mchs_chuvashia каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнчи Лапсарта вырнаҫнӑ «Юрма» агрофирмӑра ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, пушар тухнӑ.

Пушар сӳнтерекенсем патне усал хыпара 22 сехет те 16 минутра ҫитернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна пырса ҫитнӗ вӑхӑтра тимӗр ангар ҫуннӑ. Вӑл кайӑк-кӗшӗк ӗрчетмелли цех пулнӑ, анчах хальхи вӑхӑтра унпа усӑ курман, вӑл пушах пулнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар 400 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Вут-ҫулӑма сӳнтерме 10 техника тата 30 ҫӑлавҫа хутшӑннӑ. 23 сехет те 15 минутра пушара лӑплантарнӑ, уҫҫӑн ҫуннине 23 сехет те 48 минутра сӳнтерсе пӗтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/3574
 

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи (халӗ округ теме пуҫларӗҫ-ха) Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫатракасси ялӗнче пурӑнакансене ӗҫмелли шыв ыйтӑвӗ чылайранпа пӑшӑрхантарнӑ. Таса шыва ял ҫыннисем хуларан канистрӑпа турттарса пурӑннӑ, пахча шӑварма вара ҫӑлкуҫ алтнӑ. Анчах унти шыв акшарлӑ пулнӑ.

Яла йӗркеллӗ шывпа тивӗҫтерес тесе 2013 ҫулта проект хатӗрленӗ-ха, анчах унтанпа вӑл кивелнӗ. 2019 ҫулта проекта ҫӗнетес ыйтупа тепӗр хутчен ҫине тӑма тивнӗ.

Вырӑнти хастарсем ҫине тӑнипе ҫав ӗҫе вӗҫлеме май килнӗ. Халӗ 460 ҫурта шывпа тивӗҫтерес ыйту вӗҫленсе пырать. Кун пирки ялти хастар хӗрарӑмсенчен пӗри Алина Малова каласа кӑтартнӑ.

Укҫа-тенкӗ енӗпе республика хыснинчен пулӑшмалла.

 

Сумлӑ сӑмах Культура

Николай Шупуҫҫынни

Николай Шупуҫҫыннин ячӗ чӑваш культуринче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ӑна чӑваш литературин никӗсне хывакансенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар пуль ӗнтӗ. Чӑваш халӑхӗшӗн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ май литературӑна та аталантармалла пулнӑ. Чӑвашсен литератури пачах та пулман теме май ҫук ӗнтӗ, анчах вӑл темле пуян пулнӑ пулин те, ытларах енӗпе халӑх пултарулӑхӗ ҫинче никӗсленнӗскер пулнӑ. Юмахсем, юрӑсем, тата ытти енлӗ пултарулӑх. Шӑп та ҫав вӑхӑтри ҫынсем чӑваш литературин никӗсне хывнӑ та ӗнтӗ. Малтанах вӑл юмахсемпе халапсем ҫине таяннӑ, каярах вара хӑй тӗллӗн вӑй илнӗ. Анчах Николай Шупуҫынни, Константин Иванов тата ыттисем шӑп та шай литературӑн пуҫламӑшне амалантарнӑ.

Паянхи кун чылай чухне «чӑвашӑн вӑл ҫук, ку ҫук» теме юратаҫҫӗ. Анчах ҫапла сӑмахланӑ хыҫҫӑн малалли ӗҫе тӑвакансем ҫук. Ҫук япалана пур тума мехел ҫитермелле. Константин Иванов, Николай Шупуҫҫынни тата вӑл вӑхӑтри ытти ҫыравҫӑ-сӑвӑҫ шӑп та лӑп ҫук япалана пур тума пултарнӑ та ӗнтӗ. Чӑваш халӑхӗн поэмӑсем пулман-тӑк — вӗсем ӑна хайланӑ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Лапсар ялӗ тӗлӗнче харӑсах пилӗк машина инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмахра 3 ҫын аманнӑ.

Инкек 17 сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Лапсар тӗлӗнче, М-7 «Атӑл» ҫул ҫинче пулса иртнӗ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Skoda Rapid» автомбиле тытса пынӑ хӗрарӑм-водитель хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл малтан «Audi A3» машинӑпа, кайран «Wolkswagen Transporter» маркӑллипе пырса ҫапӑннӑ.

«Ауди» ҫӑмӑл машина «Scania» фура тата «Volkswagen Transporter» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.

«Ауди» машина водителӗ тата хӗрарӑм-пассажир аманнӑ, «Шкода» автомобильте ларса пынӑ 5 ҫулхи арҫын ача пуҫӗ суранланнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 10

1910
115
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач ҫуралнӑ.
1946
79
Волков Александр Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ