К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫитес сезонта гастрольпе Ҫӗпӗрте пулӗ. Учреждени Тӗмен хулине тухса каясси ҫинчен театр директорӗ Юрий Владимиров пӗлтернӗ.
Тӗменти пысӑк драма театрӗн сцени ҫине чӑваш артисчӗсем тата Удмурт Республикинчи наци театрӗн ӑстисем тухӗҫ.
Чӑваш театрӗ Ҫӗпӗрте Игорь Муренкон «Ай мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» камитне, Юлий Кимӑн «Кто принцессу поцелует?» юмахне, Федор Павловӑн «Ялта» драмине кӑтартӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн директорӗ пулма Максим Матросова шаннӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Филармонире илемлӗх ертӳҫи пулса Николай Казаков тӑрӑшать.
Максим Юрьевичӑн заместителӗсем иккӗн: Татьяна Фролова пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлет, Ирина Фролова – экономика тата финанс енӗпе.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта Н.И. Ильминские халалланӑ конференци иртӗ.
Мероприятие Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ирттерет.
Ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ регионсем хушшинче пулӗ.
«Н.И. Ильминский и этнокультурное развитие народов Поволжья» (чӑв. Н.И. Ильминский тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен этнокультура аталанӑвӗ) ят панӑ мероприятие паллӑ ученӑй ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Ача-пӑчан пӗтӗм тӗнчери культура форумне хутшӑнакан пултаруллӑ ачасен списокне хатӗрленӗ.
Форум Мускаври ВДНХра ҫурла уйӑхӗн 24-28-мӗшӗсенче иртӗ. Унта талантлӑ ачасемпе педагогсем тухса кайӗҫ.
Раҫҫейӗн кашни регионӗ хутшӑнакан форума пирӗн тӑрӑхран 12-17 ҫулсенчи 7 ача кайса курӗҫ. Республика делегацийӗн йышне Шупашкарти 1-мӗш музыка шкулӗнчи, Шупашкарти 1-мӗш ӳнер шкулӗнчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчан ӳнер шкулӗнчи, Елчӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи, Шупашкарти 2-мӗш гимназири, Культура колледжӗнчи вӗренекенсем кӗнӗ. Вӗсем музыка, хореографи, театр, ӳнер искусстви енӗпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ.
Чӑваш Енре Культура аталанӑвӗн центрӗ уҫӑлӗ. Ун пекки Ҫӗрпӳре пулӗ.
Ӑна «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑвӗҫ. Центра тума 248 миллион ытла тенкӗ укҫа уйӑрма палӑртса хӑварнӑ, ҫав шутран 203 миллион тенки строительство валли кайӗ.
Объекта ҫитес икӗ ҫулта хулари «Южный-2» микрорайонта туса лартӗҫ. Унта ҫамрӑк ҫемьесем йышлӑ пурӑнаҫҫӗ.
Пӗрлехи композицие чечек евӗр тӑвӗҫ. Унта парк та, ача-пӑча лапамӗ те, кинозал та, ташӑ класӗ те, курав йӗркелемелли вырӑнпа кафе таранах пулӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Ларионовӑн «Анне пилӗ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Татьяна Бурдина.
Кӗнекене «Анне пилӗ» повесть тата калавсем кӗнӗ. Повесть пултаруллӑ тата мал ӗмӗтлӗ чӑваш хӗрӗ Эрнеби Сетнерова пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать. Хӗр – марафонҫӑ-спортсменка. Кашни ӑмӑрту хыҫҫӑн вӑл тӑван амӑшӗ патне васкать, мӗншӗн тесен вӑл ӑна тек курас мартан хӑрать. Повеҫре амӑшӗн пилӗпе малалла талпӑнакан хӗрӗн пирвайхи юратӑвӗ, тренерӗ ҫинчен те каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫитес сезон юбилейлӑ пулӗ. 105-мӗш сезонта куракансене харӑсах темиҫе премьера кӗтӗ.
Авӑн уйӑхӗнче Раҫҫей драматургӗн, театрпа кино актерӗн Александр Коровкинӑн хайлавӗ тӑрӑх «Мӑнаккасем» камитпе сцена ҫине тухасшӑн. Спектакле Алексей Герасимов режиссёр лартӗ. Пьесӑна чӑвашла Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Галина Антонова (Матвеева) куҫарнӑ.
Репертуара Александр Островскийӗн «Последняя жертва» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакль кӗртӗҫ. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева лартӗ. СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Вера Панован «Проводы белых ночей» пьеси тӑрӑх «Уйрӑлу каҫӗ» мюзикл хатӗрлӗ.
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче
️Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрмере Уяв иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑвашлӑх уявӗн мероприятийӗ пуян пулнӑ. Сӑмахран, «Уяв пики» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ.
Ӑмӑртӑва 16 пике хутшӑннӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Чӑваш Республикинчен, ыттисем – Тутарстанӑн тӗрлӗ районӗнчен.
Конкурса хутшӑнма кӑмӑл тунӑ хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ, тӳресене чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ, юрласа та ташласа кӑтартнӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмари Кристина Данилова тивӗҫнӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре Чикӗсене тунӑ ҫынсене асӑнмалли куна пӗрремӗш хут паллӑ тӑвӗҫ. Ку мероприяти кӗркунне пулӗ.
Авӑнӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 14-мӗшӗччен Пушкӑртстанпа тата Чӗмпӗр облаҫӗпе пӗрле "Ҫӗнтерӳ чиккисем" патриотлӑх марафонӗ иртӗ. Куславкка районӗнчи палӑк патне чечексем хурӗҫ. Юпан 25-27-мӗшӗсенче "Ентешсен ҫӑлтӑр кӑшӑлӗ" пӗтӗм тӗнчери фестиваль пулӗ. Юпан 28-мӗшӗнче "Сӑр чикки" опера премьери иртӗ.
Ӗҫлӗ пай - юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртекен "Ентешсен форумӗ".
Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн тӑван ҫӗршывӗнче – Тутарстанри Сиктӗрмере – паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, чӑвашсен Уявӗ иртнӗ.
Чӑвашлӑх уявне пирӗн республикӑри тӳре-шарапа артистсем хутшӑннӑ.
«Тутарстан Президенчӗпе Рустам Миннихановпа, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗпе Алексей Русскихпа, Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн председателӗпе Геннадий Зюгановпа, «Звениговский» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн председателӗпе Иван Казанковпа чӑваш йӑли-йӗркине халалланӑ наци картишӗсене пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр», – пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Телеграмра».
Уява ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тӗрлӗ наци ҫыннисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |