Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри театрсем Раҫҫейри наци театрӗсен пӗрремӗш конгресне хутшӑннӑ. Ку хыпара эпир Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен тетарӗнче хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, конгресс ӗҫне Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те (сӑнӳкерчӗкре Юрий Владимиров директора асӑрхарӑмӑр) ҫитнӗ.

Конгресс Якут Республикинче ҫӗртме уйӑхӗн 22-26-мӗшӗсенче иртнӗ.

Конгреса ҫӗршыври 27 театр хутшӑннӑ. Пухӑннисем валли тӗрлӗ сесси, режиссёр ӗҫӗсен питчингӗсене ирттернӗ. Отрасльти ҫивӗч ыйтусене те сӳтсе явнӑ май нумай нациллӗ сценӑна аталантарасси пирки калаҫнӑ. Тепӗр ыйту — кадрсем ҫитменни. Ҫӗршывӑн пысӑк хулисенче наци драматургӗсем хатӗрлесси тавра калаҫнӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Иосиф Дмитриев (Трер) ячӗллӗ «Атӑлҫи юмахӗ» ятпа наци театрӗсен фестивальне ирттернӗ май Ачасемпе ҫамрӑксен наци драматургийӗн лабораторине ӗҫлеттерет-ха. Конгресра наци чӗлхисене упраса хӑварасси тата сарасси пирки те сӑах хускатнӑ.

 

Чӑвашлӑх
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чуваши и булгары по данным Ахмеда ибн Фадлана» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унта А.П. Ковалевский тӗпчевҫӗн «Чуваши и булгары по данным Ахмеда ибн Фадлана», «О степени достоверности Ибн Фадлана» ӗҫӗсем тата «Формы конечного «н» «з(р)» в арабской графике VII–XIII вв.», «Путешествие Ибн Фадлана на Волгу» материалсем кӗнӗ.

«IX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Хӗвелтухӑҫ Европӑра ҫӗнӗ патшалӑх — Атӑлҫи Пӑлхар — йӗркеленме пуҫланӑ. 895 ҫулта Алмуш пӑлхарсен уйрӑмах вӑйлӑ ӑрӑвне ертсе пыма тытӑннӑ», — историе аса илтерет наука кӑларӑмӗн редакторӗ Владимир Степанов.

Кӗнеке тиражӗ – 1000 экземпляр.

 

Культура
Марина Карягина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Марина Карягина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Республика кунӗ умӗн пирӗн, тӑван чӗлхепе литературӑна юратакан чӑвашсемшӗн, паха кӗнеке кун ҫути курнӑ. «Вӑхӑт тараси» кӑларӑма Марина Карягина поэтӑн 2010-2022 ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ.

Кӗнеке аннотацийӗнче калашле, «поэт самана сулнӑкӗнчи этемӗн пурнӑҫри хура-шурне ҫынлӑхпа чыса, тивӗҫе тӗрӗслекен вӑхӑт тараси ҫине хурса виҫет тейӗн».

Кӗнекене тӗрлӗ формӑпа ҫырнӑ сӑвӑсем: тавтограмма, рубаи, икйӗркелӗх, терцет, сонет кӑшӑлӗ, панторим, палиндром, монопалиндром, амфистроф — хальхи чӑваш поэзине хӑйне евӗр курӑмпа пуянлатаҫҫӗ.

Кӗнекене Станислав Юхтар художник ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Кӑларӑм «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире пичетленсе тухнӑ.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуй» уявне (вӑл хулари «Амазони» паркра иртнӗ) чӑваш пӑхаттирӗсем те пуҫтарӑннӑ. Спортсменсем ӑмӑртнине пӑхма куракансем те йышлӑ пухӑннӑ.

Спортсменсене республика Элтеперӗ Олег Николаев та саламланӑ. «Кӗрешӳ – Чӑваш Республикин наци спорчӗн кӑсӑклантаракан енӗ. Кавир ҫине тухниех ҫитӗнӳ, мӗншӗн тесен кӗрешӳҫӗсем наци спортне аталантараҫҫӗ», — тенӗ республика ертӳҫи.

Спортсменсем 80 килограма ҫитичченхи тата 80 килограмран йывӑртарах виҫере ӑмӑртнӑ.

80 килограмчченхи виҫере Шупашкарти Станислав Никифоров ҫӗнтернӗ. Шупашкарти тепӗр ар, Александр Ефимов, 80 килограмран йывӑртарах виҫере пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Олег Николаев тата Ольга Ярилова. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Олег Николаев тата Ольга Ярилова. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑвашла произведенисем хайлама республика хыснинчен укҫа ытларах уйӑрса пама тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗршывӑн культура министрӗн ҫумне Ольга Яриловӑна пӗлтернӗ. Федераци шайӗнчи тӳре-шара пирӗн республикӑра пулнӑ, унпа регион ертӳҫи тӗл пулса калаҫнӑ.

Олег Николаев пирӗн тӑрӑхра культура отрасльне укҫа-тенкӗ чылай хывнине хыпарланӑ. «Сӑмахран, чӑвашла произведенисем хайлама эпир грантсен виҫине икӗ хут ӳстертӗмӗр», — тенӗ республика ертӳҫи.

 

Культура
 vk.com/kugesionline сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/kugesionline сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче Хравути пуххи иртнӗ.

Асӑннӑ тӑрӑхри чӑваш хастарӗсем авалхи ҫав пухха паян та йӗркелеҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче, пирӗн аттесемпе аннесем ҫамрӑк чухне, унта тавралли ялсенчи ҫамрӑксем кам лашапа, кам ҫуран пуҫтарӑннӑ. Ҫавна сакӑр теҫетке урлӑ каҫнӑ ватӑсем ӗнерхи пек паян та ӑшӑ кӑмӑлпа аса илеҫҫӗ. Хӗрсемпе каччӑсем унта чунтан савӑннӑ.

Паян ҫав уява тӗрлӗ ҫулхисем ҫеҫ мар, политиксем те пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи Хравутинче, сӑмахран, Шупашкар районӗнчи ҫамрӑк коммунистсем пулнӑ.

 

Культура
rustur.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rustur.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ставропольти хӗрарӑма Шупашкар килӗшнӗ. Вӑл — Шупашкарта иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнакан Наталья Данилец.

Кӑҫалхипе 20-мӗш хут иртекен курава К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнчи скверта йӗркеленӗ.

«Пире кунта питӗ лайӑх кӗтсе илчӗҫ. Хула тӗлӗнмелле хитре, тирпейлӗ. Унта пурӑнаканӗсем питӗ-питӗ тарават», — тенӗ Надежда Смирнова журналиста Ставрополь казакӗсен тӗрӗ эрешӗсемпе Чӑваш Енри халӑха паллаштарма килсе ҫитнӗ хӗрарӑм.

 

Культура
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Михаил Скворцовӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарӗн» 2-мӗш томӗ пичетленсе тухнӑ.

Икӗ томлӑ словаре хатӗрлессишӗн М.И. Скворцов (1933—2016) лексикограф, филологи наукисен докторӗ нумай ӗҫленӗ. Кӑларӑма кун ҫути кӑтартассишӗн унӑн вӗренекенӗсемпе ӗҫтешӗсем тӑрӑшнӑ.

Лексика материалне хатӗрленӗ чухне юлашки ҫулсенче ҫӗршыв тата тӗнче лексиографийӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене шута илнӗ.

Чӑвашла-вырӑсла словарӗн реестрне ин­формаципе коммуникаци технологийӗнчи, ӑслӑлӑхри тата чиркӳпе религи лексикинчи терминсене кӗртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/4736.html
 

Раҫҫейре
«Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре Ленин, Сталин, Крупская, Распутин сӑнлӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе пирӗн тӑрӑха Андрей Кончаловский продюсер центрӗн пайташӗ Дмитрий Матвеев килсе ҫитнӗ.

Дмитрий Матвеев каланӑ тӑрӑх, паллӑ кинорежиссёр историлле пысӑк сериал ӳкерме пуҫлӗ. «Вӑл мана ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Раҫҫейри паллӑ ӗҫченсем евӗр сӑнлӑ ҫынсене тупма хушнӑ», – ӑнлантарса панӑ вӑл.

Кайран Дмитрий ытти региона тухса кайӗ. Проектпа «Народный кастинг» сайтра паллашма пулать.

 

Культура
Александр Маршал. «Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликри видеоран илнӗ скриншот
Александр Маршал. «Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликри видеоран илнӗ скриншот

Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, рок-музыкант, юрӑҫ, бас-гитарист, юрӑсен авторӗ Александр Маршал ҫӗнӗ трека чӑваш поэчӗн сӑввипе ҫырнӑ. Видеона артист хӑй ӳкерсе илнӗ.

Канаш поэчӗ Сергей Ефимов — Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Сергей Ефимов — полици полковникӗ, Раҫҫей ШӖМӗн оперативлӑ реагированийӗпе авиацийӗн вӑйӗсен «Рысь» ятарлӑ отрячӗн ветеранӗ. Спецназ ӗҫченӗсем Канаш ҫыннин пултарулӑхне аван пӗлеҫҫӗ.

Ентешӗмӗр малтан та сӑвӑсем ҫырнӑ, ҫар ҫыннисен паттӑрлӑхӗпе хӑюлӑхне халалласа халӗ те нумай шӑрҫалать. Унӑн сӑввисене нумаях пулмасть «Честь имею, Россия!» сӑвӑ пуххисен кӗнекине те кӗртнӗ.

Александр Маршал Сергей Ефимовӑн темиҫе сӑввипе унччен юрӑсем хайланӑ. Хальхине Медицина ӗҫченӗн кунне (ӑна вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, палӑртрӗҫ) тата ҫар медикӗсене халалланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 106, 107, 108, 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, [116], 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, 125, 126, ... 467
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 06

1897
128
Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
86
Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
86
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1996
29
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2005
20
Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын