Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кӳкеҫ

Шупашкар районӗнче паллӑ вырӑн сахал мар. Сӑмахран, Апаш тӑрӑхӗ, "Бичурин тата паянхи самана" музей т.ыт.те. Ҫитес вӑхӑтрах вӗсен ҫумне тепӗр ят хушӑнӗ. Мӗнле пулӑмпа ҫыхӑннӑ-ха вӑл?

Нумаях пулмасть Кӳкеҫри маларах асӑннӑ музейре таврапӗлӳҫӗсем Чӑваш халӑх ҫыравҫипе М.Юхмапа тӗл пулнӑ. Шӑпах ҫакӑнта тепӗр истори палӑкӗ вырнаҫтарасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Пӑрттас кнеҫ ячӗпе ҫыхӑннӑ вӑл. Хӑй вӑхӑтӗнче Михаил Николаевич ҫак ҫыннӑн кун-ҫулне тӗплӗн тишкернӗ. Ҫакна палӑртма пулать: Пӑрттас - тӑван халӑха хӳтӗлекен. 1612 ҫулта Мининпа Пожарский кнеҫсемпе пӗрле Раҫҫейрен Польша интервенчӗсене хӑваласа кӑларнӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. Пӑрттас Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинче те пулнӑ. Ялти пӗр юман патне ларсах каннӑ-мӗн. Шӑпах ҫак йывӑҫ патӗнче вырнаҫӗ те кнеҫе асӑнса лартнӑ палӑк. Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи кафе те малашне "Пӑрттас" ятлӑ пулӗ.

Л. МАНЯКОВА.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Хыпар» хаҫат

 

«Спартак» стадионӗнче иртнӗ кунсенче ухӑҫсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑмӑрту Александр Палагин интернационалист, спорт ӑсти ячӗпе кашни ҫул иртет. Хальхинче ӑмӑртӑва 60 ытла ухӑҫ хутшӑннӑ. Чӑваш Енсӗр пуҫсӑр ӑмартӑва Киров, Калуга, Самар, Мускав, Орёл тӑрӑхри спортсменсем пулнӑ. Классикӑллӑ майпа пирӗн ентеш хӗрсем ҫӳлти пӗтӗм вырӑнсене йышӑннӑ. Анастасия Шитя, Шупашкарти УОР-та вӗренекенскер — тӗл лекессипе чи малти вырӑнта. Арҫынсем хушшинче чи ҫӳллӗ вырӑна Кӳкеҫри Евгений Никитин тивӗҫнӗ.

Ку ҫул ОСК-1 майпа та ӑмӑртнӑ. Ку дисциплинӑра хӗрсем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Елена Кузнецова, арҫынсем хушшинче Андрей Абрамов йышӑннӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

«2006-2010 ҫулсем хушшинче Шупашкар районӗнче туризма аталантарасси» тӗллевлӗ Программӑпа килӗшӳллӗн паян Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнче «Н.Я. Бичурин» скульптура композицине уҫнӑ. Скульптура композицийӗ паллӑ ӑҫчахӑн кӗҫӗн тӑван ҫӗрӗ ҫинче, Типнер ялне кӗнӗ ҫӗртне вырнаҫнӑ. Композицин авторӗ — Сандр Пикл (Александр Алексеев).

Анатолий Князев малтан тухса сӑмах каларӗ. Хӑйен сӑмахӗнче вӑл кӗскен «2006-2010 ҫулсем хушшинче Шупашкар районӗнче туризма аталантарасси» тӗллевлӗ Программӑпа паллаштарчӗ. Районта халӗ 5 экскурси маршрутне хатӗрленӗ. Уйрӑмах «В глубине веков» маршрут лайӑх аталанни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл маршрут тӑрӑх Кӳкеҫри тата Ишекри «Бичурин тата хальхи вӑхӑт» краеведени музейӗсене кӗрсе курма пулать. Анатолий Пантелеймонович Сандр Пикла пысӑк тав сӑмахӗ каларӗ. Сӑмах май каласан ку унӑн районти виҫҫӗмӗш ӗҫӗ. Малтанхи иккӗшӗ Апаш культурипе ҫыхӑннӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, [43]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем